Республика кунне кӑҫал Пӑрачкавра та ирттереҫҫӗ. Ҫав ятпа унта ирттерме палӑртнӑ мероприятисен шутӗнче бензин пӑчӑкӑпа йывӑҫран тӗрлӗ кӳлепе касакансен «Фантазия из дерева» (чӑв. Йывӑҫран фантази) Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль те пур. Ӑна «Этем тата ҫут ҫанталӑк» ятпа ирттереҫҫӗ.
Фестивалӗн арт-директорӗ — Евгений Акимов скульптор, Чӑваш Республикин халӑх промыслисен ӑсти, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн кафедрин доценчӗ. Чулхула облаҫӗнчи Богородскри художествӑпа промышленность училищине хӑй вӑхӑтӗнче вӗренсе пӗтернӗскер тӗрлӗ шайри ӑӑмртусене хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫеҫ вӑл икӗ хутчен Германири конкурса хутшӑннӑ. Раҫҫейрен унта вӑл тата унӑн вӗренекенӗ Артем Смирнов хутшӑннӑ. Вӗсен скульптурине Германири Сотрум хулинчи парксенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.
Пӑрачкаври фестиваль паян 15 сехетре хупӑнать.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта «Волковские чтения» (чӑв. Волков вулавӗсем) ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна тӗнче шайӗнче йӗркеленӗ. Мероприятие Геннадий Волков этнопедагог ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конференцие К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пуҫтарӑннӑ.
Геннадий Волкова асӑнса йӗркеленӗ мероприятие хамӑр республикӑри тата Мари Эл, Тутарстан, Калмӑк Республикинчи, Алтайри, Пушкӑртстанри, Якутинчи, Хакас Республикинчи, Чечняри, ҫавӑн пекех Казахстанри, Туркменистанри, Молдавинчи, Беларуҫри, Узбекистанри, Китайри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Тухса калаҫакансем Геннадий Волковӑн ӗҫне пӗр шухӑшлӑн пысӑка хурса хакланӑ.
Паян пирӗн республикӑра ӗне сӑвакансен тата выльӑха искусствӑлла майпа пӗтӗлентерекенсен конкурсӗ пуҫланнӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене хальхинче Шупашкар районӗнчи «Ольдеевская» агрофирмӑра пухнӑ. Икӗ куна тӑсӑлакан конкурса Республика кунне халалланӑ.
Хӑйсен ӗҫӗнчи професси ӑсталӑхне кӑтартакан конкурсра тупӑшма 19 техник-осеменатор тата ӗнене машинӑпа сӑвакан 23 оператор пырса ҫитнӗ. Конкурса пуҫличчен вӗсене Шупашкар районӗсем культурӑпа ҫывӑхлатма шут тытнӑ — Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» музея илсе кайнӑ.
Шупашкар районӗнчи Типнерте ҫуралнӑ, Китай культурине тӗпчесе сумлӑ тухӑҫ ученӑйӗ ята тивӗҫнӗ Никита Бичурин манах пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, тӑван халӑхӑмӑрӑн ытти пуянлӑхӗпе те паллаштарать музей. Сандр Пикл художникӑн «Тӗнче пуҫланса кайни» тата «Ӗмӗрсен сакки» ӗҫӗсемпе те ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем кӑсӑклансах паллашнӑ.
Куҫма Чулкаҫ шухӑшласа кӑларнӑ сӑнара, Лапшу Ҫтапанне, пӗлмен чӑваш ҫук та пулӗ. Чулкаҫ Жюль Верн, Свифт, Мамин-Сибиряк, Гайдар хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа кӑҫал 110 ҫул ҫитнӗ.
Ҫак ятпа Литература музейӗнче уяв йӗркеленӗ. Куҫма Чулкаҫ чӑваш литературинче «Лапшу Ҫтаппанӗ», «Упа тытни», «Кӗтӳ ачи», «Хӑвӑл каска», «Пулӑҫӑ халапӗсем» тата ытти хайлавпа палӑрнӑ. Унӑн сӑнарӗсем кирек мӗнле лару-тӑрура та ҫухалса каймаҫҫӗ. Ҫыравҫӑ хӑй те йывӑр пурнӑҫа шӳтпе ҫемҫетме пӗлнӗ.
Куҫма Чулкаҫ выҫлӑх ҫулӗсенче Чулхулара ача ҫуртӗнче пурӑннӑ, ӑна вырӑссем пулӑшнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасра ҫуралнӑ. Унта унӑн ятне манмаҫҫӗ. Литература каҫне унӑн ентешӗсем, ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем килнӗ, Куҫма Чулкаҫа аса илнӗ.
Ӗнер эпир Ирина Клементьевӑна мэр пуканне пушатма ыйтни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян вара тепӗр ҫемҫе вырӑн пушаннӑ — Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанине текех Алексей Белов ертсе пымӗ. Кун пирки хушӑва официаллӑ влаҫ порталӗнче пичетленӗ.
Алексей Белов ҫак вырӑна ҫулталӑк каялла йышӑннӑччӗ. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Светлана Енилина хушӑвӗ тӑрӑх Алексей Беловпа контракта малалла тӑсман пулса тухать.
Алексей Белов 1972 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӗве И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче илнӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Культура министрӗн ҫумӗ, «Грани» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, Чӑваш Республикин электронлӑ тата кинодокументацин патшалӑх архивӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ.
Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх пушаннӑ вырӑна Оксана Ачкасова йышӑнма пултарать.
Анатолий Волков прозаик пултарулӑхне пирӗн критиксем пит асӑрхасах каймаҫҫӗ пулин те, пултаруллӑ автор, ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ май, шӑв-шавсӑр, тусан тӗрӗлтеттермесӗр кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларнине ырламалла ҫеҫ. Ҫул кутамкки те пушӑ мар ҫулланнӑ авторӑн. Ҫырса кӑтартмалли, вулакансен шухӑш-кӑмӑлне хавхалантарса ҫӗклемелли нумай пуҫтарӑннӑ.
Ӑста хирург, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ хӑйӗн тарӑн пӗлӗвне, вӑй-халӗпе ӑсталӑхне нумай-нумай ҫул хушши чирлисене сыватас пархатарлӑ ӗҫе парать. Чӑваш литератури историйӗнчи ҫак ырӑ пулӑм, урӑхла каласан, медицина практикипе илемлӗ литературӑна «йӗкӗрешлентерекен» тӗслӗх, тӳрех А. Чехов, В. Вересаев биографийӗпе пултарулӑхне аса илтерет. Сӑмахран, В. Вересаев хӑйӗн автобиографийӗнче палӑртса каланӑ йӗркесем чӑваш ҫыравҫин пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр пӑрӑнӑҫа тарӑнрах ӑнланса илме май параҫҫӗ. «Манӑн ӗмӗтӗм — писатель пулассиччӗ, анчах та ӑна пурнӑҫлас тесен этем биологине, унӑн физиологийӗпе патологине тӗпчесе пӗлни шутсӑр кирлӗччӗ; кунсӑр пуҫне, врач ӗҫӗ-хӗлӗ тӗрлӗ сийри — ушкӑнри ҫынсемпе ҫывӑхланма май парать».
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн тӗрлӗ отраслӗнче ӗҫлекен уйрӑмах пултаруллӑ ҫынсене патшалӑх премийӗпе чысланӑ. «Сирӗн кун-ҫулӑр хисепе тивӗҫ. Суйланӑ ҫула чунтан парӑнни сӗре пӗрлештерет», — тенӗ республика ертӳҫи унта пуҫтарӑннисене. Ҫавсен шутӗнче Хӗветӗр Уярӑн «Шурча таврашӗнче» кӗнекине вырӑсла куҫарнӑ Зоя Филиппова (Романова) та пулнӑ. Ӑна чылай литератор пысӑка хурса хаклать. «Ун пек вӑйлӑ куҫаруҫӑсем хальхи вӑхӑтра ҫук та», — теҫҫӗ ӑна-кӑна чухлакансем.
«Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи», — тенӗ юратса пирӗн халӑх. Вырӑс ҫыннисем пирӗн чӗлхен ҫепӗҫҫине илтчӗр тесе тӑрӑшса ӗҫлет Зоя Васильевна», — ырланӑ 75 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ тӑлмача Михаил Игнатьев.
Аса илтерер, Зоя Романова кандидатурине преми илме Чӑваш Республикинчи профессилле писательсен пӗрлешӗвӗ тӑратнӑ.
Етӗрне районӗнчи Карикасси ялӗ 250 ҫул тултарнӑ. Сахал та мар, нумай та мар. 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче унта пуҫласа ял уявне иртнӗ.
Пӗрремӗш хут Карикасси ҫыннисем паян хӑйсен ялӗн кунне ирттереҫҫӗ.
Унта Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Андрей Софронов, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Иванов, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа пысӑк хуласене вӗренме, ӗҫлеме кайнӑ ҫынсем, юнашар ялсем пуҫтарӑннӑ.
Уяв пӗрлештернӗ вӑйӑ картипе пуҫланнӑ. Пӗрлештернӗ хора А.В.Шаров ертсе пынӑ. Унтан ял историйӗпе сумлӑ ҫынсенчен пӗри, Карикасси ялӗнче колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ Юрий Исаев паллаштарнӑ.
А.Л. Софронов вырӑнти маттурсене Хисеп грамотисемпе чысланӑ.
Концерт вара ку таран пулман артистсемпе тӗлӗнтернӗ. Хӑнана иллюзионист та килнӗ. Святослав Шоронов — Чӑваш филармони артисчӗ. Унӑн ачалӑхӗ ҫак ялта иртнӗ. Вӑл акробатла тӗрлӗ номерсем, фокуссем кӑтартнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче «Хравути поххи — 2017» Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫимӗк иртмелле. Ӑна Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, «Трактор тӑвакансен культура центрӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ, Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ йӗркелеҫҫӗ.
Хравутин пуххине Шупашкар районӗнче тата вӑл тӑрӑхалли ялсенче пурӑнакан аслӑрах ҫулхи ҫынсем аван астӑваҫҫӗ. Кӑҫалхи уява пыракансене ирхи вунӑ сехетре регистрацилеме тытӑнаҫҫӗ, Ҫимӗк 11 сехетре пуҫланать. Уява Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен килсе ҫитмелле. Уявра юрӑ-ташӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсем пулмалла.
Республику кунне хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ача-пӑча хорӗ юрлӗ.
Мероприяти Анне палӑкӗ умӗнче пулӗ. Унта 1000 ача юрлӗ. Пирӗн республикӑран 614-ӑн хутшӑнӗҫ. Вӗсенчен 350-шӗ – Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килӗ.
Хор 17 сехетре юрлама тытӑнӗ. Вӑл симфони оркестрӗпе пӗрле вырӑссен тата чӑвашсен паллӑ композиторӗсен 12 хайлавне шӑрантарӗҫ. Дирижер кам пулассине ӑнкарма йывӑр мар: Раҫҫей тата Чӑваш Ен халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин дирижер-хормейстерӗ Морис Яклашкин.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |