Культура
![]() Ӗнер, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн ӗҫченӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патшалӑх наградисемпе чысланине эпир пӗлтернӗччӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти Чӑаш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительствинче иртнӗ. Чӑваш халӑхӗн историйӗпе этнологине тӗпчеме тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн академикне, асӑннӑ академин Этнологипе антропологи институчӗн ӑслӑлӑх ертӳҫине Валерий Тишкова тата ҫав институтӑн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченне Александр Коростелева чысланӑ. «Народы и культуры» (чӑв. Халӑхсем тата культурӑсем) ярӑмпа «Чуваши» монографие кӑларнӑшӑн Этнологипе антропологи институчӗн директорӗн ҫумне Марина Мартыновӑна, тӗп ӑслӑлӑх ӗҫченне Владимир Зорина, ӑслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченне Людмила Миссоновӑна чысланӑ. Раҫҫейӗн наукӑсен акадмийӗн академикӗ Валерий Тишков «Чуваши» монографи пӗчӗк тиражпа тухнине, вӑл хӑвӑрт саланса пӗтнине палӑртнӑ та, Михаил Игнатьев Элтепер кӗнекене хушма тиражпа кӑларма Чӑваш Ен пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |