Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Слакпуҫӗнче историпе культура центрӗ пулӗ-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 09.04.2021 07:47 | 1909 хут пӑхнӑ
Культура

Пушкӑртстанра Слакпуҫӗнче историпе культура центрӗ пулассипе пулмассине пӗр ларура сӳтсе явнӑ. Кун пирки Пушкӑрт Республикинчи чӑвашсен канашӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Ларӑва асӑннӑ республикӑри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗн директорӗ И.З. Султанмуратов, Пелепей район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А.П. Смородин, Слакпуҫ ял хутлӑх администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Ю. Андреев, Пушкӑртстанри чӑвашсен Канашӗн председателӗ Л.И. Мурманская, «Асра тытчӑр» проект авторӗ, Пушкӑртстанри чӑвашсен канашӗн ветерансемпе тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комиссийӗн председателӗ Б.Е. Гордеев, ПР Культура министерствин этноконфесси уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ А.Б. Хасанов, А.Х. Зулькарнаева тӗп специалисчӗ хутшӑннӑ.

Борис Гордеев Слакпуҫ паллӑ ял пулни, унта чӑваш поэзийӗн классикӗ Константин Иванов, чӑваш халӑх поэчӗ Яков Ухсай, Совет Союзӗн Геройӗ Николай Павлов ҫуралса ӳсни ҫинчен каларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче историпе культура центрӗ тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Борис Ефимович этнокультура комплексӗнче халӑх архитектурипе, пурлӑх культурипе, чӑваш халӑхӗн илемлӗ пултарулӑхӗпе паллаштаракан экспозицисем вырнаҫтарма, наци кухнине ас тивсе пӑхма, сувенир продукцийӗсем сутма, чӑваш чӗлхине вӗрентекен семинарсем йӗркелеме тата чӑваш культурипе кулленхи пурнӑҫне уҫса паракан ытти аспектсемпе паллаштарма сӗннӗ. Ун пек объектсем йӗркелени чӑвашсене, уйрӑмах ҫамрӑк ӑрӑва, наци культурине, тӑван халӑха юратма, хисеплеме вӗрентсе ӳстерӗччӗ, хамӑр культурӑн манӑҫа тухса пыракан тӗсӗсене, ӑсталӑхӗсене, ал ӗҫӗсене аталантарма май парӗччӗ. Ҫапла майпа Слакпуҫ ялне регионти паллӑ брендсен шутне кӗртме пулӗ.

Ларӑва килнисем проекта сӳтсе явас ӗҫе хастар хутшӑннӑ.

Калаҫура историпе культура центрне пурнӑҫа кӗртессипе, укҫа-тенкӗ тупассипе, кадрсемпе тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.

#чӑвашлӑх, #Слакпуҫ, #Пушкӑртстан, #культура, #Пелепей районӗ, #

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 2893.88.1234
2021.04.09 13:45
Пелтер Слакпус таврари чаваш ялсен активисчесем юнашар сыснасене ерчетекен комплекс тума пуслана синчен нумай шавларес. Сахавсене сырчес, пухусене иртерчес, суда пачес. Унта сыснасен комплексне тусан, унта чавашсене пуранма май пулмасть.
Сак синчен пухавенче ыйту хускатрес-и?!
Agabazar // 6475.8.8922
2021.04.09 15:11
Agabazar
Унта К. Иванов музейĕ тата Я. Ухсай музейĕ пур.
Анонимла // 1985.46.2169
2021.04.09 22:18
Унсӑр пуҫне ятарлӑ паркра Константин Иванова пытарнӑ вырӑн, унӑн палӑкӗ... Ҫавсене тата ыттисене буклетсем, асӑнмаллӑх сувенирсем туса сутсассӑн чӑннипех те интереслӗ пулмалла. Фотосем ҫапса илтӗмӗр-ха унта пулнӑ чухне асӑнмаллӑх, сувенирсене те хаваспах туяннӑ пулӑттӑмӑр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем