Паян «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» «Поэзи баттлӗ» конкурс ирттерчӗ. Кӑҫал унта 15-ӗн хутшӑнчӗҫ. Чи кӗҫӗнни Шупашкарти 5 ҫулти Айдар Иванов пулчӗ. Унӑн кукамӑшӗ Татьяна Иванова та конкурса хутшӑнчӗ. Чи асли – Элӗк салинчен килнӗ Любовь Константинова, вӑл – 76 ҫулта.
Тупӑшу питӗ хӗрӳ иртрӗ. Финала Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Александр Кузьмин тата Ҫӗмӗрле хулинчи Татьяна Иванова тухрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Александр Кузьмин тивӗҫрӗ. Вӑл Чупайри шкулта акӑлчан чӗлхине вӗрентет. Александр Иванович тӗп парнене - музыка колонкине – тивӗҫрӗ. Татьяна Иванова вара - «Ҫамрӑксен хаҫатне» ҫур ҫуллӑх ҫырӑнмалли сертификата. Конкурса килнӗ кашни ҫыннах пӗчӗк парнеллӗ пулчӗ.