Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ чӑваш классикӗсемпе хальхи авторсен хайлавӗсене чи лайӑх тӗслӗхӗсене упраса хӑварассишӗн нумай тӑрашать. Электрон вулавӑшра республикӑри театрсен артисчӗсем вуланӑ 100 ытла аудиокӗнеке упранать.
Литература хайлавӗсене илемлӗ вулас текенсен «Тӑван сӑмах» конкурса хутшӑнма май пур. Конкурса чӑваш чӗлхине сарас тата чӑваш ҫыравҫисен пуян эткерлӗхне упраса хӑварас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта 10 ҫултан аслӑраххисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен вулавӑшӑн «Чувашская детская литература» («Проза на чувашском языке» ярӑм) электрон коллекцийӗнчи хайлава вуламалла.
Авторсем хӑйсен хайлавӗсене те вулама пултараҫҫӗ.
Ӗҫсене ака уйӑхӗн 13-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.