Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Чӑвашкино» студине госархивпа пӗрлештерес тени сумлӑ студие пӗтерсе лартас тенипе тан (уҫӑ ҫыру)

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Халӑх 19.10.2021 18:13 | 4115 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Чӑваш Республикин пуҫлӑхне

О.А. Николаева

 

Хисеплӗ Олег Алексеевич!

Эпир, шӑпа хушнипе Чӑваш Республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑратпӑр.Чӑваш республикипе унӑн Шупашкар шӗкӗр хули тӗнчери мӗнпур чӑвашсемшӗн чӗлхепе культура центрӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавна пула Эсир, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ пулнӑ май, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн лидерӗ пулса тӑратӑр. Ҫавӑнпа Сирӗн тӑван чӗлхешӗн тӑрӑшакан принциплӑ позицирен чӑваш чӗлхипе культурин малашнехи аталанӑвӗ тӳррӗн килет.

Юлашки 20 ҫул хушшинче тӗнчери чӑваш культурипе чӗлхин центрӗ пулса тӑракан Шупашкар хулинче пӗрин хыҫҫӑн теприне чӑвашла тухакан журналсене, хулари чӑваш колледжӗсене хупни, хулара тата республикӑра ача сачӗсенче, шкулсенче чӑваш чӗлхине хӗсни, ӑна ачасен ашшӗ-амӑшӗсем умӗнче пропагандӑламанни, патшалӑх учрежденисенчен чӑваш чӗлхипе усӑланнине хӗссе кӑларни, унпа ӗҫре хут-хура ҫырманни, Ӑслӑлӑхпа ӳнер академине, Наци лицейне аркатни, хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетне хупасси ҫинчен хыпар тата ытти те пире Чӑваш Республикинче тата Шупашкарта чӑваш чӗлхипе культурине пӗтерсе лартас кампани пыни ҫинчен тарӑн шухӑшлаттарать,пӑшӑрхантарать, тарӑхтарать.

ЧР министрсен Канашӗн "О реорганизации бюджетного учреждения "Госархив современной истории ЧР" проекчӗпе "Чӑвашкино" студине госархивпа пӗрлештерес тени те ҫак сумлӑ студие пӗтерсе лартас тени вырӑнне хуратпӑр. Анчах "Чӑвашкинона" ниепле те пӗтерсе лартма юрамасть.Мӗншӗн тесен вӑл пӗтӗм тӗнчери чӑвашсемшӗн культура еткерӗ пулса тӑрать. 95 ҫул каярах ӑна пултаруллӑ режисер И. Максимов- Кошкинский, ҫыравҫӑ тата драматург Н. Мранькка, актриса Тани Юн тата ыттисем уҫнӑ. Хальхи Тутар, Пушкӑрт, Удмурт, Якут тата ытти республикӑсенче киноискусствона аталантармалли программӑсем пурнӑҫа кӗнӗ вӑхӑтра Чӑваш республикинче "Чӑвашкинона" пӗтернине эпир киревсӗр ӗҫ вырӑнне хуратпӑр, ҫакӑнпа татӑклӑн килӗшместпӗр.

Ҫак Ҫырӑва, Эсир малашне Чӑваш республикинче чӑваш чӗлхипе культурине аталантарас ӗҫре пысӑк витӗм парассине тата "Чӑвашкинона" хуптармассине шанса ҫыратпӑр.

Сире, Олег Алексеевич, яваплӑ ӗҫӗрте ӑнӑҫу тата сывлӑх сунатпӑр!

 

2021 ҫул, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗ.

 

Микул Ишимбай (Иванов) – Пушкӑрт енчи „Шуратӑл” литпӗрлешӳ ертӳҫи (Ишимбай), РФ татаЧӑваш республикинчи ҫыравҫӑсен союзӗнче

Аркадий Русаков – Пушкӑрт енчи ҫыравҫӑ, поэт, РФ тата Чӑваш республикинчи ҫыравҫӑсен союзӗнче, Федоровка

Геннадий Челпир (Тимофеев) - Пушкӑрт енчи ҫыравҫӑ, поэт, РФ тата Чӑваш республикинчи ҫыравҫӑсен союзӗнче, (Стерлитамак)

Зинаида Сурпан (Семенова) - Пушкӑрт енчи ҫыравҫӑ, поэт, РФ тата Чӑваш республикинчи ҫыравҫӑсен союзӗнче (Федоровка тӑрӑхӗнчи Ашкатар ялӗ)

Алексей Емельянов – Пушкӑрт енчи ҫыравҫӑ, „Шуратӑл” литпӗрлешӳре (Белебей)

Анатолий Ефремов – Пушкӑрт енчи тата Ямал енче паллӑ чӑваш активисчӗ, (Кумертау)

Ярухха Витти (Ерохин) – Пушкӑрт енчи таврапӗлӳҫӗ (Стерлитамак),

Петр Русаков - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи краевед – историк (Кинчеккей ялӗ)

Анна Ремпель – Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑвашсен „Канашӗн” ертӳҫи

Волков Владимир Ильич - Пушкӑрт енчи чӑваш активисчӗ (Стерлитамак)

Анатолий Русаков - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ

Алевтина Русакова - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ

Петров Петр Архипович - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ

Елена Газизова - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ (Ашкатар ялӗ)

Семенов Валерий Петрович - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ

Антонина Семенова - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ

Анатолий Антонов - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ

Елена Данилова – Пушкӑрт енчи Слакпуҫ тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ

ЧӖМПӖР : Микулай Павловский – блогер

ПЕНЗА: Васильев Михаил Васильевич – чӑваш активисчӗ

ШУПАШКАР: Иванова Елена Анатольевна - чӑваш активисчӗ

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#политика, #культура, #Чӑвашкино, #уҫӑ ҫырусем, #ҫырусем, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2021.10.19 18:16
Аçтахар Плотников
Ку ҫырӑва паян ярса пачӗҫ. «Чӑвашкино» бренда сыхласа хӑварасси пирки хыпар пур паян. Анчах сыхласа хӑварас ӗҫе Наци телерадиокомпани ҫумӗнче йӗркелесшӗн имӗш. Ыйтӑва ыран татса парӗҫ тет-и...
Ҫавах ҫырӑва, ярса панӑскере, вырнаҫтартӑм (халь анчах лартма май пулчӗ, паян вырӑнта пулман).
Agabazar // 3066.51.1900
2021.10.19 20:16
Agabazar
Новосибирск облăçĕнче Чăвашкино ятлă ял та пур. Чулым районĕнчи Кокошино ял тăрăхне кĕрет.
Базиль Кириллов // 1435.81.1268
2021.10.20 07:42
"ЧувашкинО" мар ЧувАшкино ятлă, чăваш киновĕпе çыханман, пĕр-пер Ивашкино евĕрлĕ.
Agabazar // 3066.51.1900
2021.10.20 11:21
Agabazar
Чăвашкино ял пирки ак кунта пĕр-ик сăмах — https://ru.wikipedia.org/wiki/Чувашкино_(посёлок)

Базиль Кириллов, Чăвашкино ялăн историне пĕлместĕн вĕт. Чуххăмла калаçатăн. Эп те пĕлместĕп. Анчах та унашкал ял чăнах та пур.
Каллималлин // 2059.47.9219
2021.10.20 19:32
Кӑна путек те ӑнланать, ку Акапасаршӑн кӑна "открыти". Хӑй айванлӑхӗнчен пӗртте вӑтанмасть, апӑрша.
Agabazar // 3066.51.1900
2021.10.20 23:57
Agabazar
Мĕн ăнланан? Мĕнле ятарлă инфа пур санăн?
Евразиец // 1977.69.9930
2021.10.22 13:47
Здесь не чувашКино или ЧувашКино, а ЧУ-ВАШКИНО и не Чăвашкино, а ЧăВАшкино - ЧăВАШКИНО. И ЧувАшкино верно. Чувашская Ашкино.
Зоя Романова // 2159.37.4697
2021.10.22 18:39
Хотелось бы знать уровень профессионального образования действующих сотрудников Чувашкино. Есть ли среди них профессиональные кинорежиссеры, киносценаристы и операторы? В том числе наличие профессионального образования у руководства Чувашкино.
Agabazar // 3066.51.1900
2021.10.22 19:17
Agabazar
Каллех тĕлли-паллисĕр сÿпĕлтетеççĕ. Алăра шанчăклă çăлкуç пулмасан, мĕн калани пĕтĕмпех навуса куçать.

Интернетра «Земля Чулымская, мой край родной» кĕнкерееке пур. Çав кĕнекере Чувашкино ял 1913-мĕш çулта никĕсленнĕ тенĕ.

Мĕне пĕлтерет ку?

Ку пĕлтерет ял ячĕ Чăвашкино студипе пачах та çыхăнманнине.

Анчах та ялĕ çапах та пур. Пур япалана çук теейместĕн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем