Шупашкарта ҫак кунсенче Пӗтӗм чӑвашсен 4-мӗш «Асам» кинофествалӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗн вулаканӗсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Фестиваль программинчи тӗрлӗ фильм хушшинче — Юрий Скворцов хайлавӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Амаҫури» фильм та пур. Ӑна Шупашкар районӗнчи Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класс ачисем тӗнче тетелӗнче пӑхнӑ. Асӑннӑ шкулта чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, фильма ачасем шкулти программӑпа килӗшӳллӗн Юрий Скворцовӑн «Амаҫури анне» хайлавне вуланӑ хыҫҫӑн курса тӗлӗннӗ.
«Юрий Илларионовичӑн психологилле хайлавӗсем ҫыннӑн чун-чӗринчи пӑшӑрханӑвне, кулянӑвне, вӑл мӗн шухӑшланине тарӑннӑн кӑтартаҫҫӗ. Ҫакна курса ӗненчӗҫ те ӗнтӗ ачасем. Хайлав тӑрӑх ӳкернӗ фильма курсан 5 класс ачисем Митьӑшӑн ҫав тери пӑшӑрханчӗҫ, ӑна хӗрхенчӗҫ», — тет Алина Николаева вӗрентекен.
Фильм режиссерӗ Н.Семенов, А. Ефремов оператор, В.Карсаков сценарист, О. Изванова, А. Бельская тата ыттисем те асӑннӑ фильм пысӑк пахалӑхлӑ пултӑр тесе нумай тӑрӑшнине те палӑртнӑ ачасем.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паллӑ ентешӗмӗре, СССР халӑх артистне Максим Михайлова халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ иртнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ пулӗ. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑл гала-гонцертпа хупӑннӑ.
Театр ӳнерне пур енлӗн хаклакан Маргарита Красотина журналист (вӑл «Советская Чувашия» хаҫатра ӗҫлет) гала-концертра пулнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн шухӑшне Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Ӑсталӑх тӗрлӗ шоусӑрах тыткӑнлать. Драма артисчӗсем пӗр пуканпа тухаҫҫӗ те мӗн пултарни тӳрех курӑнать. Оркестр умне юрӑҫ тухса юрлать залра шӑплӑх хуҫаланать. Куҫ алчӑракан шоу — айккинелле пӑракан манёвр, ялтӑркка, чылай чухне пушӑлӑха хуплани. Шоупа ялтӑркка ҫукран эпӗ гала-концертсене юрататтӑм», — тесе ҫырнӑ Маргарита Красотина. Опера фестивалӗнчи гала-концерт тӗрлӗ тумлӑ арисемпе декорацисенчен тата татти-сыпписӗр видеоран тӑнӑ иккен.
Михаил Журков «Фавортикӑри» Альфонсо патша арине юрланине сӑнлакан сӑнӳкерчӗке вырнаҫтарнӑ журналист хӑйӗн страницине. «Патшана вӑл хрустальсӗр те сӑнарлама пултарать», — пӗтӗмлетнӗ ӑста журналист.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» IV кинофестивалӗ уҫӑлчӗ. Ҫавна май ӗнерех пресс-конференци иртнӗ. Йӗркелӳҫӗсем унта пуҫтарӑннисен ыйтӑвӗсене хуравланӑ, фестиваль ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Енри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков культурӑн ҫак енне патшалӑх енчен пулӑшу кӳресси ҫинчен калакан саккун йышӑнасси пирки ӗмӗтленет. Ҫак шухӑша вӑл пресс-конференцире кӑна мар, фестиваль уҫӑлас умӗн тухса калаҫнӑ чух та палӑртнӑ. Ҫӗршывӑн тепӗр регионӗсенче ун пек саккун пур-мӗн. Тӗслӗх вырӑнне Калининград облаҫне асӑнса хӑварнӑ.
Аса илтерер: кинофестиваль иртнӗ май фильмсене виҫӗ кун кӑтартӗҫ. Раштавӑн 6-мӗшӗнче 14 сехетре «Асам» IV кинофестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ.
Ноябрӗн 29-мӗшӗнче Иккассинчи пултарулӑх ҫуртӗнче пирӗн ентеш, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, тӗпчевҫӗ, вӗрентекен Николай Васильевич Шупуҫҫынни (Васильев) ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа «Поэт каллех утать ялтан яла» ятлӑ асӑну каҫӗ иртрӗ. Ял халӑхӗ , килнӗ хӑнасем малтанах Н.В.Шупуҫҫыннин пурнӑҫӗпе пуларулӑхне халалланӑ куравпа паллашрӗҫ.. Кунта Николай Васильевич ҫинчен хатӗрленӗ тӗпчев ӗҫӗсем, хаҫатра ҫырса кӑларнӑ статьясен пуххи, фотоальбомсем.
Антонина Михайловна Михайлова, библиотека ертӳҫи, асӑну каҫне Стихван Шавли ҫырнӑ «Шупуҫҫынни» ятлӑ сӑввипе уҫрӗ. Залра пухӑннӑ ял халӑхне пирӗн ентеше хисеплесе килнӗ хӑнасемпе паллаштарчӗ. Ҫыравҫӑн пултарулӑхне хак парса Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессорӗ Родионов Виталий Григорьевич, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗчен доценчӗ Софронова Ирина Владимировна тухса калаҫрӗҫ. Тӗл пулӑва ҫавӑн пекех Шмелева Н.П тата А.Л. Шпаннагель поэтсем хутшӑнчӗҫ .
Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рамиль Гаязетдинович Гельметдинов пӗрле пухӑнса Н.В.Шупуҫҫыннин кунне паллӑ тунипе кӑмӑллӑ пулнине палӑртрӗ, хӑнасене хисеплесе килнӗшӗн тав турӗ.
Аякри Бурят Республикинче Чӑваш культурипе литературин кунӗсем иртӗҫ. Ҫак мероприятие асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен ентешлӗхӗ (ертӳҫи — Надежда Колесникова) йӗркелесе ирттерет.
Ӳркенмен те хастар Надежда Колесникова Чӑваш культурипе литературин кунне йӗркелес тесе Раҫҫей Президенчӗн грантне ҫӗнсе илме пултарнӑ. «Чуваши Бурятии» (чӑв. Бурят Республикинчи чӑвашсем) ят панӑ вӑл проекта. Чӑваш культурипе литературин кунӗсем асӑннӑ тӑрӑхра раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен пырӗҫ. Ҫавна май чӑваш культурипе паллаштаракан фотокурав уҫӑлӗ, чӑвашсен тӗнчери вырӑнӗ пирки Дмитрий Мадуров скульптор, историк, культуролог каласа кӑтартӗ, Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова регионти ҫыравҫӑсемпе «ҫавра сӗтеле» хутшӑнӗ. Роза Данилова (Степанова) артистка, Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертӳҫи Ирина Удалова та Бурят Республикинчи сумлӑ мероприятие хутшӑнӗҫ. Сӑмах май каласан, ҫак йӗркесен авторне те Надежда Колесникова инҫе ҫула йыхравланӑччӗ. Шел те, кайма май килмерӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чап-чап уйӑхӗ» ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта Александр Григорьевӑн, Трофим Иванов-Таҫукӑн тата Юрий Терентьевӑн тата Эстонире пурӑнакан Дина Гаврилован кулӑшла калавӗсем кӗнӗ. Вӗсене пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ — Галина Антонова, ӳнерҫи — Петр Сергеев. Кӗнекере ХХ ӗмӗрти хӑйне евӗрлӗх сӑнарланнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Раштавӑн 3-мӗшӗнче кӗнекене Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче хӑтлӗҫ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Дина Гаврилова Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» фестивальне килнӗ. Ҫав вӑхӑтра киносен питчингне ирттерӗҫ. Дина Гаврилован ӗҫӗ те ҫавӑнта хутшӑнӗ.
Дина Гавриловӑпа Чӑваш Ен наци вулавӑшӗнче раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 18 сехетре тӗл пулма май килӗ.
Раштав уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче IV Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗ иртмелле. Ҫапла-ҫапла, раштав пуҫламӑшӗнче пулӗ вӑл. Чӑваш халӑх сайтне тимлӗ вулакансем вӑл чӳк уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче иртессине эпир пӗлтернине манман-тӑр-ха. Фестиваль кунне мӗншӗн куҫарни пирки ҫак йӗркесен авторне Чӑваш Енри Кинематографистен союзӗн ертӳҫинчен Олег Цыпленковран ыйтса пӗлме май килчӗ. Малтан палӑртнӑ вӑхӑтра кинозалсем пушӑ пулман.
Аса илтерер: «Асам» кинофестиваль иртнӗ май киносценарисен питчингне йӗркелӗҫ.
Кинофестиваль мӗнлерех иртесси пирки Олег Цыпленков «Россия 2» (чӑв. Раҫҫей 2) телеканалпа «Вести. Интервью» кӑларӑма та каласа кӑтартнӑ иккен. Марина Карягина тележурналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Михайловичӑн сассинче савӑнмалли те, кулянмалли те сисӗннӗ.
«Калама ҫук лайӑх хыпар» шутӗнче Шупашкарти «Солнечный» микрорайонти икӗ урама И.С.Максимов-Кошкинскипе Тани Юн ятне панине кӗртнӗ. «Савӑнтарман хыпарӗ вара ҫакӑ: кӑҫалхи IV кинофестиваль валли укҫа-тенкӗ ҫукран ӑна нимелле ирттерме тивет. Пулӑшас кӑмӑллӑ уйрӑм ҫынсем союза ертсе пыракансемпе ҫыхӑнма кая юлман-ха», — ҫырнӑ Марина Карягина.
Нумаях пулмасть Сербин тӗп хулинче, Белградра, «Алма» издательствӑра, Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн сербла куҫарнӑ сӑввисен «Мелодия ночи» (Каҫ кӗвви) ятлӑ пуххи кун ҫут курнӑ. Унта чӑваш поэчӗ тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем — «Ҫичӗ кӗлӗ», «Илемпи», «Телейлӗ лӗпӗш», «Салтак арӑмӗ», «Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм» т.ыт.те — кӗнӗ. Вӗсене пурне те сербсен ку чухнехи питех те пултаруллӑ поэтесси тата куҫуруҫи Даяна Лазаревич куҫарнӑ.
«Каҫ кӗвви» кӗнекен умсӑмахне чӑваш халӑхӗн ҫывӑх тусӗ, Беларуҫ Республикин Информаци министрӗ Александр Карлюкевич ҫырнӑ.
Асӑннӑ кӗнекен хыҫсӑмахе ҫыраканӗ вара — серб халӑхӗн тӗнчипе паллӑ прозаикӗ тата публицисчӗ Милутин Джуричкович доктор. Вӑл чӑваш поэчӗн Даяна Лазаревич сербла куҫарнӑ сӑввисене пысӑка хурса хакланӑ.
«Каҫ кӗввисем» кӗнекене вулакансем В. Туркай биографийӗпе те паллашма пултараҫҫӗ.
Кӗнеке тиражӗ – 200 экземпляр.
Паян иртнӗ Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗпе ҫыхӑннӑ калаҫу та пулнӑ.
Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков филармони коллективне тытса тӑни республикӑн тӗп хулин хыснине тӑкак кӳнине палӑртнӑ. Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, коллектива е Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн, е Трактор тӑвакансен культура керменӗн йышне кӗртмелле.
Республикаӑн культура министрӗ Константин Яковлев филармонире реконструкци вӗҫлениччен хула хыснинчен куҫарасшӑн маррине палӑртнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев филармони артисчӗсем чӑн-чӑн профессионалсем пулнине кура коллектива упраса хӑвармаллине татӑклӑн каланӑ. Филармонипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва яваплисем ҫывӑх вӑхӑтра тишкерӗҫ.
Шупашкарти кинотеатрсенчен пӗрне пынӑ ҫынна кинозала апатпа кӗртмен. Ҫавӑн пирки республикӑри МИХсенчен пӗринче ҫырса кӑтартнӑ. Кинозала кӗрейменни — асӑннӑ хаҫатӑн журналисчӗ иккен.
Арҫын шухӑшланӑ тӑрӑх, кинотеатрта Потребительсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑсаҫҫӗ. Вырӑнти барта илнӗ апатпа кӗме чармаҫҫӗ иккен. Анчах урӑх ҫӗртен туяннипе ирттермеҫҫӗ. Кинозала кӗрес умӗн хуралҫӑ апата тӗрӗслет.
Журналист кино та курайман, ӑна билет укҫине те тавӑрса паман.
Ҫак хыпара вуланисенчен хӑшӗсем кино пӑхнӑ вӑхӑтра чӑмласа ларнине хурлаҫҫӗ. «Хам пулсан тортпа тата пӗр тарелка яшкапа кайнӑ пулӑттӑм. Кино пӑхнӑ вӑхӑтра начарланса кайӑп тата», — йышши тӑрӑхласа ҫыракан та тупӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |