Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗсенчи ҫӑлтӑрӗн, Юрий Шатуновӑн, концерчӗ иртнӗ. Республикӑри МИХсенчен пӗринче ӗҫлекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, юрӑҫа Шупашкар ҫыннисен хӑш-пӗр ыйтӑвӗ кулӑшлан туйӑннӑ. Ҫапла-ҫапла. Юрий Шатунов юрланӑ ҫеҫ мар, куракансемпе те кӑмӑлтан калаҫнӑ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Хӑшӗсем ыйтса ҫырнӑ, теприсем тӑрса ыйтнӑ.
Шупашкар ҫыннисенчен пӗри 13-мӗшӗнче концертпа килме шикленмен-и тесе кӑсӑкланнӑ. Юрий Шатунов хӑйне тӗшмӗшлӗ тесе шухӑшламасть пулин те хӑш чух хӑш-пӗр япалана кӑштах ӗненет-мӗн.
Залрисем хӑйсене килӗшнӗ юрӑсене шӑрантарма та ыйтнӑ. «Ҫӑкӑр-булка пӗҫерекенсем валли, анчах мӗнлине астумастӑп», — тенӗ пӗри. Капла каласан зал ахӑлтатса кулнӑ, сцена ҫинчисем те тӳссе тӑрайман.
Паян, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти академи камера хорӗн юбилей концерчӗ пулӗ. Вӑл Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Программӑна «И это все о нас» (чӑв. Ку вӑл йӑлтах пирӗн ҫинчен) ят панӑ.
Камера академи хорӗ — пӗтӗм тӗнчери тата ҫӗршыври конкурссен лауреачӗ. Ушкӑна Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Нина Пирогова ертсе пырать.
Хор Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗнче шутланать. Вӑл 40 ҫул ӗнтӗ куракансене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Юбилей концертне «Фреш» ташӑ ушкӑнӗ, Л.И. Шиманская ячӗллӗ классика ташӑ ансамблӗ,
«Каприс» вокал ансамблӗ, хулари ытти коллектив хутшӑнӗ.
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт 15 сехетре пуҫланӗ.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра, Патшалӑхӑн Третьяков галерейинче, «ЗОЛОТАЯ КАРТА РОССИИ. Живопись веков из собрания Чувашского государственного художественного музея» (чӑв. РАҪҪЕЙӖН ЫЛТӐН КАРТТИ. Чӑваш патшалӑх художество музейӗ пухнӑ XVIII-XX ӗмӗрсенчи живопись) курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Курава савӑнӑҫлӑ луру-тӑрура уҫма Третьяков галерейин пуҫлӑхӗ Зельфира Трегулова, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн ҫумӗ – Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Петр Чекмарев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков, республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова, Чӑваш патшалӑх художество музейӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Козлов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Петр Чекмарев курав уҫӑласса Мвскаври ентешӗмӗрсем, тӗп хула ҫыннисемпе хӑнисем чӑтӑмсӑр кӗтнӗ тесе каланӑ. Раҫҫейӗн ӳнерӗн тӗп музейӗнче регионӑн культура эткерлӗхне кӑтартнине вӑл пысӑка хурса хакланӑ. Зельфира Трегулова кураври паха, художниксен пӗлтерӗшлӗ тата сайра тӗл пулакан ӗҫсем Чӑваш Енре упраннинчен специалистсем те тӗлӗннине пӗлтернӗ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн проекчӗ халӑхсем хушшинчи конкурсра иккӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
«Современное краеведение» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри таврапӗлӳ) конкурса хутшӑннӑ «Литературные Чебоксары» (чӑв. Литературӑллӑ Шупашкар) проекта музей ертӳҫи Ирина Оленкина хатӗрленӗ.
Чӑваш наци музейӗн сайтӗнче (Литература музейӗ асӑннӑ учрежденин подразделенийӗ шутланать) хыпарланӑ тӑрӑх, «Литературӑллӑ Шупашкар» чӑваш литературин классикӗсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе, вӗсен вилӗмсӗр хайлавӗсенчи Шупашкарпа ҫыхӑннӑ сӑнарӗсемпе паллаштарать.
Уҫӑлса ҫӳренӗ чух тӑван хуламӑр кун-ҫулне урӑхларах, тарӑнрах, хаклама май пур. Маршрут Литература музейӗнчен пуҫланать. Ленинград, Дзержинский, К. Маркс урамӗсемпе, Ленин проспекчӗсемпе иртет. Экскурсие хутшӑнса паллӑ ҫыравҫӑсем пурӑннӑ вырӑнсемпе паллашма май пур.
Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче Алексей Кокель художник, педагог, профессор ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Художник ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Олег Николаев ҫурта юсаса ҫӗнетни республикӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе хакланӑ. Чӑваш халӑхӗн «ниме» йӗркипе музейӗн территорине тирпей-илем кӗртнӗ.
Турхан ялӗнче ҫулсеренех пӗтӗм тӗнчери Кокель пленэрӗ иртет, унта паллӑ художниксем ӑсталӑх урокӗсем иртеҫҫӗ.
«Чаплӑ ентешсене асра тытатпӑр тата вӗсенчен тӗслӗх илетпӗр пулсан ыранхи кун тата та лайӑхрах пуласси те куҫкӗрет», – тенӗ ҫурт-музея юсаса ҫенетнӗ хыҫҫӑ уҫма хутшӑннӑ Олег Николаев.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта анлӑ мероприяти иртрӗ. Юбилее халалланӑ мероприятисен марафонне районсемпе хуласен парачӗпе, артистсене йышлӑн пухса уҫрӗҫ. Ҫав саманта Чӑваш Ен Наци телекуравӗ «тӳрӗ эфирта» кӑтартрӗ.
Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ мероприятисен марафооне пӑхнисенчен пӗри, Мария Готлиб, Чӑваш патшалӑх художество музейӗнчи ӳнерҫӗ, кӑлтӑксем те асӑрханӑ. Вӑл Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, юрӑҫсем фонограммӑпа юрланӑ. Ертӳҫӗсем «Марфа ТрУбина», «Ленинская искрА», «МОрис Яклашкин» тесе каланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ударенисене тӗрӗс мар лартнӑ. Ку хыпара вуланисем тӗлӗннине пытарайман. Вӗсенчен хӑшӗсем: «Трубинана та пӗлмеҫҫӗ-шим?» — тесе аптӑранӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен пӗр ушкӑнӗ Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ. Кун пирки республикӑри Профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Ҫыравҫӑсемпе ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов тӗл пулнӑ. Вӗсем, сӑмах май каласан, иккӗшӗ те — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем.
Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем РФ Патшалӑх Думин тата Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе хальхи чӑваш литературин хӑш-пӗр ҫивӗч ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.
Ӗҫлӗ курнӑҫу Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче иртнӗ. Унтан вӗсем асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Чӑваш Енӗмӗр кӑҫал хӑйӗн 100 оҫулхине асра юлмалла палӑртма хатӗрленет. Сумлӑ уява халалланӑ Шупашкарти мероприятисене пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 15 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Ку пулӑм ячӗпе Шупашкарти Пӑр керменне пухӑнӗҫ. Унта районсемпе хуласен парачӗ иртӗ. Театрализациленӗ кӑтартура тӑван республикӑмӑр аталанӑвӗн тӗрлӗ ҫулти тӗп тапхӑрӗсемпе паллаштарӗҫ. Чӑваш Ен аталанӑвне самай витӗм кӳнисене ҫав кун чыслама палӑртнӑ. Кирек епле уяври пекех юрӑ-ташӑ ӑстисем те пулӗҫ, вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе мероприятие илем кӳрӗҫ.
Уява Чӑваш Ен Наци телекуравӗн тӳрэ эфирта кӑтартӗ.
Чӑваш Енӗн Информполитика министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятин телеверсине ҫав кунах, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 20 сехет те 30 минутра кӑтартӗҫ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хамӑрӑн паллӑ ентеш — сӑвӑҫ, прозаик тата куҫаруҫӑ Нестер Кириллович Ефимов (литературӑри псевдонимӗ - Янкас) ҫуралнӑранпа 111 ҫул ҫитрӗ. Ҫакна халалласа, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче районти Культура ҫуртӗнче "Янкас вулавӗсем" ӑслӑлӑхпа тавра пӗлӳ конференцийӗ иртрӗ.
Конференцине Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн "Эпир - Трак ен ҫыравҫисем" (сӑвви - Николай Ершовӑн, кӗвви - Иван Прокопьевӑн) юррипе уҫрӗҫ. Ҫак мероприятине Н. Янкасӑн пиччӗшӗн ывӑлӗ - Петр Митрофанович Митрофанов профессор, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗ хутшӑнни те хӑйне евӗр пысӑк савӑнӑҫпа телей пулчӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пултаруллӑ ҫывӑх тӑванне — Н. Янкаса аса илчӗ, ентешсене унӑн ятне сумлӑн упраса пурӑннӑшӑн чӗререн тав турӗ. Районти Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх ертӳҫи И. Прокопьев Петр Митрофанович кӑкӑрӗ ҫине Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх паллине ҫирӗплетрӗ.
Унтан Красноармейскинчи вӑтам шкул учителӗ В.М. Михайлов "Михайлов Александр Ефимович - карап ӑсти" темӑпа тухса калаҫрӗ. Районти Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх ертӳҫи И. Прокопьев Виталий Михайлович кӑкӑрӗ ҫине наукӑна аталантарас ҫӗрти пысӑк тӳпешӗн - Н.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Унта хӗрарӑм-поэтсен вулавӗ пулнӑ тата «Мир цвета глаз женщины» (чӑв. Хӗрарӑм куҫӗн тӗслӗ тӗнче) курав уҫӑлнӑ.
Курав, сӑмах май, 30 ытла ӗҫпе паллаштарать. Пейзажсем, натюрмортсем, портретсем... Курава йӗркелес енӗпе Чӑваш Енри Художниксен союзӗн пайташӗ Светлана Кокель тӑрӑшнӑ.
Музей ертӳҫи Ирина Оленкина пӗлтернӗ тӑрӑх, музейри пултарулӑх каҫӗ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ӑна ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.
Людмила Исаева, Лидия Сарине, Зоя Сывлӑмпи, Светлана Березкина, Нина Пӑрчакан хӑйсен сӑввисене вуланӑ, Людмила Сачкова прозаик тата драматург пултарулӑх планӗпе паллаштарнӑ. Венера Сандомирова чӑваш халӑх юррисемпе романссем юрланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |