Самант тӗксӗмленчӗ
Мӗн пур Чӑвашра:
Хӗвел саншӑн сӳнчӗ,
Чуну — уҫлӑхра.
Нумай эс хӑвартӑн
Кунти пурнӑҫра.
Хӑв халӑхшӑн ҫунтӑн,
Утса тӑвалла.
Шӳте ӑнланмарӗҫ
Хӑш-пӗр юлташсем,
Пит хыт айӑпларӗҫ —
Ӑҫта чунӗсем?
Тепри, ҫаратсан та,
Лармасть тӗрмере.
Ун пурнӑҫӗ янтӑ —
Пулсан кӗсьере.
Анчах Турӑ куҫлӑ,
Йӑлтах Вӑл курать.
Парсассӑн та пурлӑх
Вӑрра каҫармасть.
Пӗр саншӑн Вӑл уҫӗ
Ҫӑтмах алӑкне,
Сана валли тупӗ
Чи ыр сӑмахне.
Манмасть тӑван халӑх
Ятна нихӑҫан.
Ӗҫӳ — чӗрӗ палӑк.
Апла эс пурнан!
Леонид Сильвестров
Николай Плотникова халаллатӑп: санӑн аслӑ ӗҫӳ – наци пуянлӑхӗ!
Ҫакӑнта "Нарспи" хайлавӑн тӗп вӑртӑнлӑхӗ пирки, малтан палӑртнӑ шухӑсене, схемӑллӑ ҫырса кӑтартас терӗм.
Паллӑ чӑваш драматургӗн, куҫаруҫӑн, актерӑн Николай Терентьевӑн мӑшӑрӗ Мария Ивановна ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ. Чӑваш халӑх сайтне хурлӑхлӑ хыпара паллакансем пӗлтерчӗҫ. Драматург ҫуралнӑ Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗ Мария Ивановна вилнишӗн хурланнине пӗлтерсе администраци сайтӗнче ҫырнӑ.
Марря Ивановнӑн мӑшӑрӗ Николай Терентьев 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вилнӗччӗ. Унӑн «Ҫӗрпе хӗр», «Ҫӑлтӑрсем сӳнмеҫҫӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Кайри мала, хуркайӑксем», «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Пушар лаши» пьесисене театра питех ҫӳременнисем те пӗлеҫҫех пулӗ. Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ драматургӑн пьесисене Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Брянск, Барнаул облаҫӗсенчи театрсенче лартнӑ. Хӑш-пӗрисене Мускаври МХАТра кӑтартнӑ. «Сансӑр пурнӑҫ ҫук» пьесине ҫӗршывӑн 10 ытла хулинче лартнӑ.
Тӗп хулари Ленин проспектӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫине (унта драматург 40 ҫул пурӑннӑ) 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Николай Терентьев ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑччӗ. Мария Ивановна упӑшки хӑй вӑхӑтӗнче питӗ нумай ӗҫленине палӑртса хӑварнӑччӗ.
Килте ларса ӗҫлесси ҫӗршывра кӑшӑлвиурс алхасма тытӑнсан анлӑн сарӑлчӗ. IT-специалистсем ҫеҫ мар, тӗнче тетелӗнчи лавккасемпе журналистсем тата ытти хӑш-пӗр предприяти ӗҫе офисра лармасӑр унччен те йӗркеленӗ-ха. Халӗ вара вӗсем кӑна-и, вӗренӳ тата культура учрежденийӗсем те инҫет мелпе ӗҫлеме пултарнине кӑтартса пачӗҫ. РФ Патшалӑх Думине инҫет-ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ саккун проекчӗ те тӑратнӑ.
ОТР телеканал Чӑваш наци музейӗ онлайн-мелпе ӗҫленипе паллаштарнӑ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Меньшикова музейре 90-а яхӑн ҫын ӗҫленине пӗлтернӗ. Инҫет мелпе 10 ҫын тӑрӑшать. Пай пуҫлӑхӗсемпе коллекци управҫисем эрнере темиҫе хутчен ӗҫе пырса каяҫҫӗ тенӗ вӑл.
Эпидемиологи тӑрӑмӗ йӗркеленсен те музей пуҫлӑхӗ онлайн-хастарлӑха пӗтермессине каланӑ.
Питӗр хулинчи «78» тата Шупашкарти «ЮТВ» телеканалсем Питӗр тата Шупашкар хулисене телекӗпер мелӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Проекта пурнӑҫлама Чӑваш Ен тӗп хулин администрацийӗ пулӑшнӑ. Студире икӗ хулан хальхи пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ.
«ЮТВ» телекомпанин ертӳҫи Юрий Гурьянов тата Ольга Гурьянова шеф-редактор Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул, Шупашкар 550 ҫул тултарни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Эпидемиологи лару-тӑрӑвне пула мероприятисене онлайн-меслетпе йӗркелессине пӗлтернӗ. Ҫав шутра — «Атӑлҫи ҫӑлкуҫӗсемпе» «Акатуй» наци уявне те.
Питӗрте 10 пин ытла чӑваш пурӑнать. Вӗсем тата чӑваш культурипе кӑсӑкланакансем валли вырӑнти хастарсем юлашки 5 ҫулта пӗрмаях Акатуй йӗркелеҫҫӗ. Питӗрти Чӑвашсен культура обществин ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Дарья Рогозина уява 100-шер ҫын хутшӑннине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен пӗрремӗш Президенчӗ пулнӑ, халӗ РФ Федераци Канашӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Николай Федоров ентешсене Республика кунӗпе саламланӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӑван кӗтес ҫывӑх ҫынсене пӗрлештернине палӑртнӑ. Чӑваш Ене хӑйӗн ывӑл-хӗрне пулӑшса та хавхалантаракан ырӑ кӑмӑллӑ та тӑрӑшуллӑ амӑшӗпе танлаштарнӑ.
Николай Федоров 100 ҫулта пирӗн республикӑмӑр «провинцири тӗттӗм вырӑнтан» хӑватлӑ аграрипе индустри центрне ҫаврӑннине, ӑна ҫӗршыв тулашӗнче пӗлнине палӑртнӑ. «Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ — космоса парӑнтарнисемпе ҫар ҫыннисем, ученӑйсемпе культура ӗҫченӗсем, врачсемпе педагогсем, рабочисемпе ҫӗр ӗҫченӗсем», — тенӗ вӑл.
Вырӑсла ҫырнӑ пулин те саламра Николай Федоров чӑвашла ваттисен сӑмахӗпе яланхиллех усӑ курнӑ.
«Ялпа, мирпе, халӑхпа пӗрле», — тесе вӗрентнӗ пире аттемӗрсемпе асаттемӗрсем», — тенӗ.
«Ачисем патне ҫитрӗ тет амӑшӗн чунӗ,
Итлесе тӑчӗ тет пӗр кана алӑкран.
Куҫҫульпех йӗрсе ячӗ тет амӑшӗн чунӗ
Хваттерте ун чӗлхи, ун сӑмахӗ ҫукран».
Ку йӗркесем — Юрий Сементерӗн «Амӑшӗн чунӗ» сӑввинчен. Ӑна тата ыттисене те вуларӗҫ паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ чӑваш халӑх поэчӗн «Ҫӗнтерӳ кунӗпе» кӗнекин хӑтлавне онлайн-мелпе ирттернӗ май.
Юрий Сементер калеме паян та алӑран яман. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствипе туслӑ ҫыхӑну тытать. Тӗрлӗ халӑх хайлавӗсене чӑвашла куҫарать. Сӑмах май каласан, вӑл «День Победы» юрра чӑвашла куҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Юрий Сементерпе йӗркеленӗ паянхи калаҫӑва тӗнче тетелӗнче пӑхакансем хушшинче юратнӑ поэт кам тесе ыйтакан та тупӑнчӗ. Халӑх поэчӗ чӑваш поэчӗсене: Константин Иванова, Ҫеҫпӗл Мишшине, Петӗр Хусанкая, Яков Ухсая — килӗштернине пӗлтерчӗ.
Кӗнеке хӑтлавне Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Лидия Филиппова, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Галина Матвеева, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева хушӑнчӗҫ
Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалалса БРИО мультстуди 12 ҫул тултарман ачасене «Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем – ачасен куҫӗпе» анимаци проектне хутшӑнма чӗнет.
Ачасем Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем пирки 5 мультфильм хатӗрлӗҫ. Ҫавӑн пекех пултаруллӑ ҫынсен биографийӗсемпе паллашӗҫ. Проекта хутшӑнакан ачасем чӑн-чӑн мультфильм хатӗрлеме вӗренӗҫ. Вӗсене пурне те стоп-моушен техникӑна тӗпе хурса ӳкерӗҫ.
Проект дистанци мелӗпе ӗҫлӗ. Кӑшӑлвирус чарӑвӗсене пӑрахӑҫласан ачасем студирех тӗл пулма тытӑнӗҫ. Проекта 89083050874 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Электронлӑ почта: e-mail: info@briostudio.ru.
Филологи наукисен кандидачӗ Николай Осипов шухӑшланӑ тӑрӑх, паянхи ҫыравҫӑсем вулакан ыйтнине ҫыраҫҫӗ. Аса илтерер: Чӑваш наци вулавӑшӗ Сергей Павловпа литература тӗпелӗ ирттерчӗ. Унта Николай Осипов та хутшӑнчӗ. Кирек епле ҫыравҫӑн та ҫӳллӗ шайри «пӗр хайлав, чи нумаййи иккӗ пулма пултарать» тесе каларӗ вӑл.
Паян профессионал писательсем ҫук, пӗр ҫыравҫӑ та ӗҫ укҫи илмест терӗ Николай Осипов. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, халӗ ҫыравҫӑсем хобби шайӗнче, ӗҫ хыҫҫӑн, ыйхӑ килмен вӑхӑтра, чун ыратнипе ҫыраҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах тӗпчевҫӗ хӑш-пӗр автор 20, 30, 40, 50 ҫул каялла ҫырнӑ хайлавсене ҫӑрать тесе каларӗ. Ҫыравҫӑ, шыравҫӑ, ҫӑравҫӑ пулать терӗ вӑл. Сӑвӑҫсенчен хӑшӗсем – сӑвӑссем шухӑша та палӑртса хӑварчӗ.
«Сергей Павлов хайлавӗсенчи илемлӗх тӗнчи» литература тӗпелӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна Чӑваш Енри халӑх юратакан ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ. Литература тӗпелне Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева ертсе пычӗ, унта филологи наукисен кандидачӗ Николай Осипов хутшӑнчӗҫ.
Сергей Павлов Виталий Станьял шкулне пысӑка хурса хакларӗ, ӑна пысӑк учитель тесе каларӗ.
Романтик чунӗллӗ ҫыравҫӑ хӑйне ытла тӗрӗс ҫырнӑ тесе шухӑшлать. Ҫыравҫӑ чунӗ усал япала пирки ҫырсан та ыррине шаннине палӑртрӗ.
Вэскер хушма ят ӑҫтан тупӑнни пирки те калаҫу пулчӗ. Вӑл ҫыравҫӑн тӑван тӑрӑхӗнчи ҫырма ячӗ иккен.
Хӑйӗн пӗтӗм хайлавне хаклӑ тет ҫыравҫӑ. Чӑн та, вӗсем ача пекех ӗнтӗ. Пӗри хура, тепри сарӑ, тепри ҫырӑ тесе хурлаймастӑн вӗт. Ҫапах та «Сӗлкӗш» романа эп чунпа ҫырнӑ, ыттисене — ӑспа», — терӗ Сергей Лукьянович.
Николай Осипов филолог хальхи чӑваш ҫыравҫисене хаклани те кӑсӑклӑ пулчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |