И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн 4 студенчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Студентсен стартапӗ" конкурса хутшӑнса 1-ер миллион тенкӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем ку укҫапа хӑйсен бизнес проекчӗсене аталантарӗҫ. Сӑмах май, конкурсра 650 ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Ҫав йыша пирӗн ентешсем те лекнӗ.
Гранта вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн студентки Елена Астраханцева, экономика факультетӗнче вӗренекен Анна Мишина, химипе фармацевтика факультечӗн студенчӗ Александр Новиков, ЧПУн Улатӑрти филиалӗнче вӗренекен Евгения Тюрюшова ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкар хулинче Семён Ислюкова асра тытнине палӑртса палӑк лартӗҫ. Халӗ хула мэрийӗн архитектурӑпа градостроительство управленийӗ проектсен конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Малти виҫӗ вырӑна йышӑннӑ проектсемшӗн преми парӗҫ. Премин пӗтӗмӗшле фончӗ – 100 пин тенкӗ.
Семен Ислюков пирӗн республикӑна 30 ҫул – 1955-1985-мӗш ҫулсенче – ертсе пынӑ. Чӑваш АССРӗн Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗ, РСФСР Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗн заместителӗ, СССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ. Семён Ислюков республикӑна ертсе пынӑ ҫулсенче Шупашкарта Агрегат тата Трактор завочӗсем, Пир-авӑр тата хими комбиначӗсем, гидроэлектростанци туса лартнӑ.
Шупашкарта Семён Ислюков урамӗ тата вӑл пурӑннӑ Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 14-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш хӗрарӑмӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Сӑвӑ илемлӗ вулакансен тата патриотла юрӑсен конкурсне Совет Союзӗн халӑх артистне, Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ геройне Василий Лановоя асра тытнине палӑртса йӗркеленӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ҫӗршывӑн кашни регионӗнчен тенӗ пек хутшӑннӑ. Пурӗ 200 ҫын ӑмӑртнӑ.
Чӑваш Енрен унта эстрада юрӑҫи тата сӑвӑҫи Валентина Семёнова хӑй ҫырнӑ «Своих не бросаем» сӑвӑпа тата «Десятый наш десантный батальон» юрӑпа хутшӑннӑ. Сумлӑ жюри ентешӗмӗр пултарулӑхне иккӗмӗш вырӑнпа хакланӑ.
Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли директор шыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унӑн тивӗҫӗсене Марина Макарова вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче телерадиокомпани директорсӑр тӑрса юлнӑ. Унччен ку вырӑнта Мускавран килнӗ Светлана Губанова ӗҫленӗ.
ЧР Цифра министерстви конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Конкурса хутшӑнас тесен ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле, аслӑ пӗлӳ пулмалла. Конверт ҫине телерадиокомпанин аталану концепцине чикмелле.
Документсене утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫурлан 3-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ фотоӗҫсен «Чӑваш тӗнчи» конкурсӗ иртесси пирки аса илтерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе пӗрле йӗркеленӗ.
Конкурса куҫӑнсӑр майпа йӗркелӗҫ. Унта педагогсен, фотоӗҫе юратакансен ӗҫӗсене йышӑнӗҫ.
Конкурсӑн тематики ҫапларах: «Чӑваш ҫӗрӗ пултаруллӑ ҫынсемпе пуян»; «Эпир – туслӑ кил-йыш» / «Мы – семья!»; «Ӑста ҫӗр-шывӗ»; «Ытарайми тӑван тавралӑх»; «Асамлӑ арча».
Конкурс материалӗсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Шупашкарта троллейбус водителӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 31 водитель хутшӑннӑ. Вӗсенчен нихӑшӗ те аварие ҫакланман.
Водительсен пилӗк тӗрӗслев витӗр тухма тивнӗ. Ӑмӑртура 2-мӗш депо ӗҫченӗ Руслан Дмитриев ҫӗнтернӗ. Вӑл пилӗк ӑмӑртӑвӗнче те лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ: троллейбуса лайӑх пӗлнине,руль умӗнче ӑста ҫӳренине тата ытти ӑсталӑха кӑтартнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗн класс разрячӗ ӳсӗ. Эппин, унӑн шалӑвӗ те хӑпарӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви тӗрлӗ ҫулхи вулакансем валли ҫулсерен тӗрлӗ конкурс ирттернине пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтри чӑваш литературине сарас, пултаруллӑ ҫамрӑк авторсене пулӑшас, ҫыракан ҫынсене хавхалантарас тесе «Чӑваш романӗ» литература конкурсӗ ирттерме йышӑннӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне калӑпӑшлӑ тата пӗлтерӗшлӗ илемлӗ хайлавсем ҫырас опыт пур ҫынсем хутшӑнма пултарӗҫ.
Алҫырусене чӑвашла ҫеҫ йышӑнӗҫ. Вӗсене малтан тӗплӗн тӗрӗслемелле. Хайлавӑн роман жанрӗллӗ пулмалла. Унӑн калӑпӑшӗ А4 форматлӑ хут ҫине 14-мӗш кегльпе пичетленӗ 700 страницӑран иртмелле мар.
Конкурс ӗҫӗсене кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енри икӗ пурӑну вырӑнӗ федераци конкурсне хутшӑнса укҫа ҫӗнсе илесшӗн. «Кӗмӗлпе» вырӑна хӑтлӑх кӗртме усӑ курасшӑн.
Хӑтлӑ хула тавралӑхне йӗркелемелли проектсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурса Ҫӗрпӳ хулипе тата Пӑрачкав сали хутшӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те хӑйсен темиҫе ӗмӗрлӗ вӑрӑм историйӗпе пуян.
Конкурсра ҫӗнтерсен Мускав укҫипе пӑрачкавсем салари Кооператив урамне илемлетсе ҫӗнетесшӗн. Тротуарсем, парковкӑсем тума палӑртнӑ, нумай тӗллевлӗ лапамсем... Ҫӗрпӳре вара историлле центра юсаса ҫӗнетесшӗн.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви «Килсе курӑр хӑнана, хапӑл тӑвӑр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс тӗллевӗ – пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацийӗсенче вӗренекен ачасене тӑван тавралӑха юратма, тӑван ен историне, культурине, чӑваш чӗлхине лайӑхрах пӗлме пулӑшасси.
Конкурса 7-8-мӗш классенче вӗренекен ачасем хутшӑнаҫҫӗ.
Ыйтса пӗлмелли мелсем: E-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio6@cap.ru.
Телефон номерӗ — 8(8352)45-99-96.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ 6 миллион тенкӗ тӑракан кроссовер туянасшӑн.
«Hyundai Palisade» автомобилӗн пуҫламӑш хакӗ 6,29 млн тенкӗ тӑрать. Ку хакпа тулли приводлӑ хура кроссовер, дизель двигателӗллӗ автомбиль илесшӗн. Тӳре-шара машинӑра 7 вырӑн, 3 рет пултӑр тесе ӗмӗтленет.
«Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк ҫурӑ каялла Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн гаражӗ 3,2 миллион тенкӗ парса «Genesis G-80» автомобиль туяннӑ, ӑна полпреда турттарма Мускава ӑсатнӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев хальхи вӑхӑтра «Genesis G-90» машинӑпа ҫӳрет. Ӑна «Ипотека корпорацийӗ» туяннӑ, ӑна вӑл тӳре-шарана усӑ курма арендӑна панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |