Культура
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Мускаври «Китай летчикӗ Джао Да» клубра паллӑ джаз юрӑҫ Татьяна Силодорова (пултарулӑх псевдонимӗ — Tanina L’Odore) концерт кӑтартнӑ. Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Питӗрти театр ӳнерӗн академийӗнче вӗреннӗ. Вӑл В.В. Андреев ячӗллӗ патшалӑх оркестрӗпе, Питӗрти, Мускаври, Бразилири, Кубӑри юрӑҫсемпе туслӑ ӗҫлет. Чӑваш Енре ҫуралнӑ юрӑҫпа пӗрле пысӑк ӑста музыкҫӑсем Данил Прокопьев, Гийермо Рейс Естевенс тата Андрей Половко сцена ҫине тухнӑ. Данил Прокопьев параппанҫӑ та, сӑмах май, Чӑваш Енре ҫуралнӑ. Данил Раҫҫейре кӑна мар, Европӑра, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тата Латинла Америкӑра концертсем кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |