Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -26.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: конкурссем

Раҫҫейре
Сӗнтӗрвӑрри проекчӗ
Сӗнтӗрвӑрри проекчӗ

Пӗчӗк хуласенче тата истори пӗлтерӗшлӗ тӑрӑхсенче хӑтлӑх кӗртме пулӑшакан Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса кӑҫал Чӑваш Енри икӗ хула хутшӑнӗ: Канаш тата Сӗнтӗрвӑрри.

Канашри проектра чукун ҫул вокзалӗ тата автовокзал хушшинчи территорие хӑтлӑх кӗртме сӗннӗ. Унта информаци стенчӗ, ярмӑрккӑ лапамӗ, кафе пулмалла.

Сӗнтӗрвӑрринче вара "Патша тӑвӗ" проекта пурнӑҫласшӑн. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, Атӑл хӗррине ҫав ту таранах илем кӗртесшӗн.

Заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫурла уйӑхӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

 

Культура
vk.com/mintrud_21 страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
vk.com/mintrud_21 страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакансем «Национальное достояние – 2023» (чӑв. Наци пуянлӑхӗ — 2023) Пӗтӗм тӗнчери телевидени конкурс-фестивалӗнче лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ.

Конкурсӑн финалӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта иртнӗ. Конкурса хутшӑнакансене Мускаври профессиллӗ тӳресем хакланӑ.

Конкурса хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ регионтан тата ют ҫӗршывсенчен хутшӑннӑ.

Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакансем «Ӳнер тата декораципе прикладной пултарулӑх» номинацире хӑйсен тантӑшӗсен хушшинче I степеньлӗ лауреат ятне тата кубока ҫӗнсе илнӗ.

Ольга Крайкина тата Валентина Морышкина сусӑр ачасем Татьяна Афанасьевӑпа Татьяна Харитонова педагогсем ертсе пынипе чӑваш пуканисене ӑсталанӑ, конкурса ҫавӑнпа хутшӑннӑ.

 

Республикӑра
Шупашкарти 44-мӗш лицейри туалета
Шупашкарти 44-мӗш лицейри туалета

Кашни ҫулах Британири компани «Доместос» маркипе килӗшӳллӗн шкулти чи япӑх туалетсен хушшинче конкурс ирттерет. Вӑл «Терпеть нелья учиться» ятлӑ. Конкурсра ҫӗнтернӗ чи япӑх туалета компани юсаса-ҫӗнетсе парать.

Кӑҫал мала тухнӑ чи япӑх туалетсен йышӗнче Елчӗкри шкул та пур. Вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унта хӗрачасен туалетӗнче пергородкӑсем ҫук-мӗн. Палӑртмалла: ку шкула нумаях пулмасть тӗпрен юсанӑ.

Сӑмах май, 2021 ҫулта ҫак конкурсра Шупашкарти 44-мӗш лицей ҫӗнтернӗ. Компани унти туалета юсанӑ.

 

Культура
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ фильмсене хакласа ҫырнӑ куракансен конкурсӗ иртӗ.

Конкурса кино курма пынӑ кирек кам та хутшӑнаять. Кинорецензие е хаклава халӑх ушкӑнӗсенчи страницӑсенче #киноче2023, #чмкф2023, #чебоксарскиймеждународныйкинофестиваль2023 хештегсемпе вырнаҫтармаллла. Хаклавсене chmkf@mail.ru электрон почтӑпа ярса парсан та йышӑнӗҫ.

Чи маттур автора ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кинофестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ чухне палӑртӗҫ.

Аса илтерер: кинофестиваль Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ таран тӑсӑлӗ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта ҫамрӑк педагогсен хушшинче иртнӗ "Ӑнтӑлу"хула конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал унта шкулсенчи тата ача пахчисенчи 178 педагог хутшӑннӑ.

Хальхинче "Шупашкарти чи ҫамрӑк учитель" ята 37-мӗш шкулти музыка вӗрентекенӗ Надежда Арефьева тивӗҫнӗ. Чи ҫамрӑк воспитатель вара 3-мӗш ача пахчинчи педагог-психолог Анастасия Албутова пулса тӑнӑ.

 

Республикӑра
tury.ru сайтри сӑн
tury.ru сайтри сӑн

Муркаш районӗнчи ватӑ юман каллех «Ҫулталӑкри йывӑҫ» наци конкурсне хутшӑнса мала тухассишӗн кӗрешет.

Ҫак юман республикӑра чи ватти кӑна мар, чи пысӑкки те. Вӑл 372 ҫулта, 24 метр ҫӳллӗшне ӳссе ҫитнӗ. Вулли 2 метр сарлакӑш.

Палӑртмалла: конкурса истори пӗлтерӗшлӗ 69 раритет хутшӑнать. Хӑш йывӑҫ ҫӗнтерни ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Хальлӗхе пирӗн юман пӗрремӗш вырӑнта пырать.

 

Республикӑра
Валентина Алексеева архивӗнчи сӑн
Валентина Алексеева архивӗнчи сӑн

Ҫак кунсенче Шупашкарта «Чӑваш Ен мисӗ» конкурс финалӗ иртнӗ. Чиперккесем илемне кӑна мар, пултарулӑхне те кӑтартнӑ. Жюри вӗсене темиҫе критерипе хакланӑ.

Кӑҫал «Чаваш Ен мисӗ» конкурсра Шупашкарти 5-мӗш гимназире 10-мӗш класра ӑс пухакан Валентина Алексеева ҫӗнтернӗ.

«Кастингчен эпӗ подиум ҫинче те пулса курман, мода тӗнчипе те кӑсӑкланман», - палӑртнӑ Валентина.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86787
 

Культура
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Юбилейлӑ "Смолин вулавӗсем" Куславкка районӗнче иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна 10-мӗш йӗркеленӗ.

Палӑртмалла: Анатолий Смолин чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. Поэзие вӑл чунпа парӑннӑ. Унӑн куҫару ӗҫӗ те кӑсӑклӑ пулнӑ.

Куславккари культура ҫуртне пухӑннӑ конкурҫӑсем, поэзие юратакансем, темиҫе номинацире ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене наградӑсемпе тата парнесемпе хавхалантарнӑ.«»

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти "Байконур" микрорайонти Кӑкшӑм пӗви ҫывӑхӗнче хӑйне евӗр ӑмӑрту иртӗ. Унта хутшӑнакансем ҫӳп-ҫап пуҫтарса уншӑн балл илӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене парнесемпе хавхалантарӗҫ.

Конкурс "Таса вӑйӑ" ятлӑ. Унта хутшӑнас тесен 1-2 ҫынран тӑракан командӑна регистрацилемелле. Кӑкшӑм пӗвинчи ятарлӑ конкурса та хутшӑнма май пулӗ. "Крокодилсене тытни" ятлӑскерте пӗвере шинӑсем тытмалла.

Юлашкинчен вӗри апатпа хӑналӗҫ.

 

Культура
wday.ru сайтри сӑн
wday.ru сайтри сӑн

Кӗҫех «Чӑваш Ен мисне» палӑртӗҫ. Финал ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн культура керменӗнче иртӗ.

Аса илтерер: пӗлтӗр «Чӑваш Ен мисӗ» Анна Будаева пулнӑ. Кайран вӑл «Раҫҫейӗн пӗрремӗш вице Миссӗ» ята ҫӗнсе илнӗ.

«Раҫҫей мисӗ» конкурса 1994 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. 1996 ҫулта – Александра Петрова, 2018 ҫулта Юлия Полячихина «Раҫҫей мисӗ» пулса тӑнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86618
 

Страницӑсем: 1 ... 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, [34], 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, ... 173
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 03

1930
96
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1937
89
Чебанов Анатолий Софронович, чӑваш драматугӗ, сӑвӑҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та