Культура
![]() Шупашкарта раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 11 сехетре, хальччен пулман культура мероприятийӗ иртӗ. Ҫав кун Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне «Хрустальная веточка» (чӑв. Хрусталь турат) сусӑр ачасен пултарулӑх фестивальне йыхравлаҫҫӗ. Сусӑрсен пӗтӗм тӗнчери кунне халалланӑ уява ирттерме Раҫҫейӗн Культура министерстви тата Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшаҫҫӗ. Фестивале сусӑр ачасен пултарулӑхне аталантарма хавхалантарас, вӗсене ҫынсен хушшинче хӑйсене тупма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. «Хрусталь турат» мероприятире ачасем вокал, хореографи пултарулӑхне, сӑвӑ-калав илемлӗ вуланине, тӗрлӗ интсрументпа хитре каланине кӑтартӗҫ. Сӑмах май, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивалӗ иртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |