Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Чӑваш публицисчӗн сӑмахӗ Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗн корреспонденчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта хӑнара пулнӑ. 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче «Турист» магазин вырнаҫнӑ 9 хутлӑ ҫуртӑн картишӗнче пӗр микроавтобусӑн хыҫалти кантӑкӗнче чӑвашла ҫырнине асӑрхарӑм. «Folkswagen» минивэн ҫинче «Турӑпа пӗрле» тесе ҫырнӑ. Эпӗ савӑнтӑм. Апла чӑвашлӑх Ҫӗнӗ Шупашкарта пур тесе. 1960 ҫултан пуҫласа ҫак ҫамрӑк хулапа химкомбинат ҫӗкленӗ чух, унта СССРӑн тӗрлӗ ҫӗртен нумай чӑваш мар ҫынсем ӗҫлеме те пурӑнма килчӗҫ. Кайран «аталаннӑ социализм» вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта вырӑс чӗлхи кӑна хуҫаланма пуҫларӗ. Анчах, 1986 ҫултан пуҫласа Михаил Горбачёвӑн Перестройка ҫулӗсенче майӗпен наци юхӑмӗсем ҫӗкленнӗччӗ. Чӑваш хастарӗсем Чӑваш Республикинче Иван Яковлев ячӗллӗ пӗрлӗхе, ЧОКЦ, ЧОКЦ-2, ЧАП, ЧНК йӗркелерӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурри ытла чӑвашсем пурӑнма пуҫларӗҫ. Майӗпен урамра та чӑвашла калаҫни илтӗнме пуҫланчӗ. Халь нумай чӑвашсем хамӑр тӑван чӗлхепе уҫҫӑн калаҫма вӑтанма пӑрахрӗҫ. ...Хайхи «Folkswagen» ҫумӗнче арҫынпа хӗрарӑм тӑнӑччӗ. — Ку сирӗн машина мар-и? — ыйтрӑм эпӗ. — Пирӗн. — Мана машина ҫинче чӑвашла ҫырни килӗшрӗ. Эсӗ хӑш районтан? — Шупашкар районӗнчен. — Хӑш ялтан? — Мӑн Чакӑр. — Эсир мӗн ятлӑ? — Саша. — Эсир мӗнле профессипе ӗҫлетӗр? — Сварщик. — Ӑҫта? Ҫӗнӗ Шупашкарта, е Шупашкарта? — Кунта та, унта тата. Питӗ кӑмӑллӑ пӗчӗк калаҫу пулчӗ. Ҫак синчен манӑн ентеше Ҫӗнӗ Шупашкарта пуранакан художника Виктор Артемьева каласа патӑм: «Пур кунта хастар чӑваш патриочӗсем!» — терӗм. — Пур ҫакӑн пеккисем, анчах ҫакна хирӗҫ тӑракан та нумай! — Вырӑссем-и? — Ҫук, вӗсене «простительно». Хамӑр, чӑвашсем! — Ҫапла, «вырӑсланнӑ» чӑвашсем те ҫакӑн пеккисем пур... Анчах, тӑван чӗлхене юратакансем нумайрах пуль. Апла, нумайӑшӗ пирӗн хамӑртан килет. Енчен эпир тутарсем, пушкӑртсем, ытти Атӑлпа Урал, Саха-Якути, Ҫӗпӗр, Кавказ, Украина, Беларуҫ, Туркестан, Балти, Молдова ҫыннисем пекех тӑван чӗлхепе калаҫсан, пирӗн чӗлхе пӗтмест!
Тимӗр Акташ. Шупашкар, 2021, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗ
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |