(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» кӗнекерен)
1946 ҫулта Мартин Хайдеггер «Поэтсем мӗн тума кирлӗ?» («Wozu Dichter?”) ятлӑ хайлав ҫырать. «Ку тӗнче самани ӑнсӑртран ҫӗмрӗлсе кӗнӗ ҫӗнӗ турра пула ҫаврӑнмасть. Курӑнми, хӑй пирки сас пами пулнӑ турӑ таврӑнни те тӗнче саманине ҫавӑрмасть. Ҫынсем ӑна валли вырӑн хатӗрлемесен, ӑҫта ун таврӑнас? Унӑн ҫутти мӗн пур таврана малтанах витмесен турӑн вырӑнӗ ӑна епле шӑнӑҫтарӗ? «Малтан пулнӑ» турӑсем ҫынсем вӗсем валли тивӗҫлӗ тата тӗрӗс уйӑрнӑ вырӑнсем хатӗрлесе хурсан таврӑнӗҫ». («Поворот этой мировой эпохи не может случиться через внезапное вторжение нового бога или через возвращение старого, восстающего из своей сокрытости. К чему обратится он в своем возвращении, если люди не подготовят прежде для него местопребывания? И как местопребывание бога сможет вместить его, если сияние его божественности прежде не залило своим светом все, что есть? Боги, которые «были раньше», вернутся в «надлежащее время»; т.е. тогда, когда люди предуготовят достойные и верно распределенные места».
Тӗмен хулинчи наци культурине аталанма пулӑшакан «Землячество-Ентешлӗх» фонд ертӳҫи Алексей Павлов Фейсбукра асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ.
Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл тӑрӑхри чӑвашсен ассоциацийӗ 2016-2020 ҫулсенче ӗҫлени тивӗҫтермест. Ассоциацин съездне 1991 ҫулта 200 ытла ҫын хутшӑннӑ, ассоциацин канашне ун чухне кашни районтан суйланӑ-мӗн. Халӗ йӑлт урӑхла тесе палӑртнӑ Алексей Павлов. Ассоциаци халь туса ирттерекен мероприятисене те хурланӑ. Вӗсене ячӗшӗн ирттереҫҫӗ имӗш.
««Ч» саспаллие халалланӑ Чӑваш пичет кунӗнче йӗркелӳҫӗсем сценари ҫырнӑ чух «ч» саспаллирен пуҫланакан сӑмахсен йышне «Чебурашка», «чебуреки», А.Московскин «Чу-ча-чи» таранах кӗртнӗ, «чӑваш» сӑмаха вара темшӗн маннӑ, те ӑнсӑртран, те юри», — тесе ҫырнӑ Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче. Унта сӑмах кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Шупашкарта Пичет кунне уявлани пирки пырать.
Уява хутшӑннӑ Ирина Кузьмина палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑваш Еншӗн чӑвашсем, ҫаплах чӑваш журналистики те, ытти регионсенче ҫуккине тахҫанах хӑнӑхнӑ-ха эпир, ҫавӑнпа республика тулашӗнчи чӑваш кӑларӑмӗсем ҫинчен сӑмахпа аса илессе» вӗсем кӗтмен те.
Чӑвашла калаҫманни пирки те ҫырнӑ «Сувар». Уявра, чӑн та, Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн председателӗ Валерий Комиссаровсӑр пуҫне пӗр ҫын та сцена ҫинче чӑвашла сӑмах каламарӗ. Тутарстанран килнӗ йӑхташӑмӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «калӑн, чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи те мар кунта».
Тутарстанӑн тӗп хулинче, Хусанта, чӑваш художникӗсен куравӗ ӗҫлет. Ӑна кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче асӑннӑ хулари Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче уҫнӑ.
«Навеки вместе» (чӑв. Яланлӑх пӗрле) курава Тутарстанпа Чӑваш Республикисем 100 ҫул тултарнине халалланӑ. Экспозицире Тутарстанри Художниксен союзӗн пайташӗсен тата Чӑваш Енри ӑстасен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ.
Чӑваш Енри художниксем ӗҫсене «Край 100 тысяч песен и узоров» (чӑв. 100 пин юрӑпа тӗрӗ ҫӗршывӗ) ятпа пухнӑ. Хусанти куракансем Михаил Григорян, Анатолий Данилов, Константин Долгашов, Николай Егоров, Вагиз Камалетдинов, Ольга Леонтьева, Мидхат Шакиров тата ыттисен ӗҫӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ, Тутарстанрисенчен — Зуфар Гимаевӑн, Мударис Мингазовӑн, Юрий Бердниковӑн, Рабис Саляховӑн тата ыттисен пултарулӑхӗпе.
Пирӗн республикӑра «Чӑваш киновӗн эрни» акци иртӗ. Кун пирки «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ пӗлтернӗ.
Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ ҫак мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 24-мӗшӗччен пырӗ. Акци Улатӑрта паян уҫӑлнӑ. Вӑл ҫулла Хӗрлӗ Чутайӗнче хупӑнӗ.
Чӑваш киновӗн эрни вӑхӑтӗнче ҫутта кӑларакан фильмсене кӑтартма палӑртнӑ. Программӑра тулли метрлисем те, кӗске метрлисем те, документлисем те пулӗҫ. Кинона культура тата вӗренӳ учрежденийӗсенче кӑтартма палӑртнӑ.
Акцие пуҫараканӗсем — республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ.
Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх художество промыслисен ӑсти Евгения Жачева пулнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑстана республика ертӳҫи хӑй йыхравланӑ.
Ӑстапа ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, тӗлпулӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов тата ыттисем хутшӑннӑ. Хыпарта ҫырнӑ тӑрӑх, тӗлпулӑва Евгения Жачеван ывӑлӗ, Питӗрти Мариински театрти балетӑн концертмейстерӗ Гурий Жачев; Евгения Жачеван вӗренекенӗ, Культура тата ӳнер институчӗн кафедрин заведующийӗ Раиса Васильева та хутшӑннӑ.
Евгения Жачева Михаил ИгнатьевЭлтепере Чӑваш тӗррин музейне йӗркеленӗшӗн тав тунӑ-мӗн.
2020 ҫулта чӑваш халӑх писателӗ, драматургӗ, прозаикӗ, режиссерӗ, актерӗ, тӑван тӑрӑхри сывлӑх сыхлавӗн йӗркелӳҫисенчен пӗри, Петр Осипов, ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче астӑвӑм каҫӗ йӗркеленӗ. ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие йӗркелекенӗсем – Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина тата музейри ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова.
Петр Осипов республикӑра сывлӑха сыхлас ӗҫ министрӗ пулнӑ. Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав, Халӑхсен туслӑхӗ, «Хисеп палли» орденсене тивӗҫнӗ. Унӑн ятне Чӑваш АССР Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп кӗнекине ҫырса хунӑ.
Петр Осиповӑн пултарулӑхне хак пама, ӑна сума сума асӑну каҫне ҫыравҫӑсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем хутшӑннӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта «Христос ҫутти» конкурс иртет. Вӑл Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче концерт залӗнче 13 сехетре уҫланӗ.
Конкурса сусӑрсем хутшӑнӗҫ. Вӗсен йышӗнче тӗлӗнмелле каччӑ пулӗ. Вӑл – Тутарстанран. 19 ҫулти Алексей Романов – 1-мӗш ушкӑн сусӑрӗ, унӑн алӑ тупанӗ, пӳрнисем ҫук. Ҫӳлерех асӑннӑ шкул директорӗ Наталья Ванеркина каланӑ тӑрӑх, ҫапах каччӑ пианино калать.
Палӑртмалла: кунашкал конкурс Шупашкарта пӗрремӗш хут иртӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, Чӑваш тӗррин музейӗнче Анастасия Андреева ӑстан «Анастасийӑн тӗрӗри пурнӑҫӗ» куравӗ уҫӑлнӑ.
Анастасия Васильевна «Паха тӗрӗ» художество промыслисен фирминче ӗҫлет. Кураври унӑн ӗҫӗсем художникӑн пурнӑҫ ҫулне кӑтартаҫҫӗ. Куравра унӑн ҫамрӑк чухнехи ӗҫӗсем те вырӑн тупнӑ. Ал тутрисем те, алшӑллисем те, хыҫлӑ ҫемҫе пукан ҫине сармаллисем те ӑсталать, тӗртет. «Паха тӗрӗне» ӗҫе вырнаҫсанах сӑнавлӑ лабораторире пир тӗртекенте тӑрӑшнӑ.
Курав уҫнӑ ҫӗре Шупашкар районӗнчи Атайкассинчи «Атай» халӑх юррин ансамблӗ (ертӳҫи — Геннадий Якимов) пырса ҫитнӗ. Курава ӑшӑ сӑмах каласа уҫма республикӑн Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина хутшӑннӑ. Художника вӑл культура министрӗн Тав хучӗпе чысланӑ.
Ыран, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрне «Моя жизнь – театр / Пурнӑҫӑм — театр» кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. Кӗнекене СССР халӑх артистне, маларах асӑннӑ театрӑн тӗп режиссерне Валерий Яковлева халалланӑ. Хӑтлав 17 сехетре пуҫланӗ. Кайран «Эс ман чунра (Пихампар чунӗ манра)» спектакль кӑтартӗҫ. Ку ӗҫе режиссер тата художник-постановщик пулса Валерий Яковлев лартнӑ.
СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Валерий Яковлев 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче 80 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Чӑваш кӗнеке издательствинче «Моя жизнь – театр/ Пурнӑҫӑм – театр» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна издательство Федерацин пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентствин гранчӗпе пичетленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.01.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӳкеҫре хут вӗрентекен шкул уҫнӑ. | ||
| Ухсай Мария Дмитриевна, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗнӗ ял» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимухха Хӗветӗрӗ, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ. | ||
| Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |