Раҫҫейре «Мама и дети в национальных костюмах» (чӑв. Амӑшӗ тата ачисем наци тумӗпе) 5-мӗш юбилейлӑ пӗтӗм тӗнчери фотоконкурс иртӗ. Ӑна Федерацин национальноҫсен ӗҫӗпе тӑрӑшакан агентстви йӗркелет.
Заявкӑсене кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнчех йышӑнма тытӑннӑ. Ӑна тӗрлӗ халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑран конкурс вӑхӑтӗнче йӑлана кӗнӗ ҫемье пахалӑхне те кӑтартӗҫ.
Фотоконкурса амӑшӗсемпе ачисем те, ашшӗсемпе аслашшӗ-кукашшӗсем те хутшӑнма пултарӗҫ. Кӑҫал «Тӑван чӗлхепе сӑпка юрри» ҫӗнӗ номинаци те пӑхса хӑварнӑ. Юрӑсене ethno-photo-vocals@yandex.ru электрон почтӑпа йышӑнӗҫ.