Шупашкарта кӗҫех урамри кинон Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ старт илет. Тӗп хуламӑр унта кӑҫал та хутшӑнӗ. Фестиваль кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут иртет.
Фестивальпе килӗшӳллӗн, Раҫҫейри ҫамрӑк режиссерсен кӗске метражлӑ лентисене кӑтартӗҫ. Ҫынсем 6 кинокартина курма пултарӗҫ. Вӗсене 800 ытла заявкӑран суйланӑ.
Ку – коммерциллӗ мар проект, ӑна Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче 2014 ҫулта пуҫарса янӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 4-мӗшӗччен 60 ҫӗршывра урамри кино фестивальне хутшӑнакан фильмсене кӑтартӗҫ.
Кӑҫал фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 21 сехетре Шупашкарти "Салют" культура керменӗ умӗнче пуҫланӗ.
Чӑваш Енри паллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина Пӗтӗм Раҫҫейри литература фестивалӗнчен кӗмӗл медальпе таврӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче вӑл каллех — ҫӗршывӑн тӗп хулинче. Унта Марина Карягина Раҫҫейри халӑхсен поэзи антологийӗн хӑтлавне хутшӑнать.
Антологие Раҫҫейри кашни халӑхран пилӗк поэт сӑввисене кӗртнӗ. Чӑвашсенчен Геннадий Айхи, Николай Исмуков, Петӗр Яккусен, Любовь Мартьянова, Марина Карягина лекнӗ. Маринӑна кӑларӑма хатӗрлекенсем автор экземплярне маларахах парнеленӗ.
«Ман алӑра - вулакан патне ҫитсе те ӗлкӗреймен Поэзи антологийӗ. Кунта тата пирӗн Геннадий Айхи, Петӗр Яккусен, Николай Исмуков, Любовь Мартьянова поэтсен сӑввисем пур. Пӗрререн ытла илеймерӗм: йывӑр», — ҫырнӑ вӑл «Фейсбукра» темиҫе кун каялла.
Нумай чӗлхеллӗ антологине 229 авторӑн 57 наци чӗлхипе ҫырнӑ ӗҫӗсене тата вӗсене вырӑсла куҫарнисене кӗртнӗ.
Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ ята илессишӗн сакӑр ҫын тупӑшӗҫ, ҫав шутра — Праски Виттипе Анатолий Кипеч те. Ҫак хисеплӗ ята кама памаллине Шупашкар хула администрацийӗ сасӑлав ирттерсе палӑртма шут тытнӑ. Кашни ҫын хутшӑнма пултарать, ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра малта Праски Витти пыратчӗ.
Кандидатсем хушшинче:
* Мая Костина, тава тивӗҫлӗ СССР спорт мастерӗ, пенсионерка;
* Иван Долгушин, Чӑваш Енӗн тата тивӗҫлӗ промышленноҫ ӗҫченӗ;
* Анатолий Кипеч, халӑх ҫыравҫи;
* Лидия Христодулова, «Темлый дом» (чӑв. «Ӑшӑ ҫурт») тӑлӑхсене ӳстерекенсен клубӑн пайташӗ;
* Галина Петрова, Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ;
* Праски Витти, паллӑ чӑваш ӳнерҫи;
* Иван Мосунов, Ваттисен канашӗн пайташӗ, нумай ҫул депутат пулнӑскер;
* Юрий Коваленко, «Дорекс» управление йӗркеленӗскер.
Сасӑлав икӗ эрне пырӗ.
Ытларикун, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров Наци телерадиокомпанийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Беловпа тӗл пулнӑ, наци радиовӗн хумӗсене района ҫитересси пирки сӑмах хускатнӑ. Калаҫӑва ҫавӑн пекех наци телерадиокомпанийӗн техника ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен директор ҫумӗ Николай Хлебников, Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн культура, туризм тата архив ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Александр Самсонов хутшӑннӑ. Александр Башкиров районта пурӑнакансем — вӗтӗр-шакӑрсенчен пуҫласа ваттисем таранах — тӑван чӗлхеллӗ радиошӑн тунсӑхласа ҫитнӗ. Шел те, республика хӗрринче вырнаҫнӑ района унӑн хумӗсем ҫитмеҫҫӗ.
Наци радиовне район территорийӗнче савӑнӑҫлӑ уяв туса ҫӗртмен 15-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Ҫакна йӗркелеме районти клубсен тӗп системи ятарлӑ лицензи илнӗ. Хӗрлӗ Чутайран вӗсен 50 ҫухрӑм инҫӗше хумсем яма май пулӗ. Малашне ҫапла май Хӗрлӗ Чутайсем наци радиовне 106,7 FM хум ҫинче итлеме пултарӗҫ.
Паянтан Чӑваш Енӗн наци телекуравне «Орион» платформӑпа кӑтартма пуҫланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, малашне ӑна «Телекарта» абоненчӗсем те пӑхма пултарӗҫ.
Республикӑн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, трансляци паян 14 сехетре пуҫланнӑ.
Наци телекуравне тупас тесен ӗнерлеве (настройкӑна) кӗрсе ҫӗнӗрен йӗркелемелле. Чӑваш телеканалне «Стандарт», «Безлимитный», «Легкий» пакета суйланисем пӑхайӗҫ. «Телекарта» суйланисем Раҫҫейӗн Европа пайӗнче тата Ҫӗпӗрпе Урал тӑрӑхӗнче те Чӑваш наци телекураве пӑхайӗҫ.
Аса илтерер, кӑҫалхи ҫуркунне, пуш уйӑхӗнче, Чӑваш наци телекуравне «Триколор-ТВ» урлӑ кӑтартма пуҫланӑччӗ. Чӑваш Енрен кабель сечӗн телекурав пульчӗн 21-мӗш пускӑчне илме Наци телекуравӗ тата «Телеканал 21+» ӗмӗтленнӗччӗ.
Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗнче ял уявӗ иртрӗ. Иртнӗ ҫулхи пекех ӑна ҫӳллӗ шайра ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Уява Штанашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи фольклор ансамлӗн артисчӗсем кӑна мар, ялти халӑх та ӗлӗкхи арчаран туртса кӑларнӑ чӑваш тумне тӑхӑнса тухнӑ. Хӑнасене тулли сӗтел кӗтсе илчӗ. Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Вӗсене вырӑсла кӑна хатӗрленӗ пулин те кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ.
Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова пухӑннисене уяв ячӗпе саламласа пурне те малашне те ялшӑн тӑрӑшма чӗнсе каларӗ, уяв йӗркелекенсене чунтан тав турӗ. Галина Зотова таврапӗлӳҫӗ ял историйӗпе паллаштарчӗ, уява килнӗ виҫӗ вӑрҫӑ тата педагогика ветеранне, кӑкӑр тулли наградӑллӑ 98 ҫулхи Яковлев Алексей Алексеевича асӑнмалӑх пӗчӗк парнепе, хӑйӗн «Вӑтӑр ҫичӗ пӗртӑван» кӗнекипе чысларӗ. Ку парнене ялти виҫӗ пӗчӗк ача та тивӗҫрӗҫ: Вадим Патеев, Алеша Чучаков тата Максим Михайлов. Пухӑннисене ҫавӑн пекех Элӗк райпо представителӗ ҫак ялти сӗт нумай сутакансене парнесемпе чысларӗ.
Муркаш районӗсем хӑйсен тӑрӑхӗпе тата унти паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан энциклопедие ҫитес ҫул ҫӗнӗрен пичетлесе кӑларасшӑн. Ҫапла паян иртнӗ ларура йышӑннӑ.
Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫумӗнче культура енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗпе Муркаш районӗн энциклопедине кӑларас енӗпе ӗҫлекен редакци канашӗ паян пӗрлехи ларӑва пуҫтарӑннӑ. Районти тӗп вулавӑшӑн ертӳҫи Ирина Николаева энциклопеди хатӗрлес ӗҫ епле пынипе паллаштарнӑ.
Сӑмах май, асӑннӑ муниципалитет ӑна хӑй вӑхӑтӗнче ытти районтан маларах кӑларнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн нумай япала ылмашнӑ. Унччен сиксе юлнисене те ҫӗнӗ кӑларӑма кӗртесшӗн.
Райадминистрацин сайтӗнче йӗркеленӗ «Краткая энциклопедия Моргаушского района» (чӑв. Муркаш районӗн кӗске энциклопедийӗ) баннера кӗрсе кирек кам та кирлӗ информаци хӑварма пултарать.
Геннадий Викторовӑн «Я вернусь...» кӗнекине (Шупашкар, 2006 ҫул) вуласа тухрӑм. Унта вӑл Геннадий Волков академикӑн сӑмахӗсене илсе кӑтартнӑ. «Ӗлӗк урама тухаттӑм та гени ҫине гени пырать. Халӗ вара ҫӗтӗк-ҫатӑк тум тӑхӑннӑ сӑвӑҫсемпе ҫыравҫӑсем утаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ӗҫкӗленнӗ, кӗсйисенче укҫи ҫук… Вӗсене айӑпласшӑн та мар эпӗ ҫакӑншӑн. Анчах шухӑшламалӑх пурах ҫав», — палӑртать Геннадий Никандрович.
60-мӗш, 70-мӗш, 80-мӗш ҫулсене аса илетӗн те (XX ӗмӗр), ун чухнехи ӗҫ коллективӗсенче еплерех хӑвна лайӑх туйнине астӑватӑн. Шкула пырса кӗретӗн — пӗтӗм лайӑх учитель, пурте ҫирӗп профессионалсем, туслӑ коллектив. Колхоз ӗҫӗсене тума утатӑн — каллех ырӑ туйӑмсем: икӗ бригада пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ, утӑ ҫулнӑ чух та савӑк кӑмӑллӑх, улӑм пуҫтарнӑ чух те шӳт-кулӑ ҫынсен пичӗсем ҫинче, укҫине нумаях памасан та чунра таса, ҫутӑ. Чӑвашсем ӗҫлекен ӗҫлекен столовӑйӗнче ӗҫлетӗн — пӗтӗм ҫӗрте тасалӑх хуҫаланать, ҫамрӑк хӗр-поварсем чӑлт шурӑ илемлӗ ҫипуҫсемпе, хӑйсем те артисткӑсем пек капӑр тейӗн. Чӑвашсен хаҫатӗнче ӗҫлетӗн — пӗтӗм ӑслӑ, пултаруллӑ журналист, коллектив туслӑ, «редакторӗ» пысӑк шайлӑ, ӗҫ укҫийӗ те аптрамасть.
Чӑваш Енре ҫул ҫинче авари пулнӑ. Хальхинче чӑваш эстрада юрӑҫин машини сиенленнӗ.
Ку канмалли кунсенче Куславкка хулинче пулнӑ. Халӑх юратакан чӑваш эстрадинчи пӗр юрӑҫӑн Kia Sportage машини шар курнӑ.
Артист Куславккана корпоратив ирттерме кайнӑ пулнӑ. Хайхискер хӑйӗн машинине кафе умне лартнӑ. Ун ҫине вара ӳсер водитель пӗтӗм вӑйран кӗрсе кайнӑ. Машинӑна карта урлӑ кафе территоринех кӗртсе янӑ вӑл.
Артист иномаркипе авари пулнине корпоратив хыҫҫӑн кӑна пӗлнӗ. Халӗ вӑл страхлав компанине ыйту ҫырнӑ. Тӑкак виҫине хальлӗхе палӑртман-ха.
Чӑваш Енри паллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина Пӗтӗм Раҫҫейри литература фестивалӗнче пулнӑ. Унта ӑна йӗркелӳҫӗсем йыхравланӑ. Сумлӑ мероприятие кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ, ун чух вӑл Крымра иртнӗ.
Хальхине чикӗ леш енчи чылай ҫӗршывран: Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен, Францирен, Данирен, Польшӑран, Луганскран, Беларуҫран, Англинчен, Австринчен та та ытти ҫӗртен — поэтсем килнӗ.
Кӑҫалхи фестивале Марина Цветаева ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Программа пуян пулнӑ: куллен ӑсталӑх сехечӗсем, ҫавра сӗтелсем, тӗл пулусемпе хӑтлавсем иртнӗ. Еврази халӑхӗсен ассамблейин пӗрремӗш съезчӗ те фестиваль вӑхӑтӗнчех иртнӗ. Марина Цветаева пурӑннӑ ҫурт-музейра поэта халалланӑ сӑвӑсене вулакансен конкурсӗ пулнӑ. Писательсен хулинче, Переделкинӑра, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсемпе сӑвӑҫсен кӗнеке хӑтлавӗсем иртнӗ.
Фестивальте Казахстанӑн паллӑ поэтне Олжас Сулейменова ылтӑн медаль панӑ. Марина Карягинӑна вара кӗмӗл медальпе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |