Чӑваш Енри пилӗк бренд ҫӗршыври культура тата туризм бренчӗсен ТОП-1000 йышне лекме пултарӗҫ.
РФ Общество палатинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ топа пирӗн республикӑран «Киремет юманӗ» («Сӑнарсем» номинацире), «Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ» («Сооруженисем» номинацире), «Чӑваш тӗрри» («Йӑла-йӗрке тата промысласем» номинацире), ҫавӑн пекех Андриян Николаев космонавт тата Никита Бичурин ӑсчах ячӗсем («Ҫынсем» номинацире) кӗрес шанчӑк пур.
Хальхи вӑхӑтра Раҫҫейӗн 1000 тӗп бренчӗн списокне хатӗрлеҫҫӗ. Халӑх сасӑлавӗ Живоенаследие.рф сайтра ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Кайран вӗсене ятарлӑ карта ҫинче кӑтартӗҫ тата каталога кӗртӗҫ.