Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене халалласа» асӑну комлпексӗ ӗҫлет. Ӑна нумаях пулмасть окоп чавнӑ паттӑрсене халалласа туса лартнӑ.
Асӑну комплексӗнче музей та тӑвасшӑн. Кӑрлач уйӑхӗнче кун тӗлӗшпе конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Унта икӗ заявка килнӗ. Станислав Удяков архитекторӑн проекчӗ ҫӗнтернӗ.
Иккӗмӗш проекчӗ - Анастасия Черновӑн. Музея тунӑ чухне архитекторсен сӗнӗвӗсене шута илӗҫ.
Пуш уйӑхӗнчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗнче пирӗн республикӑра «Черчен чечексем» фестиваль-конкурс иртӗ. Ача-пӑчан художество пултарулӑхӗн республика шайӗнчи V фестиваль-конкурсне Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн центрӗ йӗркелет.
Конкурса ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен муниципалитет округӗсенче йӗркелӗҫ, иккӗмӗш тапхӑрӗн вӑхӑтӗнче видеоӗҫсене Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн центрӗ хаклӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен гала-концерчӗ иртӗ.
Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Танина Лорде «Россия» каналпа пыракан «Ну-ка, все вместе!» шоура жюри пайташӗ пулнӑ. Ку – вокал конкурсӗ.
Унта хутшӑнакансен юрласа жюрие тӗлӗнтермелле, вӗсене пӗрле юрласа яма хӗтӗртмелле. Пирӗн ентеш конкурсра Раҫҫей эстрада юрӑҫисемпе Сергей Лазаревпа, Николай Баскаковпа пӗрле ӳкерӗнет. Унта пӗтӗмпе – 100 жюри пайташӗ.
Танина Лорде хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти музыка училищинче тата Раҫҫей патшалӑх сцена искусствисен институтӗнче вӗреннӗ.
Патӑрьел муниципалитет округӗнчи Ҫӗньялта ӗнер «Айхи вулавӗсем» иртнӗ.
Поэзине юратакансем Ҫӗньялти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкула «Айхи вулавӗсем» сӑвӑ конкурсне пухӑннӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Кулакова пӗлтернӗ тӑрӑх, вулава ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Кӑҫалхи шучӗпе — 17-мӗш.
Конкурса 3-11 класра вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем поэтӑн сӑввисене чӑвашла, вырӑсла тата ют чӗлхепе илемлӗ вуланӑ. Тӑрӑшнине кура ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарнӑ.
Чӑваш Енре хӗрарӑм водительсен ӑмӑртӑвне ирттерӗҫ. Темиҫе туртан тӑракан «АвтоЛеди-2023» конкурс пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулӗ.
Хӗрарӑмсен ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӗлнине туллин кӑтартма, унсӑр пуҫне вӗсен руле маттур тытса пынине ҫирӗплетсе пама лекӗ. Унтан хӗрарӑмсен пултарулӑх конкурсӗ те пулӗ.
Заявкӑсене Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗпе Вӑрнар муниципалитет округӗн администрацийӗ пӗрле пулса ирттернӗ «Шӑпӑр-кӗсле, ай, янра!» фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта чӑваш халӑх музыка инструменчӗсемпе калама пӗлекенсем хутшӑннӑ. Конкурса чӑваш музыка инструменчӗсем хатӗрлекен ӑста пулнӑ Владимир Михайлова асра тытса йӗркеленӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхи тӑххӑрмӗш хутчен иртет. Унта хутшӑнакансен йышӗ нумайлансах пырать. Ҫӗнтерӳҫӗсене кӑҫал та темиҫе номинаципе палӑртнӑ.
Чӑваш Енри кулинарсем Тунисра кулинари искусствипе иртнӗ чемпионатран виҫӗ ылтӑн тата пӗр пӑхӑр медаль илсе килнӗ.
Унта 30 ытла ҫӗршыври командӑсем тупӑшнӑ. Пирӗн командӑна Чӑваш Енри кулинарсен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Уездный ертсе пынӑ. Юрий Сиволоб, Анна Яровая тата Алевтина Покровская ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ.
Анна Яровая чӑваш йӑли-йӗркине сарнӑшӑн та пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Николай Уездный пӗтӗм тӗнче шайӗнчи судьян орденне тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри тата республика тулашӗнчи шкулсенче вӗренекенсем валли «Упрар тӑван чӗлхемӗре» оратор ӑсталӑхӗн конкурсне иртет. Унта 5-6-мӗш класӗсенче чӑваш чӗлхи вӗренекен ачасем хутшӑнаҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнмалли темӑсем:
«Тавах сана, вӗрентекенӗм», «Ачалӑх – телейлӗ тӗнче», «Тӑван енӗм паттӑр ҫынсемпе пуян». Видеокалаҫу 2–4 минут тӑсӑлмалла, ӑна чӑвашла ҫырса илмелле.
Материалсене республикӑн Вӗренӳ институтӗнче йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем «НТВ» телеканал ирттерекен «Ты супер! 60+» вокал конкурсне йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавсен йышӗнче республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗсене ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем те пур.
Шупашкарти ун пек центр сӗннипе, сӑмахран, конкурса хутшӑнма виҫӗ ҫын кӑмӑл тунӑ: 78 ҫулти Маргарита Мельникова, 77-ри Нина Юрьева тата 73-ри Алевтина Иванова.
Канашри 73 ҫулти Антонина Черновӑпа 72-ри Галина Иванова чӑвашла тумланнӑ та чӑвашла юрласа кӑтартнӑ.
Телеканал конкурсне тӑратнӑ заявкӑсене кастинг вӑхӑтӗнче хаклӗҫ.
2022 ҫулшӑн Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер премине илме хӑш ӗҫсене тӑратни паллӑ. Списокра — пурӗ тӑхӑр ӗҫ. Вӗсем пирки халӗ ҫынсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне Шупашкарти Прездент буьварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-2 пӳлӗме ҫитерме пултараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 56-50-48, электрон адрес: culture56@cap.ru.
Конкурсри ӗҫсем ҫаксем: «Писатели Чувашии – детям» электрон вулавӑш, Вырӑс алфавитне тӗпе хурса йӗркеленӗ ҫӗнӗ чӑваш алфавичӗн палӑкӗ (авторӗ — Виктор Глебов), «Наша вечность все равно останется с нами: пьесы» пултарулӑх монографийӗ, «Сурский рубеж. Помни. Знай. Не забывай» театрпа концерт программи, «Чувашская народная песня в творчестве композиторов: композиторский фольклоризм, фольклорные «волны», жанр обработки» монографи, «Куккук куҫҫулӗ» спектакль, «Чувашский мир и его выдающиеся люди» документлӑ фильмсен ярӑмӗ, «Хранители» спектакль, Сергей Рахманиновӑн «Симфонические танцы» балечӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |