Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин артисчӗ Андрей Макаров Ставропольте Гран-прие тивӗҫнӗ. Асӑннӑ хулара нумаях пулмасть Патриотла юрӑсен «Солдатский конверт - 2019» (чӑв. Салтак конверчӗ - 2019) Пӗтӗм Раҫҫейри II фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Ленинград блокадине сирнӗренпе 75 ҫул, Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса Раҫҫейӗн 13 субъектӗнчи, ҫав шутра Мускаври, Санкт-Петербургри, Волгоградри, Севастопольти, Смоленскри, Ярославльти, Краснодарти, Аҫтӑрханти тата ытти хулари вокалистсем хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫулне кура виҫӗ ушкӑнра чысланӑ. Пирӗн ентешӗмӗр 25-35 ҫулхисен йышӗнче Гран-прие тивӗҫнӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Брестра иртекен Раҫҫейпе Беларуҫ Республикин пӗрлехи фестивальне хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |