Чӑваш Енри музейсенче туристсем валли сувенир продукцийӗ сутма пуҫлӗҫ. Ку сӗнӗве республикӑн Культура министерствинче иртнӗ эрне вӗҫӗнче пулнӑ канашлура министр ҫумӗ Иван Архипов каланӑ. Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» музея, тӗслӗхрен, туристсем Китайран та, ытти ҫӗртен те йышлӑн килеҫҫӗ. «Музейӑн хитре сувенир продукцийӗ тутарса мӗншӗн сутас мар?» — шухӑшне палӑртнӑ министерство ӗҫченӗ.
Тӗрӗслевпе касса машинисемпе усӑ курасси ҫинчен калакан федераци саккунне пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче улшӑну кӗртнӗ. Музейсемпе сувенир продукцине музейсенче ним мар сутма пулать. Сутма тата укҫа тума.
Маларах Чӑваш халӑх сайтӗнче Альбина Юрату сӑвӑҫ «Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама» статйи пичетленнӗччӗ. Унта вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи фольклор уявӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче кӗнекесемпе дисксем сутнишӗн аренда укҫи ыйтнишӗн кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑччӗ.
Ҫӗрпӳ ярмӑрккине ҫулсерен чаплӑран та чаплӑрах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр Кӑвакарчӑнсен фестивалӗ, сывлӑш ҫӗленӗсен конкурсӗ, купӑсҫӑсем юрлани тата ытти те пулнӑччӗ.
Ҫӗрпӳ ярмӑрккине кӑҫал Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Играй, гармонь любимая!» (чӑв. Кала, хаваслӑ купӑс) кӑларӑма ӳкерекенсем килмелле. Захар тата Анастасия Заволокинсем концерт кӑтартмалла.
Аса илтерер, Ҫӗрпӳ ярмӑрккине ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ, 9-мӗшӗнче хупӑнӗ. Ӗлӗк ярмӑркка пирки пӗлсен Хусантан, Чулхуларан, Сӗверен, Чӗмпӗртен, Шупашкартан купсасем килнӗ. Ҫӗрпӳ купсисем сутмалли тавара маларах хатӗрлеме тытӑннӑ. Халӗ, ав, суту-илӳпе ҫырлахмаҫҫӗ: юрласа ташлаҫҫӗ, спорт вӑййисене те анлӑ ирттереҫҫӗ.
Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх организаци» конкурсӑн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑнпа республика чӑннипех те мӑнаҫланма пултарать.
Шупашкарти Мускав район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 2016-2017 вӗренӳ ҫулӗсен вӗҫӗнче Питӗрте Пӗтӗм Раҫҫейри конференци иртнӗ. Унта ҫак конкурса та пӗтӗмлетнӗ. Пирӗн патри ача-пӑча пултарулӑх ҫуртне лауреат тесе палӑртнӑ, медальпе тата дипломпа чысланӑ.
Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн директорне Елена Воробьевӑна «Общественное признание. Педгогическая слава» медальпе чысланӑ. Сӑмах май, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ иртнӗ ҫул Раҫҫейри хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци йышне кӗнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тӗмен хулинче наци культурисен «Мост дружбы» (чӑв. Туслӑх кӗперӗ) облаҫри XXIII фестивалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ.
Тюмень тӑрӑхӗнчи 20 ытла наци халӑхӗ хӑйсен апат-ҫимӗҫне ас тивтернӗ, концерт кӑтартнӑ, наци хӑй евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Кашни халӑхӑн тулли сӗтелӗ тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе илӗртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Тӗмен хулинче чӑвашсен Акатуйӗ иртнӗччӗ. Вӑл тӑрӑхра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсемшӗн вӑл чӑн-чӑн уяв пулнине шута илсе Свердловск облаҫӗнчен ҫитнӗ ҫын та пулнӑччӗ. «Хӑшӗ-пӗри чӑвашла пӗлмест, анчах йӑх-несӗлӗсене сума сӑвать, хӑйӗнче чӑваш юнӗ чупнине лайӑх пӗлет. 75-ри Нина Волова, ав, Тюмене Свердловск облаҫӗнчи Богданович ялӗнчен ҫитнӗ», — хыпарланӑччӗ ун чух.
Раҫҫей кунне халалласа Чӑваш Енре чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Шупашкарти Ӳнер музейӗ ку уява маларах хатӗрленнӗ. Унта халӑхсене туслӑхне халалласа курав уҫӑлнӑ.
«Халӑхсен туслӑхне халалласа» ятлӑ курав ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Пӗтӗм тӗнчери курава Атӑлҫи, Сири, Украина ӳнерҫисен ӗҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Экспозицие живопиҫ, графика, сӑн ӳкерчӗк кӗреҫҫӗ. ЧР Культура министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, курава Сирири паллӑ ӳнерҫӗсенчен пӗри Ахмед Ибрагим та хутшӑнать. Вӑл Европӑра чылай курав ирттернӗ.
Етӗрне районӗнче ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗччен Н.В. Овчинников ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери пленэр иртнӗ. Унта Шупашкарти, Волгоградри, Пензӑри, Ӗрӗнпурти, Хусанти, Самарӑри, Пенза облаҫӗнчи Сердобскри, Эстонири Таллинти паллӑ художниксем пухӑннӑ.
Вӗсем Етӗрнери А. В. Асламас ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем валли ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасене ӑстасем живопиҫ вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарнӑ, пултарулӑх утӑмне епле туни ҫинчен те кӗскен каласа кӑтартнӑ. Хӑюллӑраххисем художниксене ыйтусем те панӑ, вӗсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Аслисем ачасемпе кӑмӑлтан калаҫнӑ, илем тӗнчинче пурин вырӑн епле тупнине ӑнлантарнӑ, илеме туйма пӗлмелле тесе каланӑ.
Атӑл леш енчи «Буревестник» кану уйлӑхӗнче ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, «МолГород» (чӑв. Ҫамрӑксен хули) вӗренӳ форумӗ уҫӑлнине эпир пӗлтернӗччӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Ҫамрӑксемпе калаҫнӑ чух Михаил Игнатьев ҫӗтӗк джинс шӑлаварпа ҫӳренине ырламаннине пытарман. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ку вӑл — пирӗн ҫӗршыв моди мар. Ку вӑл — Америка моди. Йӗркеллӗ шӑлавар тӑхӑнсан вара ним те мар.
«Эпир Америка, Европа патшалӑхӗсен, Британи культурине нумайрах илетпӗр. Общество вырӑнӗсенче ҫӳренӗ чухне эпӗ ҫын йӗркеллӗ джинс шӑлавар тӑхӑннине куратӑп та ку вӑл йӗркеллӗ тесе шухӑшлатӑп. Уйрӑм тӗслӗхсенче ҫӗтӗк джинс куратӑп. Шӑтӑк мӗн чухлӗ нумайрах, ҫавӑн чухлӗ чӑнкӑрах. Ку вӑл Раҫҫей культури мар-ҫке! Америка культури! Укҫа парсах туянаҫҫӗ вӗт. Артистсене эпӗ ҫурӑк джинспа тухмалла маррине ӳкӗте кӗртме пултартӑм», — ҫапларах каланӑ Михаил Васильевич.
«Вӑрӑ пуҫӗ ҫинче ҫӗлӗк ҫунать» текен ваттисен сӑмахӗ пирки пурте илтнӗ ӗнтӗ. Те хамӑр халӑхрах ҫуралнӑ, те ыттисенчен йышӑннӑ, анчах ӑна пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑнлантару словарӗпе ӗҫлетӗп те «ҫун» сӑмах патне ҫитрӗм. Хайхи хама та ҫак ваттисен сӑмахӗ мӗнле пулса кайни кӑсӑклантарса ячӗ. Шыраса пӑхрӑм вара. Вырӑсла ҫырса кӑтартнӑ пӗр халап тупӑнчӗ, ҫавна сире чӑвашла каласа парас кӑмӑл ҫуралчӗ.
Хайхи пасар вӑхӑтӗнче вӑрӑсем ытла вӑйлӑ алхасма пуҫланӑ тет. Сутӑҫсен тинкине илме пуҫланӑ — ытла та харсӑр хӑтланма тытӑннӑ, тӑр кӑнтӑрлах вӑрлама вӗренсе кайнӑ. Те нумаййӑн, те пӗччен аппаланаҫҫӗ — пӗлме май ҫук, ытла та ӑста ӗҫлеҫҫӗ. Хайхи халӑх аптӑраса ӳкнӗ те пӗр шурсухал патне вӑрра тытмалли меслет пирки канаш ыйтма кайнӑ. Лешӗ пулӑшма килӗшнӗ, анчах пысӑк пасар вӑхӑтне кӗтме ыйтнӑ.
Вӑхӑт шунӑ та шунӑ, тинех вара аслӑ пасар кунӗ ҫитнӗ. Пӗрисем сутнӑ, теприсем туяннӑ. Пасарта суту-илӳ хӑйӗн йӗркипе пынӑ. Хайхи шурсухал та унта ҫитнӗ тет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Иркутск тӑрӑхӗнче ҫумӑр витӗр Акатуя пуҫтарӑннӑ. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсем Байкал (тӗрӗклерен вӑл Пуян кӳлӗ тесе куҫать) кӳлли хӗрринче, «Тальцы» уҫӑ сывлӑш айӗнчи музей комплексӗнче, Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ирттернӗ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уява Чӑваш Республикин культура, национальноҫсемпе архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Иркутск облаҫӗн саккунсем кӑларакан пухӑвӗн комитет председателӗ Ирина Свинцова, Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн управленийӗн тата правительство пуҫлӑхӗ Ольга Куриленкова, Иркутск облаҫӗн культурӑпа архив министерствин канашҫи Оксана Седина хутшӑннӑ.
Тӗрлӗ регионти юрӑ-ташӑ ӑстисем те унтисене савӑнтарнӑ.
Районсенче пулакан «Акатуй» ӗҫпе юрӑ, спорт уявӗ кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланать. Ҫав кун вӑл 15 районта уяв кӗрлӗ. Тепӗр кунне Елчӗкпе Патӑрьел районӗсенче иртӗ. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче уявлӗҫ. Пӑрачкав районӗнче вӑл Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, иртӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тихвин ярмӑрккипе пӗрле уявлӗҫ.
Михаил Игнатьев Элтепер Акатуй тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса пыма, туслӑн ӗҫлесе пурӑнма вӗрентет тесе хакланӑ. Сӑмах май. Уяв мероприятийӗсене паян Правительствӑн планеркинче тишкернӗ. Республика ертӳҫи наци тумӗсем ҫак уявӑн тӗп атрибучӗ тесе палӑртнӑ. Акатуйсемпе Сапантуйсене вӑл наци культурине упракан уявсем тесе ырланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |