Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйлама республика шайӗнче конкурс комиссийӗ ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев ӗҫрен хӑй кӑмӑлӗпе кайнӑ хыҫҫӑн яваплӑ вырӑн пушанса юлнӑччӗ.
Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене ҫавӑн пек мелпе суйлас йӗрке ҫӗнӗлӗх мар, вӑл унччен те ҫапла майпа пулса пынӑ. Республикӑри конкурс комиссийӗ суйласа илнӗ кандидатурӑна кайран вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухаҫҫӗ.
Республикӑри конкурс комиссине Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Виктор Горбунов, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн консультанчӗ Петр Ларионов тата Чӑваш респрофкомӗн председателӗ Василий Харитонов кӗнӗ.
Чӑваш чиперкки Валерия Матвеева «Самая красивая женщина города Ульяновска – 2023» (чӑв. Чӗмпӗр хулинчи чи хитре хӗрарӑм – 2023) конкурсра палӑрнӑ.
Ҫав хӗрарӑм «Русская краса Ульяновска» (чӑв. Чӗмпӗрти вырӑс чиперкки) ята ҫӗнсе илнӗ.
Валерия наци тымарӗсене асра тытса чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрлесе унпа паллаштарнӑ.
Чӑваш Ене Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен конкурсне халалласа шӑнкӑрч вӗллисен конкурсне ирттереҫҫӗ. «Ҫӗнӗ пӳртпе» ятлӑскер нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланӗ.
Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращин администрацийӗ ирттерет. Унта шкул ачисем, ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Пушӑн 15-мӗшӗччен хӑвӑр алӑпа тунӑ шӑнкӑрч вӗллине илсе килмелле. Жюри ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ номинацире палӑртӗ: чи тӗрӗс те хӑтлӑ вӗлле, чи хитре те оригиналлӑ вӗлле, чи креативлӑ дизайнлӑ вӗлле.
Тӗплӗнрен ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин сайтӗнче пӗлме пулать.
Шупашкарта Элли Юрьев ячӗллӗ парнене ҫӗнсе илессишӗн ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ иртет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Енӗн Культурӑпа ӳнер институчӗ, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ тата Шупашкарти Э. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗ пуҫарнӑ.
Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисем кая юлман-ха. Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗчченех йышӑнӗҫ. Ытти ҫул унта 1000 ытла ача хутшӑннӑ. Хамӑр тӑрӑхрисем ҫеҫ, ют регионсемпе ют ҫӗршывсенчисем таранах.
Живопись тата графика композицийӗсене «Сӑнарлӑ ӳнер» тата «Диплом ӗҫӗ» номинацисенче хаклӗҫ. Номинацисен теми — «Пӗтӗм професси кирлӗ!».
Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунӗ умӗн Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ «Мой язык — мой народ» (чӑв. Ман чӗлхе — ман халӑх) ача-пӑчан республикӑри конкурсне ирттерессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Унта 8-14 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен тӑван чӗлхепе ҫырнӑ сӑвва илемлӗ вуламалла, ҫав видеоролика (унӑн тӑршшӗ 1-2 минут пулмалла) Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне ярса памалла. Сӑвва вуланӑ чух наци тумне тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Ҫук пулсан та тем мар.
Конкурса, паянхи куна илсен, эрменсем, тутарсем, ҫармӑссем, мордвасем, узбексем хастар хутшӑнма кӑмӑл туни сисӗнет.
Чӑваш Енре маттур ҫамрӑк учёнӑйсене палӑртнӑ. Республика шайӗнчи конкурса 11-мӗш хутчен ирттернӗ.
«Чӑваш Республикинчи естествӑлла наукӑсем енӗпе чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчах» ята И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн органика тата фармаци химийӗн кафедрин доценчӗ Михаил Иевлев тивӗҫнӗ, техника наукисен енӗпе — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн транспортпа технологи машинисен тата комплексӗсен кафедрин доценчӗ Алексей Алатырев, социогуманитари енӗпе — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологи енӗпе ӗҫлекен аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Николай Мясников, истори наукисен енӗпе — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн факультетсем хушшинчи 1С никӗс лабораторийӗн заведующийӗ — Алексей Минеев. Чи лайӑх тӗпчевҫӗ-учёнӑй ята Шупашкарти коопераци институчӗн экономика тата информаци технологийӗсен кафедрин доцентне Андрей Никитина панӑ.
Ҫӗрпӳпе Пӑрачкав хӑтлӑ хула тума пулӑшакан Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене кӑҫал ҫӗнетсе илемлетӗҫ. Кашни муниципалитета 70-шер миллион тенкӗ парӗҫ. Ыттине - регион хыснинчен.
Выляса илнӗ укҫапа Ҫӗрпӳри Ача-пӑча паркне тата урамсене хӑтлӑлатӗҫ. Проекта ырланӑ ӗнтӗ.
Пӑрачкав тӗлӗшпе вара документаци хатӗр мар. Ӑна ЧР Строительство министерствипе пӗрле хатӗрлесе ҫитерме хушнӑ.
Шупашкарта «Тӑван чӗлхе вӗрентекен чи лайӑх учитель» конкурс иртнӗ. Унта 48-мӗш шкулта вӗрентекен Светлана Храмова ҫӗнтернӗ.
Конкурсра иккӗмӗш вырӑна хулари 33-мӗш шкулта ӗҫлекен Ирина Диарова тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — 40-мӗш шкулти Лилиана Романова тата 62-мӗш шкулти Марина Мурзакаева.
Хулара чӑваш чӗлхи вӗрентме ҫӑмӑл мар. Учитель тӑрӑшуллӑ, калас тенине ачасем патне ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшӗ патне те ҫитерме пултарсан ҫеҫ вӗренекенсем чӗлхе пӗлни сумлине ӑнланса илейӗҫ.
ЧР Элтеперне Олег Николаева 6 ҫын пулӑшса пырӗ. Улттӑмӑшне ҫак кунсенче ҫирӗплетнӗ.
Унччен Элтеперӗн 5 пулӑшуҫӑ пулнӑ. Халь ку должноҫе тепӗр ҫынна, Наталья Камаевӑна, ҫирӗплетнӗ. Унччен ҫутҫанталӑк министрӗн пресс-секретарӗ пулнӑскер пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче "PRОФИ" пиарщиксен конкурсӗнче "Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем" номинацире мала тухнӑ. Ҫапла халӗ Олег Николаевӑн 6 пулӑшуҫӑ: Иван Даренков, Наталья Камаева, Марина Кудрявцева, Николай Михопаров, Олег Моляков тата Иван Филиппов.
Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвне Президент фончӗн гранчӗ тивӗҫнӗ. Асӑннӑ учреждени 2023 ҫулхи конкурсра ҫӗнтернӗ.
Конкурса пӗтӗмлетме пухӑннӑ координаци комитечӗн ларӑвне РФ Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко ирттернӗ.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне 4 миллиард та 291 миллион тенкӗ ӑсанӗ. Унпа коммерципе аппаланман 1845 организаци усӑ курӗ.
Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн 8-мӗш филиалӗ — М. Шумилов ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗ «Ырӑ хӗлхемӗ: ыттисенчен расна ачасем валли БиблиоНяня» проектпа конкурса хутшӑннӑ. Ӑна Президент фончӗн гранчӗ тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |