Чӑваш Енри шкул ачисем Питӗрте пулнӑ.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи шкул ачисене Питӗрте пухасси 2013 ҫултанпа йӑлана кӗнӗ. Ҫавӑ «Культура» наци программипе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ. «Град Петров» культурӑпа ҫутӗҫ программипе килӗшӳллӗн кӑҫаь Питӗре 6,5 пин ытла ачана кӑтартма палӑртнӑ. Вӗсем — вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыракансем, спортра, тӗрлӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче палӑрнисем. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Инҫе ҫула ҫывӑхлатма тӑкакланнине Раҫҫей Культура министерстви саплаштарнӑ.
Ҫурҫӗр тӗп хулипе Чӑваш Енри 60 ача паллашнӑ, ҫав шутран 30-шӗ — Канашран.
Ачасем Нева проспекчӗпе, Кермен тата Сенат лапамӗсемпе, ытти паллӑ вырӑнта уҫӑлса ҫӳренӗ. Эрмитажра вӑхӑта самай ирттернӗ, Мариински театрта...
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Что творят мужчины?» спектакль пулӗ. Унта Раҫҫейри паллӑ актер Сергей Астахов вылӗ.
Камитри ӗҫсем 1920 ҫулта Петроградра пулса иртеҫҫӗ. Спектакльте интереслӗ сценӑсем нумай. Актерсем камите пуҫӗпех кӗрсе ӳкеҫҫӗ – вӗсем ҫав вӑхӑтра пурӑнаҫҫӗ тейӗн.
Ҫавӑн пекех камитре Александр Горшков, Олег Гербутов вылӗҫ. Билетсем 600-1100 тенкӗ тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енри тӗрӗ ӑстисем Чӑваш тӗрррин кунӗ пирки ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ӑстасем Михаил Игнатьев Элтеперпе юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тӗл пулнӑ. Курнӑҫу Чӑваш тӗррин музейӗнче иртнӗ. Унта чӑваш халӑхӗн пуян культура эткерлӗхне упраса хӑварас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ.
Тӗрӗҫӗсенчен пӗри, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева, Чӑваш тӗррин кунне йышӑнма сӗннӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ун пек кун ӳнерӗн ҫак енӗпе халӑха кӑсӑклантарма, ӑстасен опытне анлӑ сарма пулӑшӗ.
Паян, сӑмах май, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче преподавательсем студентсене халӑх ӳнерӗпе ҫывӑхлатаҫҫӗ.
Ӑстасем тӗлпулӑва хӑйсен ӗҫӗсене илсе пынӑ.
Югра кӗпӗрнаттӑрӗ Наталья Комарова Раҫҫей Патшалӑх Думин Национальноҫсен ӗҫӗсен комитечӗн «Обеспечение гарантий прав, защита исконной среды обитания и традиционного образа жизни коренных малочисленных народов Севера, Сибири и Дальнего Востока» (чӑв. Ҫурҫӗрте, Ҫӗпӗрте тата Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче пурӑнакан сахал йышлӑ вак халӑхсен правине, вӗсем пурӑнакан вырӑнне тата йӑли-йӗркине сыхласси) «ҫавра сӗтелне» хутшӑннӑ.
Юграра вак халӑхсен: хантсен, мансисен, ненецсен — йышӗ 30 пинтен иртет. Вӗсен йӑли-йӗркине тата чӗлхине манӑҫтарас мар тесе регионта фольклор, йӑла-йӗрке, йӑлана кӗнӗ хуҫалӑхри ӗҫ-хӗл ҫинчен тӗрлӗ саккун кӑларнӑ.
Маларах асӑннӑ комитет ертӳҫи Ильдар Гильмутдинов Югра опытне ытти ҫӗрте те усӑ курмаллине палӑртнӑ.
«Артист пурнӑҫӗ витӗр чӑваш театрӗн историне сӑнлани» тенӗ кӗнекен хуплашки ҫинчех. Ҫавӑнпа эпӗ ку хулӑн кӗнекене (Надежда Кириллова. Ман поэзи театрӗ — Мой театр поэзии. Чебоксары 2018. Вырӑсла, чӑвашла. — 560 с.) ҫав курӑм витӗрех вуласа тухрӑм.
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче виҫӗ теҫетке ҫул (1983–2013) выляса, Надежда Кириллова халӑх юратакан тава тивӗҫнӗ артистка, Митта Ваҫлей премийӗн лауреачӗ, режиссер, театровед пулса тӑчӗ. Чӑваш хумсасӗпе (радиопа), инҫекурӑмпа (телевиденипе) тата вун-вун шилӗк ҫинче сӑвӑ ӑста каланипе палӑрчӗ вӑл. Чӑваш поэзийӗн театрне турӗ, тӑван сӑмах илемӗпе янӑравлӑхне халӑх киленмелӗх кӑтартма пултарчӗ.
Эпир ача чухне сӑвӑ-юрӑ ушкӑнӗсем кашни лайӑх шкултах ӗҫлетчӗҫ, сӑвӑ пӑхмасӑр каласа уявсенче ӑмӑртман ача юлманпа пӗрехчӗ. Халӗ те нумай вӗсем. Вӑтанманраххисем вара «литература кружокӗ» тенипе ҫырлахмаҫҫӗ, хӑйсене «поэзи театрӗ» теҫҫӗ. Маншӑн поэзин чӑн-чӑн театрӗ пекех туйӑнатчӗ Ираклий Андронников вилӗмсӗр Лермонтовпа ун сӑввисем ҫинчен тӗлӗнмелле каласа пани тата хальхи саманара Питӗр хулинчи Светлана Крючкова артистка кӑтартакан вырӑс поэзийӗн концерчӗсем.
Ҫак кунсенче республикӑри театрсемпе концерт учрежденийӗсенче ҫӗнӗ сезон уҫаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх симфони капелли куракансене концерта йыхравланӑ. Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 96-мӗш пултарулӑх сезонне уҫнӑ. Ушкӑна нумай-нумай ҫул ӗнтӗ Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссер пулса ертсе пырать.
Программӑра ылтӑн фондри юрӑ-ташӑпа пӗрлех ҫӗннисем те пулнӑ. «Пӗр хӑмапа» ятлине Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Попова лартнӑ, «На завалинке» тата «Ожидание» — Геннадий Крылов ҫамрӑк балетмейстер. «Шура-шурӑ Шупашкар» вокалпа хореографи сюитине те куракансем кӑмӑлтан йышӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли 52-мӗш концерт сезонне уҫнӑ. Ушкӑнӑн илемлӗх ертӳҫи, тӗп дирижерӗ — Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин.
Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнӑ ятпа артистсене ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Кирилл Павлов саламланӑ. Вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе артистсене чечек карҫинкки парнеленӗ.
«От первого мгновенья до последнего…» (чӑв. Пӗрремӗш самантран пуҫласа юлашкиччен) концерта Микаэл Таривердиевӑн пултарулӑхне халалланӑ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче «Ожидание» моноопера янӑранӑ. Ӑна Микаэл Таривердиев Роберт Рождественский сӑввипе ҫырнӑ. Дирижёрӗ – Чӑваш Республикин ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Яклашкина. Иккӗмӗш пайне композитор кино валли ӳкернӗ кӗвӗсем янӑранӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Национальная классика на сцене современного театра» (чӑв. Хальхи театрӑн сцени ҫинчи наци классики) семинар-практикум иртнӗ. Ӑна СССР халӑх артисчӗ, режиссер тата педагог Валерий Николаевич Яковлев ертсе пынӑ.
Семинар-практикума Антон Чехов пьеси тӑрӑх хатӗрлекен «Пилӗк пӑтлӑ юрату» (Чайка) спектакль репетицине ирттернӗ май йӗркеленӗ. Аса илтерер, сцена ҫине ку спектакль пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухӗ. Ҫав кун Валерий Яковлев режиссерӑн спектаклӗсен фестивалӗ уҫӑлӗ.
Семинар-практикумра хальхи театрти режиссура ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Унта режиссерсем, режиссера вӗренекенсем, театр ӗҫӗпе кӑсӑкланакансем хутшӑннӑ.
Раҫҫейри кӗнеке кӑларакансен ассоциацийӗ «Лучшие книги года» (чӑв. Ҫулталӑкри чи лайӑх кӗнеке) конкурса пӗтӗмлетнӗ. Издательство ӑмӑртӑвӗ кӑҫал 28-мӗш хут иртнӗ. Унта 153 издательство хутшӑннӑ. Конкурса вӗсем 700 ытла кӗнеке тӑратнӑ.
Экспертсем Чӑваш Енри виҫӗ кӗнекене Раҫҫейри чи лайӑх 50 кӑларӑм йышне кӗртнӗ. Вӗсен шутӗнче — Ю.В. Викторовӑн «Чувашская станковая живопись» монографийӗ, КВ. Ивановӑн «Нарспи» поэми, чӑваш халӑх юмахӗсен «Золотая сумка» пуххи.
«Чувашская станковая живопись» кӗнекене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн фондӗнчи фоторепродукцисемпе капӑрлатнӑ. «Нарспи» вара пӗлтӗр пичетленнӗ. Поэмӑна унта чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла кун ҫути кӑтартнӑ. Ӳкерчӗксемпе ӳкерчӗксен фрагменчӗн авторӗ — Анатолий Миттов живопись ӑсти тата график. «Золотая сумка» юмахсен пуххине Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Виктор Бритвин илемлетнӗ.
Питӗр хулинче Чӑваш культурин кунӗсем иртнӗ. Ӑна йӗркелеме асӑннӑ хулари Нацисем хушшинчи хутшӑнусем тата миграци политикине аталантарассипе ӗҫлекен комитет, Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата ытти хӑш-пӗр ведомство хутшӑннӑ. Ҫав шутра Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗ те.
Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ май унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольпе пулассине эпир хыпарланӑччӗ-ха.
Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен обществи хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Чӑваш культурин кунне юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
«Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗ ирттерекен мероприятисене пула нумай енлӗ чӑваш культури хула ҫыннисемшӗн ҫывӑхланать», – тенӗ Нацисем хушшинчи хутшӑнусем тата миграци политикине аталантарассипе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Сергей Репкин.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |