Ыран, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енри шурсухалсем республикӑри наци политикине Чӑваш Наци вулавӑшне пухӑнса сӳтсе явӗҫ. Кун пирки Ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял Чӑваш халӑх сайчӗн журналистне Нелли Пальмовӑна ӗнер пӗлтернӗ.
Лару тӗллевӗ — наци чӗлхисене урӑх халӑх ҫыннисене вӗрентнине ирӗксӗрлени вырӑнне хаклакансем тухса кайнине сӳтсе явасси. Пусахлани тенипе Виталий Станьял ӑсчах пӗр енчен килӗшет — ҫынна пусмӑрлани ырӑ япала мар. Анчах шкул программинчи предмета ирӗксӗрлени вырӑнне йышӑна пуҫласан ачамӑрсене вырӑсла та, акӑлчанла та, тутарла та, чӑвашла та, хӑшӗсене вара физикӑпа химие те вӗрентмелле мар, мӗншӗн тесен вӑл предметсем те теприсене кирлӗ пулмӗҫ.
Наци республикинче пурӑнса унти халӑха тата унӑн культурине хурланине Виталий Станьял культурӑсӑрлӑх тесе хаклать.
Чӑваш республикин культура министрӗ Константин Яковлев паян Иваново облаҫӗнче пулнӑ, унти культура учрежденийӗсене ҫитсе курнӑ.
Тӗпрен илсен, Ивановӑри музыка училищин, патшалӑх театрӗсен комплексӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ, Палех поселокӗнчи Палех искусствин патшалӑх музейне, Ново-Талицы салинчи Цветаевсен ҫемье музейне ҫитсе курнӑ. Унсӑр пуҫне министр Ревель Федоров художникӑн Ивановӑри художниксен ҫуртӗнче йӗркеленнӗ «Хайӗн туприпе вӑрттӑнлӑхӗсем» куравӗпе киленнӗ.
Ҫапах та Константин Геннадиевич инҫе ҫула тухнин тӗллевӗ урӑх: Чӑваш республикин Культура министерствипе Иваново облаҫӗн культурӑпа туризм департаменчӗ малашне пӗрле килӗштерсе ӗҫлеме, пӗрлехи проектсене пурнӑҫлама килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа чӑваш театрӗсем хӑйсен спектаклӗсемпе Иваново облаҫӗнчи куракансене паллаштарӗҫ, унти театрсем пирӗн пата гастрольпе килӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрашкассинче хӑйне евӗр конкурс иртнӗ. Ҫамрӑксем ҫӳп-ҫапран хӑйсем валли костюм ҫӗленӗ, унпа сцена ҫине тухнӑ.
«Ҫӳп-ҫапран – мода» ятлӑ конкурс авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑрӑшкассинчи культура ҫуртӗнче иртнӗ. Унта сакӑр ҫамрӑк дизайнер хутшӑннӑ.
Конкурсҫӑсем хутран, пластикран, пленкӑран, хаҫатран тата ҫӳп-ҫапа ывӑтмалли ытти япаларан костюм ҫӗленӗ. Модельерсем пурте тӑрӑшса хатӗрленнӗ.
Жюри пайташӗсем чи илемлӗ тума ниепле те суйлайман. Ара, пурте илемлӗ пулнӑ-ха та. Ҫавна май кашни конкурсҫа диплом тата пылак парне парса савӑнтарнӑ.
«Пулӑшма вӑхӑт» ыркӑмӑллӑх марафонӗпе килӗшӳллӗн Шупашкарта ҫамрӑк артист юрлӗ. Пирӗн пата «Голос. Дети» проект ҫӗнтерӳҫи Данил Плужников килӗ. Вӑл юрланине пульницӑсенче сипленекен ачасем курайӗҫ.
Данил Шупашкарта икӗ хутчен сцена ҫине тухӗ. Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 11 сехетре вӑл Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин акт залӗнче юрлӗ. Концертра Раҫҫейри, тӗнчери конкурссенче лауреат ятне тивӗҫнӗ Ульяна Самохина, Олеся Захарова, Дима Белков, Дуняша Стайл фолк-ушкӑн, «Артикль» вокал та сцена ҫине тухӗҫ. Унта сипленекен ачасене тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Ҫав кунах Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче 18 сехетре концерт пулӗ. Унта та тӗрлӗ конкурс лауреачӗсем хӑйсен юррисемпе савӑнтарӗҫ. Унта вара 350 тенкӗ тӳлесен ҫеҫ кӗртеҫҫӗ.
Эстонири Радио 4 каналпа паллӑ ентешӗмӗрпе, Шупашкар районӗнчи Типнер ялӗнче ҫуралнӑ китай чӗлхин тӗпчевҫипе Иакинф Бичуринпа паллаштарӗҫ.
Никита Бичурин ӑсчах ҫуралнӑранпа кӑҫал 240 ҫул ҫитрӗ. Ӑна халалланӑ кӑларӑм ыран, 17 сехет те 35 минутра радиоэфира тухӗ. Ӑна итлес тесен r4.err.ee/l/araskal каҫӑпа иртмелле.
Кӑларӑма Ираида Захарова чӑваш тӑван чӗлхепе ертсе пырать. Тӑван ҫӗртен ҫичӗ ютра пурӑнсан та чӗлхене тата йӑх-тымара юратакан хӗрарӑм кунти культурӑпа паллаштарма тӑрӑшать.
Радио 4 Эстонин наци телерадиовещанийӗн корпорацине кӗрет. Вырӑс чӗлхиллӗ медиаканалсем хушшинче чи анлӑ сарӑлни-мӗн. Радиокӑларӑмсене Эстонире ҫеҫ мар, Финляндире, Раҫҫейре, Латвинче тата Швецинче итлеме пулать.
Чӑваш Енре авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Туризм эрни иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Мероприятисен ҫирӗплетнӗ графикӗпе килӗшӳллӗн, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑра «Чӑвашсен ӗҫми-ҫимине тутан» гастрономи турӗ пирвайхи хут иртӗ.
Мероприяти йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, тур вӑхӑтӗнче аякран килнӗ хӑнасемшӗн кӑна мар, хамӑр республикӑра тахҫантанпах пурӑнакансемшӗн те кӑсӑкли, курса тӗлӗнмелли, пӗлмелли чылай пулӗ. Тура пыракансем чӑваш наци апат-ҫимӗҫне, ӗҫмине астивсе пӑхма пултарӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсене авалхи тӗрӗк халӑхӗн пуян культурипе те тӗплӗн паллаштарӗҫ.
Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварар: гастрономи турне вырӑнти туризм енӗпе ӗҫлекен фирмӑсене те йыхравланӑ. Чӑваш шӑрттанне, шӳрпине, хуран куклине, сӑрине астивсе курас килет-и? Тура хутшӑнӑр.
Марина Карягина тележурналист, поэт, драматург авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чӑваш чӗлхипе ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ. Унта вӑл Мускавра кӑҫалхипе 30-мӗш хут иртекен пӗтӗм тӗнчери кӗнеке куравне кайнӑ. Курав вӑхӑтӗнчех Раҫҫейӗн наци литературин фестивалӗ иртет.
Ҫавна май унта пынисене Раҫҫей халӑхӗсен наци чӗлхипе ҫырнӑ ача-пӑча хайлавӗсен антологийӗпе паллаштарнӑ. Маларах хальхи вӑхӑтри сӑвӑсен антологине кун ҫути кӑтартнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускаври «Хӗрлӗ лапам» кӗнеке фестивалӗнче «Антология современной поэзии народов России" кӗнекене хӑтланӑччӗ. Унта пирӗн республикӑран ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ Валерий Комиссаров тата Марина Карягина поэт, драматург, тележурналист хутшӑннӑччӗ.
Ача-пӑча валли хальхи вӑхӑтра ҫыракан авторсен пуххине чӑваш ҫыравҫисенчен Николай Ытарай, Ева Лисина, Анатолий Тимофеев, Раиса Сарпи тата Николай Ишентей хайлавӗсем кӗнӗ.
Чӑваш Енри театрсенчен пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫак кунсенче хӑйӗн чаршавне уҫать. Виҫӗмкун Вырӑс драма театрӗнче сезон уҫӑлнӑ, ӗнер — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче.
Оперӑпа балет театрӗ куракана тӑван халӑхӑмӑр оперине — Федор Павловӑн «Шыварманьне» — кӗтсе илнӗ. Ӑна театрӑн ҫӗнӗ художество ертӳҫи Сергей Кисс хӑй дирижер пулса ертсе пынӑ. Вӑл Шупашкрати театрта кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче черетлӗ ҫӗнӗ сезона «Виҫ кӗтеслӗ юрату» премьерӑпа уҫассине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ сезона авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» пьесӑпа уҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ ҫӗнӗ сезона «Виҫ кӗтеслӗ юрату» премьерӑпа уҫассине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Халӗ театрӑн пресс-секретарӗ Надежда Андреева тата тепӗр хыпар пӗлтерчӗ.
Ҫамрӑксен театрӗ чӑвашла пӗлекен 15-20 ҫулсенчи пикесемпе яшсене студие йыхравлать. Унта лекес тесен ятарлӑ ала витӗр тухмалла. Тӗрӗслев валли юптару, вырӑс тата чӑваш авторӗсен сӑввисене, проза произведенийӗсене, ташӑ-юрӑ хатӗрлемелле.
Театртисем ӗнентернӗ тӑрӑх, студире вӗренекенсен Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче артист профессине алла илес шанчӑк пур.
Студие кӗрессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене 45-00-34, 52-15-28 номерсемпе уҫӑмлатмалла.
Вера ТИТОВА. Н. АНДРЕЕВА архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк.
Питӗрте «Невские перспективы - Дети XXI века» конкурс-фестиваль иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти тата чикӗ леш енчи ачасем хутшӑннӑ. Конкурса пирӗн ентешсем те ҫитнӗ. Вӗсем унтан сумлӑ наградӑсемпе таврӑннӑ.
Конкурс-фестивальте Чӑваш Ен чысне 8 ача хӳтӗленӗ. Вӗсем Наталья Ильцӑн вокал студинче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Ертӳҫӗ ачасем пултарулӑхне ҫӳллӗ шайра кӑтартнишӗн кӑмаллӑ юлнӑ. Вӗсен юрри жюри пайташӗсене те килӗшнӗ. Ентешсем 1-мӗш вырӑна тухма пултарнӑ.
Конкурс хыҫҫӑн ачасем Питӗр хулине пӑхса ҫӳренӗ. Шӑпӑрлансем Чӑваш Ене ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа тата вӑй-халпа таврӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |