Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче икӗ кӳршӗ хушшинче пулса иртнӗ. 74 ҫулти кинемей канализаци тӑвас тесе тимӗр ункӑсем туянса хунӑ. Кӳрши вара ҫӑл чавма ӗмӗтленнӗ. Кӳршӗре тимӗр ункӑ выртнине асӑрханӑскер ҫӗрле, никам курман чухне, ҫавсенчен иккӗшне хӑй кил хушшине куҫарса хунӑ.
Япала ҫухатнӑ кинеми тӳрех кӳршӗ пирки ырӑ мар шухӑшласа илнӗ. Чӑн та, тӗрӗсех тӗшмӗртнӗ вӑл: пускилӗн кил хушши картин хушӑкӗнчен пӑхнӑ та хӑйӗн пурлӑхне асӑрханӑ. Ырӑпа калаҫни усса кайман: 58 ҫулти арҫын кинемее тӗксе кӑларса янӑ.
Шар курнӑ хӗрарӑм депутатран пулӑшу ыйтнӑ, лешӗ — йӗрке хуралҫисенчен. Тимӗр ункӑ пӗҫертнӗ арҫын хӑйӗн утӑмне пакунлисене ҫӑл тума кирлӗ пулнипе ӑнлантарнӑ. Ҫакна ҫывӑх вӑхӑтра унӑн судра тепре калама тивӗ. Тӑвай районӗн прокурорӗ Оксана Ястребова каланӑ тӑрӑх, айӑплава суда ярса панӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ачасен хӑйӗн ҫине алӑ хума хистекен сайт тупса палӑртнӑ. Суд ӑна хупас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Ку сайта Ленин район прокуратури тупса палӑртнӑ. Унта хавӑн ҫине мӗнле алӑ хумалли пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ иккен. Ҫапла майпа ку сайт сиенлӗ пулнине палӑртнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, ку информацие сарма юрамасть.
Суд сайта хупма йышӑннӑ. Документ копине Роскомнадзора янӑ, вӑл ӑна кирлӗ реестра кӗртӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ прокурорне ҫирӗплетнӗ. Владимир Владимирович хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, вӑл тепӗр кунхине пичетленнӗ.
Малашне Чӑваш Ен прокурорӗн тивӗҫӗсене кам пурнӑҫлӗ-ха? Василий Пословские 5 ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ. Вӑл пирӗн пата Адыгейӑран килнӗ. Унӑн кандидатурине ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем те пӗр саслӑн ырланӑ.
Василий Пословский унччен Тула облаҫӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ. Вӑл ку должноҫре 9 ҫул ӗҫленӗ. Прокуратура тытӑмӗнче вӑл пӗтӗмпе 30 ытла ҫул вӑй хунӑ.
Аса илтерер: унччен ку должноҫре Сергей Легостаев ӗҫленӗ, ӑна пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.
Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнчи шкулта ӗҫлекенсем прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ӗҫ прависене пӑснӑ-мӗн.
Ӗҫ кодексне чӑнах та пӑснӑ-мӗн. Вӗрентекенсене хушма тӳлеве пырса тивекен ӗҫ условийӗсем пирки тулли тата тӗрӗс информаци паман иккен.
Кунсӑр пуҫне Ӗҫ кодексӗн 331-мӗш статйине пӑснине тупса палӑртнӑ. ОБЖ, технологи тата вӑй-хал культурин урокне судра явап тытнӑ ҫын ертсе пынӑ. Ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗпе ытлашшипех усӑ курнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Куншӑн шкул директорне тата унӑн ҫумне дисциплинарлӑ явап тыттарнӑ.
Прокуратура ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ведомство килекен ыйтусене пӑхса тухмалли тата вӗсене хуравламалли срока пӑхӑнман.
Пӗр общество организацине вара пачах та хурав паман. Вӑл министерствӑна сусӑра ачана эмелпе тивӗҫтерес ыйтупа ҫырнӑ. Педиатрӑн служеблӑ запискине должноҫри ҫынсем тимлӗхсӗр хӑварнӑ. Ачана вара федерацин медицина центрӗнчи тухтӑрсен консилиумӗ ҫак эмеле ӗҫме сӗннӗ.
Халӗ пӗчӗк пациента кирлӗ эмелпе тивӗҫтерес ыйтӑва прокуратура тӗрӗслесе тӑрать. Министра вара йӗркене пӑснӑшӑн представлени ҫырса панӑ.
Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗ РФ Чӑваш Енӗн Президенчӗ ҫумӗнче тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волков ӗҫне Шупашкарта пӑхса тухнине хирӗҫ мар. Асӑннӑ шайри тӳресем Чӑваш Енӗн прокуратурин тата Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи элчелӗхӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ.
«Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, Леонид Волков ӗҫне Шупашкарти Ленин район судӗнче пӑхса тухасшӑн пулман. Элчелӗх Мускавра вырнаҫнине шута илсен, Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗ территори принципӗпе никӗсленни куҫкӗрет.
Аса илтерер, Леонид Волкова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫаллӑ пулнӑ тесе айӑпласшӑн. Айӑплавпа килӗшмесӗр Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ экс-элчи Леонид Волков РФ Президенчӗ Владимир Путин патне те темиҫе хутчен шӑрҫаланӑччӗ.
Чӑваш Енре медицина пулӑшӑвӗ паракан тытӑм ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
«Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗ» ҫумӗнче медпулӑшу паракан пӗрлехи служба йӗркеленӗ, унти хатӗр-хӗтӗре ҫӗнетнӗ. Анчах йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене пур-пӗрех тупса палӑртнӑ. Унашкал тӗслӗх пӗтӗмпе — 165.
Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче хыснаран эмел, медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянма уйӑрнӑ укҫапа тӗллевлӗн усӑ курман. Куславккари тӗп пульницӑра вара хӑш-пӗр пӳлӗмре ӗҫченсем пурӑннӑ.
Кунсӑр пуҫне васкавлӑ медпулӑшӑвӑн хӑш-пӗр уйрӑмӗнче диспетчер пункчӗ пулман. Хӑш-пӗр пульницӑра вара пациентсене сӑлтавсӑрах йышӑнма хирӗҫленӗ.
Прокуратура административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 8 ӗҫ тата 1 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пирӗн республикӑра ҫынсене 10 млрд тенкӗ ытла кивҫен панӑ. Кредит учрежденийӗсен умӗнчи халӑхӑн парӑмӗ — 81 млрд тенкӗ. Вӑхӑтра тӳлесе татман парӑм 4 млрд тенке ҫитсе кайнӑ. Тӳлейменнине кура 295 ҫынна панкрута кӑларма йышӑннӑ.
Халӑхран кивҫен илнин тата ӑна кивҫен панин ырӑ енӗсемпе тӳнтерлӗхне паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртнӗ право сехетӗнче сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш Республикин Юстици министерствин, Чӑваш Республикин прокуратурин, Шалти ӗҫсен министерствин, Адвокат палатин ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем финанспа кредит организацийӗсен тытӑмӗнчи преступленисемпе, кредиторсем парӑма тавӑрас тӗлӗшпе туса пыракан ӗҫ-хӗлпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Право сехетӗнчи тӗп шухӑш — кивҫен патне кайиччен ҫиччӗ виҫсе пӗрре касмалли.
2016 ҫул вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем парламентри укҫа илсе тӑракан должноҫсене пайларӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.
Капла йышӑнупа килӗшмесӗр «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем депутата ирӗксӗр ӗҫлеттернипе килӗшменнине палӑртса чӑваш парламенчӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ те ҫырнӑччӗ.
Урӑхла йышӑну туманнине кура кӑмӑлсӑр депутат Шупашкар хулин Ленин район судне тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта ӗнер йышӑну кӑларнӑ. Ирӗксӗр ӗҫлеттерме йышӑннипе суд та килӗшмен.
Чӑваш Енӗн прокуратури ишӗлекен ҫуртсене сӳтесси (вӗсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ, ҫурчӗсем тӑрса юлнӑ) епле пынине тишкернӗ.
Кивӗ ҫуртран куҫармалли 2013–2017 ҫулсенчи республика программине 844 ҫурта кӗртнӗ. Патӑрьел, Елчӗк районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта япӑх ҫурт-йӗр ҫук-мӗн.
Прокуратура тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 553 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсенчен 364-шне ишнӗ, ыттисене тӗкӗнмен.
Пушанса юлнӑ ҫуртсене пӗтӗмпех пушатса пӗтернисем — 10 муниципалитет: Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай.
12 район-хулара 189 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗнӗ куҫарса пӗтермен, ҫав шутран 72-шӗнчен куҫармалли вӑхӑт иртсе кайнӑ. Вӑхӑтра мера йышӑнманнисем шутӗнче прокуратура, Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене, Улатӑр, Элӗк, Вӑрмар, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене асӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |