Нумай пулмасть пӗр ҫынпа чӑвашсен пурнӑҫӗ пирки калаҫса кайрӑмӑр. Апла-капла сӑмахланӑ май хайхи ҫынсен тымарӗ патне ҫитрӗмӗр. Ҫын тымарӗ тенӗ чухне кунта сӑмах ҫав ҫын хӑйӗн йӑх-несӗлне туйнипе туйманни пирки пырать. Енчен те вӑл хӑй ӑҫта ҫуралнине ӑнланать пулсан, хӑй хӑш халӑх пулнине туять пулсан — ҫав ҫыннӑн тымарӗ пур, ӑна нимӗнле глобализаци те, нимӗнле космополитизм та арман евӗр вакласа-ҫавӑрттарса пӗтереймӗ.
Пирӗн калаҫу хайхи нумай чӑваш инҫетри тӑрӑхсене лайӑх пурнӑҫ шыраса кайни пирки пулчӗ. Имӗш чӑвашсем ытла та хавшак, хӑйсен тӑрӑхне усӑ парас вырӑнне ют ҫӗрсенче ӗҫлесе унти экономикӑна ҫӗклеҫҫӗ. Ҫавӑн чухне вара эп шухӑша путрӑм та. Пурах-ши чӑвашӑн тымарӗ? Нивушлӗ эпир, чӑвашсем, тымарсӑр йывӑҫ пек ҫил ӑҫталла вӗрет, ҫавӑнталла вӗҫетпӗр? Леш, шуйттан урапи (выр. перекати-поле, е тепӗр ячӗ — тӗрке курӑк) евӗр-ши?
Хӑш-пӗр политиксем пирки те сӑмах хускатрӑмӑр калаҫу пуҫарнӑ май. Тӗслӗхрен, Николай Фёдорова аса илтӗмӗр. Президент вырӑнне йышӑнаканскер хӑй вӑхӑтӗнче республикӑри чылай предприятисене сутса пӗтерчӗ теме юрать (апла-и, капла-и — халӑх ӑна ҫапла айӑплать).
Тӗмен хулинче ӗнер чӑвашсен Акатуйӗ иртнӗ. Вӑл тӑрӑхра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсемшӗн вӑл чӑн-чӑн уяв пулнине «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче паян хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Тӗменти уява Свердловск облаҫӗнчен ҫитнӗ ҫын та пур.
«Хӑшӗ-пӗри чӑвашла пӗлмест, анчах йӑх-несӗлӗсене сума сӑвать, хӑйӗнче чӑваш юнӗ чупнине лайӑх пӗлет. 75-ри Нина Волова, ав, Тюмене Свердловск облаҫӗнчи Богданович ялӗнчен ҫитнӗ. «Манӑн Акатуя каяс килет, анчах укҫа ҫук», — тенӗ иккен вӑл ывӑлне. Нина Васильевна Тӗмене ҫитес тесе 2 кун ҫӗрулми сутнӑ. Ҫунатланнӑ хастар хӗрарӑм ӗнер Акатуйра савӑннӑ.
Свердловск облаҫӗнчи хӗрарӑм утӑмӗ аякри чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑр культуришӗн, тӑван чӗлхешӗн, пуян эткерлӗхӗшӗн чӑннипех те тунсӑхланине ҫирӗплетекен тӗслӗх тесе хӑюллӑнах калама пулать.
Чӑваш Наци вулавӑшӗнчи Айхи залӗ тата унти «Айгиана» коллекци нумаях пулмасть Эстонире пичетленнӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Унта Чӑваш Республикин халӑх поэчӗн 1956–2003 ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ.
«Чащи в лесу» ятлӑскер кӑҫал кун ҫути курнӑ. Унта поэтӑн 126 сӑввине вырӑсла тата эстонла пичетленӗ. Калӑпӑшлӑ кӗнекене вулавӑша Галина Куборская-Айги парнеленӗ. Сӑмах май, Геннадий Айхин сӑввисем унччен эстонла пичетленмен.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Геннадий Айхин пуян эткерлӗхӗ упранать. Унта унӑн пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, пурнӑҫӗпе те туллин паллашма пулать. Поэтӑн ҫырнисене «Айгиана» коллекци куҫ шӑрҫине упранӑ евӗр упрать. Унсӑр пуҫне Геннаий Айхин залӗ те пур унта. Чӑваш наци вулавӑшӗнче ӑна та поэтӑн эткерлӗхне ӑруран ӑрӑва упрас тӗллевпех йӗркеленӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти кинофестиваль вӗҫленнине эпир пӗлтернӗччӗ. Пилӗк куна пынӑскер вӑхӑтӗнче ӳнерӗн ҫак тӗсӗнчи тӗрлӗ халӑхӑн пултарулӑхӗпе паллашма май килчӗ. Ӗҫсене сумлӑ ӑстасем хакларӗҫ. Вӗсен шутӗнче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистки Галина Бокашевская та пулнӑ. Куракансем ӑна «Тоталитарный роман», «Джек Восьмеркин — «американец», «Улицы разбитых фонарей» тата ытти фильм тӑрӑх аван пӗлеҫҫӗ пулӗ. Унӑн фильмографийӗ вара тӑхӑр теҫетке ытла фильмран тӑрать.
Шупашкарти юбилейлӑ, вуннӑмӗш, кинофестивальте тӳре евӗр пулнӑскер пӗлтӗр районсем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне чӑвашсен пуян мифологийӗпе паллашма май килнине пӗлтернӗ. Ҫавна май вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн патра тӑван халӑхӑмӑрӑн мифологине тӗпе хурса ӗҫлемелле.
Ҫакна та пӗлтермелле. «Советская Чувашия» хаҫат тишкерӳҫи Рита Кириллова хӑйӗн статйисенчен пӗринче тӳресенчен тахӑшӗ чӑваш киновӗ икӗ пайран: вырӑсенни евӗр боевиксенчен тата телеспектакль евӗр киносенчен — тӑнине палӑртнине асӑнса хӑварнӑччӗ.
Паян Шупашкарти кинофестиваль савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале ырласа мухтакансем йышлӑн пулнӑ.
Паян кинофестивале хупнӑ чух ӳнерӗн ҫак мероприятийӗ валли хатӗрленӗ ятарлӑ парнепе — «Анне» статуэткӑпа — чи лайӑх фильмсене тата вӗсене хатӗрлекенсене чысланӑ.
Наци хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетнишӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ «Семейные хлопоты» режиссерне тата сценаристне, Хусанти культура институчӗн киноӳнер кафедра заведующине Алексей Барыкина хавхалантарнӑ.
Элтеперӗн ятарлӑ парнипе театрпа кино актрисине, СССР халӑх артисткине Мая-Гозель Аймедована тата Ходжакули Нарлиев режиссера, сценариста, Туркменистан халӑх артистне чысланӑ.
Чи лайӑх фильм тесе Гран-прие «Завещание отца» (Кӑркӑстан, режиссерӗсем — Бакыт Мукул, Дастан Жапар Уулу) тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре ватӑсене йӳнӗ хакпа канма майсем туса парасшӑн. Республикӑра кӑҫал йӗркеленӗ Туризм тата культура енӗпе ӗҫлекен информаци центрӗ халӗ шӑпах ҫав ыйтупа пуҫ ватать.
Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ центр аслӑ ҫулхисене ҫӑмӑллӑхлӑ условипе кантарма май туса парас ыйтӑва туризм енӗпе ӗҫлекен организацисемпе хускатнӑ. Хальлӗхе ыйту татӑлса пӗтмен, анчах калаҫу малалла пырать.
Ку хыпара Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев ӗнер Ижевскри форумра пӗлтернӗ. Унта ватӑсене культура пурнӑҫне явӑҫтарассипе регионсенче епле ӗҫленине тишкернӗ, чи лайӑх проектсемпе паллаштарса регионсенчи пайташсем тухса калаҫнӑ. Пирӗн регион министрӗ ҫавӑнта доклад тунӑ.
Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра ветерансен хорӗсем — 23. Вӗсенчен 15-шӗ халӑх ячӗллӗ.
Ветерансен хорне тӗрлӗ ҫулхисем ҫӳреҫҫӗ: тинтерех тивӗҫлӗ канӑва тухнисенчен пуҫласа тӑнлавне самаях пас тытнисем таранах. Хорта ытларах хӗрарӑмсем пулни те вӑрттӑнлӑх мар. Сӑлтавне специалистсем темле ӑнлантараҫҫӗ те, анчах, сӑнанӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем хастартарах, вӗсен кун-ҫулӗ те вӑрӑмрах.
Ҫав вӑхӑтрах чӗрӗ арҫынсем те ҫук мар. Ветерансен хорне ҫӳрекен 600 ытла кинемипе мучи хушшинче 96 ҫулти ҫын та пур. Арсений Питеркин ятлӑскер — хорта чи асли. Ку хыпара Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев ӗнер Ижевскри форумра пӗлтернӗ. Унта ватӑсене культура пурнӑҫне явӑҫтарассипе регионсенче епле ӗҫленине тишкернӗ. Пирӗн регион министрӗ ҫавӑнта доклад тунӑ.
К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче йӑлана кӗнӗ Иванов вулавӗсем иртнӗ. Вӑл кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркеленнӗ.
Иванов вулавӗсем 2015 ҫултанпа иртеҫҫӗ. Пӗрремӗш хутӗнче ӑна чӑваш литературин классикӗ К.В.Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ. Мероприятие И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ вӗрентекенӗсемпе студенчӗсем хутшӑннӑ.
Литература музейӗн заведующийӗ Ирина Оленкина мероприятие уҫнӑ. ЧППУн чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Светлана Пафнутьева «Чӑваш классикӗсене шкулта вӗрентесси» хӑтлавпа паллаштарнӑ. ЧППУн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин доценчӗ Николай Осипов «Хальхи калавӑн хӑйне евӗрлӗ философийӗ» доклад вуланӑ.
Пӗтӗмпе мероприятире 20 докладпа паллаштарнӑ.
«Эх, ӗлӗк туйсем епле иртетчӗҫ! Мӗн тери хаваслӑччӗ! Мӗн тери илемлӗччӗ!» — хаш! сывларӗ 70 ҫултан иртнӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗ. Унтан хӑйсем ҫамрӑк чухне туй мӗнле иртнине аса илчӗ.
Ун чухне тури чӑвашсем туй арӑмӗсӗр ҫак уява ирттермен. Каччӑ енчисем те, хӗр тӑванӗсем те чӑваш кӗпине тӑхӑннӑ. Каччӑн тӑванӗсем – хура тӗслине, хӗр енчисем – шурӑ тӗслине. Кузовлӑ машинӑна ларса хӗр илме кайнӑ. «Упӑшкана миҫе туя илсе кайман-ши? Кузов ҫине ятарласа саксем лартнӑччӗ вӑл. Унта туй арӑмӗсем ларса такмаксем шӑрантарнӑ. Ҫав саксем халӗ те пур, лаҫра упранаҫҫӗ», - иртнине аса илсе калаҫрӗ ватӑ хӗрарӑм. Чӑнах та, эпир пӗчӗк чухне, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, ялта туйсем питӗ чаплӑ иртетчӗҫ. Ача-пӑча ятарласа туй курма чупнӑ. Ял-йыш та пухӑннӑ, хӗр курма пынӑ. Халӗ унашкал йӑла ӑҫта сыхланса юлнӑ-ши? Калама хӗн. Халӗ ял ҫыннисем туй курма пухӑнмаҫҫӗ. Ара, халӗ ытларахӑшӗ ҫӗнӗ ҫемье уявне кафе-ресторанра ирттерет. Тен, ял ҫыннисем ҫавӑнпа хӑйсене ытлашши пек туяҫҫӗ, туй курма пымаҫҫӗ.
«Ҫав Толик авланнӑ чухне эпир те хӗр илме кайрӑмӑр. Яла ҫитсен вӑхӑт нумаях та иртмерӗ – каччӑсем ҫапӑҫма тытӑнчӗҫ.
Чӑваш Ене концертпа килнӗ Раҫҫей юрӑҫи, композиторӗ, пианисчеӗ, актерӗ, продюсерӗ, телеертӳҫи Дмитрий Маликов Чӑваш тӗррин музейӗнче пулнӑ. Унӑн программипе куракансем ӗнер паллашнӑ. Пирӗн республикӑра пулнӑ май вӑл музейнаи пулнӑ. Аваллӑх управҫинее вӑл республикӑн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗпе Константин Яковлевпа кайнӑ.
Хӑнана музей пуҫлӑхӗ Светлана Недвигина чӑваш тӗррин хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Республикӑн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, чӑваш ӳнерӗ тата музей ӗҫӗ пирки юрӑҫ, нумай вӗреннӗ специалист хӑйӗн шухӑшне обьективлӑ пӗлтернине музейҫӑсене итлеме кӑмӑллӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |