Чӑваш Енре сӑвӑ вулакансен «Сӑмах хӑвачӗ» конкурс-фестивалӗ виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Вӑл хальхинче те Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче пулнӑ.
Сӑвӑ калассипе кӑҫал 150 ача ӑмӑртнӑ. Ачасем хӑйсен ҫулне кура икӗ секцире ӑмӑртнӑ. «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» секцире чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай сӑввисене вуланӑ. «Муркаш сасси» секцире Муркаш районӗнче ҫуралнӑ поэтсен хайлавӗсене е Муркаш тӑрӑхне, халӑхне, паллӑ ҫыннисене халалланӑ сӑвӑсене вуланӑ.
1-4 классен хушшинче Петӗр Хусанкай сӑввисене 50-а яхӑн ача вуланӑ.
Ачасене чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Виталий Романов, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Альбина Юрату тата Николай Кузьмин, чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Бахмисов, чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн наци литературипе библиографи пайӗн тӗп библиотекарӗ Антонина Андреева хакланӑ.