Ҫак кунсенче Саха (Якут) Республикинче регионсем хушшинчи «Биир кун» телекурав конкурс иртет. «Биир кун» тенине якут чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан «Пӗр хӗвел айӗнче» тени пулать.
Чӑваш Енрен унта Вероника Пинеслу юрӑҫ хутшӑнать. Конкурса хутшӑнакан тӗрлӗ регионти этнопоп юрӑҫсенчен чи маттурине эпир, куракансем, палӑртма пултаратпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗ ячӗ нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртекен гала-концертра паллӑ пулӗ.
Чӑваш хӗрӗ Вероника Пинеслу «Телейлӗх тӗнчи ҫумрах» (авторӗсем — Алина Тайпи тата Александр Быковский) юрра шӑрантарать. Уншӑн сасӑлас кӑмӑллисен 5577 номер ҫине «Шоу 3» тесе СМС ямалла.
Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче Вероника Пинеслу Казахстанра иртнӗ Навруз-байрама хутшӑннине эпир пӗлтернӗччӗ.
Халӑх тетелӗсенчен пӗринчи «Киремет tv» ушкӑнра концерт пуласси ҫинчен пӗлтернинче йӑнӑш кайнине сӳтсе яваҫҫӗ.
«Ҫак пӗр афишӑра кам миҫе йӑнӑш курать?» — тесе ҫырнӑ унта. Поста сӗнни виҫӗ йӑнӑш асӑрханине пӗлтерет.
Пӗр-пӗр саспалли сиксе юлнипе е саспаллисем вырӑнпа ылмашса ларнипе ҫыхӑннӑ йӑнӑш мар-мӗн унта. Юрӑҫсен хисеплӗ ятне тӗрӗс мар ҫырнӑ. Чӑвӑш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсене: Сергей Кувшинова, Виталий Адюкова, Елена Османована — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ тесе ҫавӑрттарса хунӑ. «Ҫак йӑнӑшлӑ афишӑна тӗнче курмалла Инстаграма вырнаҫтарма та именмеҫҫӗ», — кӑмӑлсӑрланать пост хуҫи.
Йӑнӑша сӳтсе явма «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алина Изман та хутшӑннӑ. Вӑл афиша пирки Кувшинов юрӑҫпа калаҫнӑ-мӗн. Хайхи юрӑҫ Петухова (вӑл камне пӗлместпӗр. — Т.Т.) ҫапла хатӗрленине пӗлтернӗ. «Халь вара вилмелле-и уншӑн? Маншӑн ҫавах: хуть заслуженный артист Америки тетӗр, хуть те мӗн ҫырччӑр», — хуравланӑ иккен хаҫатҫӑна юрӑҫ.
Шупашкара килнӗ май Мускаври Третьяков галерейин куравсен пайӗн ертӳҫи Нина Дивова Чӑваш Енӗн культура министрӗпе Константин Яковлевпа тӗл пулнӑ.
Калаҫу вӑхӑтӗнче вӗсем республикӑри музейсене тӗнчипе паллӑ галерейӑпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме майсем туса парасси пирки сӑмах вакланӑ. Унсӑр пуҫне Шупашкар хули пулса кайнӑранпа — 550, Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа музейсен пӗрлехи проектне пурнӑҫласси ҫинчен калаҫнӑ.
Нина Глебовна хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Енре музейсен ӗҫӗ-хӗлне аталантарас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫсем тунине палӑртнӑ, кунта искусство кулленхи пурнӑҫӑн пӗр пайӗ пулса тӑнине асӑннӑ. Ҫавна май вӑл Чӑваш Енпе, республикӑри музейсемпе алла-аллӑн тытӑнса ӗҫлеме кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ.
Чӑваш Республикин кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ тата «Чӑвашкино» киностуди Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне пуҫарнӑранпа 100 ҫул ҫитнине хатӗрленсе тӑван халӑхӑн кун-ҫулӗпе тата унӑн паллӑ ҫыннисемпе паллаштаракан фильмсем ӳкерме палӑртать.
Ӗҫе пуҫӑниччен кинематографистсем тата «Чӑвашкино» киностуди халӑхпа канашласшӑн. Ара пӗр ӑс аван-ха, йышпа пухӑнса калаҫсан, сӳтсе явсан тата лайӑхрах-ҫке. Апла пулсан пурин те калаҫӑва хутшӑнма май пур.
Сӗнӳсене Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗ ҫак адреспа йышӑнать: 428027, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 12-мӗш А ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8-927-667-93-23. Электрон пуштӑ —
soyuzcinemachuv@gmail.com.
Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарассипе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп хулинче хӑна ҫурчӗсен шучӗ ӳссе пырать.
Хальхи вӑхӑтра унта 37 гостиница, 3 санаторипе курорт комплексӗ, 20 хостел тата хӑна ҫурчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. 3 санатори хуларах пулсан республикӑн тӗп хулинчен 25 ҫухрӑмран ытла каймалла мар санаторисем — 15. Иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗнче апарт-отель текен хӑна ҫурчӗ ӗҫлесе кайнӑ. Ют чӗлхерен кӗнӗ сӑмахпа калакан ҫак вырӑн унти номерсем уйрӑм хваттер евӗрлӗ тенине пӗлтерет. Пуянсен чунне расналӑхпа килентерме бутик-отель те уҫӑлнӑ.
Шупашкар хулин Туризмпа информаци центрӗ сӑнанӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗснче отельсене пыракан сахалтарах. Авӑн уйӑхӗнче вара вӗсене талпӑнакансен шучӗ ӳсет. Пуш, ака, ҫертме уйӑхӗсенче те канакансем самай.
Чӑваш Республикинче хуҫнӑ ҫӑпатана Раҫҫейри рекордсен кӗнекине кӗртӗҫ. Питӗ пӗчӗкскере, 10x7 миллиметр калӑпӑшлӑскере «Ясна» этнографи комплексӗн пултарулӑх лаҫҫинче ӑсталанӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтерет.
«Ясна-тур» туризм компанийӗн ертӳҫи Елена Клементьева хуҫнӑ ҫӑпатана Раҫҫейри рекордсен кӗнекин эксперчӗсем хакланӑ та ӗнтӗ. Кунта палӑртса хӑварар, Елена Клементьева фирмӑна ертсе пынипе пӗрлех этнокомплекс хӑнисене тата кӑмӑл тӑвакансене пурне те ӗлӗкхи ӑсталӑха алла илме пулӑшать.
Иртнӗ ҫул «Ясна» комплексра хатӗрленӗ сувенирсене Пӗтӗм тӗнчери «Халӑх еткерӗ» конкурса тӑратнӑ, вӗсене жюри пайташӗсем пысӑк хак панӑ, лауреат ятне пама йышӑннӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗ 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне музей уҫасшӑн. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, экспонатсемпе ҫитес эрнери ытларикунтан, кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен, паллашма май килӗ.
Аса илтерер, академи драма театрӗ кӑҫалхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 100 ҫул тултарать.
Юбилей мероприятийӗсене ҫав кун тата кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче ирттерӗҫ.
Музей пирки каласан, театрӑн тӗп режиссерӗ, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев ун пирки тахҫанах ӗмӗтленнӗ-мӗн. Унта архиври сӑн ӳкерчӗксем, афишӑсем, реквизитсем вырӑн тупӗҫ.
«Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех «Хура ҫӑкӑр» спектакль валли асаттен ҫавра хӑйрине, асаннен ҫип арламалли урапине илсе килнӗччӗ. «Юнлӑ туйри» ал арманӗ те, «Кай, кай Ивана» ӗҫри шӑнкӑравсем те музейре упранӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Валерий Яковлев Марина Тумаланова журналиста.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ ҫуртри ҫӗнӗ сценӑна халӑхпа уҫма хатӗрленет.
Хӑйӗн килӗсӗр нумай ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ ӳнер учрежденине 2016 ҫулхи раштавра Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатра куҫарасси ҫинчен республика шайӗнче йышӑну турӗҫ. Унчченхи пек пӗр-пӗр учреждение тара пама мар. Хальхинче ку ҫурт театрӑн тӑван килӗ пулса тӑчӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче театр «Ҫӗнӗ сцена – Ҫӗнӗ сывлӑш – Кӗтрет» ятпа уяв программине йыхравлать. Ӑна учреждени хӑйӗн кун-ҫулӗнчи ҫӗнӗ ярӑм тесе хаклӗ.
Юсаса йӗркене кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ сцена ӗҫлесе кайӗ. Вӑл — 375 ҫынлӑх. Ӑна хатӗрлеме, ҫутӑ хатӗр-хӗтӗрӗ тата ытти кирлӗ оборудовани туянма пӗлтӗр республика хыснинчен 12 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Ӗнер, чӑваш халӑх сӑвӑҫи Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ кунӗнче, ҫулсеренхи йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, паллӑ поэтӑн вил тӑпри ҫине чечексем хучӗҫ. Яланхи пекех ку мероприятие чӑваш хастарӗсем пухӑнчӗҫ — Атнер Хусанкай, Владимир Степанов, Алексей Иванов–Сӗрмек, Владимир Милютин, Тимӗр Тяпкин тата ыттисем. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуларӗҫ, апат-ҫимӗҫпе асӑнчӗҫ.
Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанти Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти Чӑваш педагогика техникумӗнче, Хӗвелтухӑҫ педагогика институтӗнче, Мускаври аслӑ литература курсӗсенче вӗреннӗ. Унӑн пурӗ 50 кӗнеке ытла тухнӑ, вӗсенчен 35-ӗшӗ — чӑвашла. Чи паллӑ хайлавӗ — «Аптраман тавраш» сӑвӑллӑ романӗ. Петр Петрович куҫару ӗҫӗпе чылай ӗҫленӗ, тӗслӗхрен вӑл Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин» романне чӑвашла куҫарнӑ. Сӑмах май, унӑн сӑввисене те чылай чӗлхе ҫине куҫарнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшик ялӗнче тутар драматургне, ҫыравҫине, публицистне, сатирикне, тӑлмачне, поэтне, театроведа Фатхи Бурнаша асра тытнине палӑртса палӑк уҫнӑ. Ӑна вӑл ҫуралнӑ ҫурт тӗлне вырнаҫтарнӑ.
Фатхи Бурнаш ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа Патӑрьел районӗнчи тутар ялӗнче ирттернӗ мероприятие райадминистраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Тутарстанри ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Данил Салахов ертсе пыракан делегаци, Чӑваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Фарит Гибатдинов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Фатхи Бурнаш (Фатхелислам Закирович Бурнашев) 1898 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшикре ҫуралнӑ. Октябрьти революци хыҫҫӑн вӑл тутар пичетне йӗркеленӗ. 1940 ҫулта ӑна националист тесе айӑпласа кӑштахран персе пӑрахмалла тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |