Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: вӗренӳ

Вӗренӳ

Республикӑн Вӗренӳ министерстви Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн логотипне палӑртма конкурс ирттерессине пӗлтерет. Унта камсем хутшӑнма юрассипе асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма пулать. Кӗскен каласан, унта хутшӑнма никама та чармаҫҫӗ. Кӑмӑл тата илеме туйма тата кӑтартма пӗлни, шухӑша уҫса пама пӗлни кӑна кирлӗ тесен те юрать.

Ҫӗнтерӳҫӗ-логотипа кайран интернет-сайтсене илемлетме, тӗрлӗ информаци, реклама тата парнелӗх япаласем хатӗрленӗ чух усӑ курӗҫ.

Конкурс ҫитес уйӑхӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 28-мӗшӗччен пырӗ. Ӗҫсене obrazov3@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех пӗлес тесен (8352) 64-21-77 номерпе шӑнкӑравлама юрать.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем ҫак канмалли кунсене ҫанталӑк ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ-ха. Ӑшӑтни тумлам юхма пуҫлассине пӗлтермест те, анчах шартлама сивӗ чакмалла теҫҫӗ. Хальлӗхе вара ҫанталӑк сиввине кура ачасен шкула каймасан та юрани пирки аса илтерер.

Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсем 1–4-мӗш классенче вӗренекенсене 25 градусран сивӗрех пулсан шкула пыма сӗнмеҫҫӗ. 5–9-мӗш классене 30 градусран сивӗрех чух шкула каймасан юрать. Аслӑраххисене, 9–11-мӗш класра вӗренекенсене, 35 градусран иртсен килте ларма хушаҫҫӗ. Шартламана пӑхмасӑрах вӗренме талпӑнакансене каялал хӑваласа ямӗҫ — уйрӑм е ушкӑнпа заняти ирттерессине пӗлтереҫҫӗ.

Сӑмах май, сивӗ ачасене кӑна мар, аслисене те шеллемест. Шартлама вӑхӑтӗнче республикӑра 5 ҫын шӑнса вилнӗ те ӗнтӗ. Ҫавсен шутӗнче — килсӗр-ҫуртсӑр икӗ ҫын, 28 ҫулти Шупашкар арҫынни, Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнчи тата Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑхри 32 ҫулти тата 80-ри хӗрарӑмсем.

 

Кӳршӗре В. Уканеева ӳкернӗ сӑн
В. Уканеева ӳкернӗ сӑн

Нумаях пулмасть Тутарстанри Аксу, Ҫарӑмсан, Нурлат, Чистай тата Элкел районӗсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем семинара пухӑннӑ. Мероприяти Аксу районӗнчи Аслӑ Сӗнчел вӑтам шкулӗнче иртнӗ.

Унта «Вӗрентӳ пахалӑхне ӳстерессинче чӑваш этнокультурин компоненчӗсемпе усӑ курасси» темӑпа калаҫнӑ.

Семинара йӗркелесе ирттерес тесе Аксу районӗнчи Информаципе методика центрӗ тата Аслӑ Сӗнчел вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗсем хытӑ тӑрӑшни пирки хыпарлать Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» обществӑпа политика хаҫачӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/5630.html
 

Вӗренӳ Саминара хутшӑннисем
Саминара хутшӑннисем

Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче, «Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине паха шайра тата тухӑҫлӑ вӗрентесси» семинар иртнӗ.

Семинарта чӑваш чӗлхине хальхи вӑхӑтра аталантармалли майсем пирки калаҫнӑ, ҫавӑн пекех «Г.Н. Волков академикӑн чун-чӗм еткерлӗхне шкулсенче вӗрентесси», «Ачасен пуплевӗн лексика пуянлӑхне ӳстересси», «Класс тулашӗнчи ӗҫсем чӑваш чӗлхине вӗренес туртӑма витӗм кӳни» тата ытти доклада итленӗ.

«2014 ҫул — Культура ҫулталӑкӗ. Ҫавна май пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Вӗсем тӑван культурӑпа, историпе мухтанма-мӑнаҫланма тытӑнсан, йӑла-йӗркене тытса пырсан халӑхӑмӑр та, чӗлхе те сыхланса юлатех. Ку енӗпе пирӗн пурин те ҫине тӑрса ӗҫлемелле», — семинара хутшӑннисем ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/50.html
 

Вӗренӳ

Паянтан Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри предмет олимпиадисен Чӑваш Енри тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӗренӳре уйрӑмах талпӑнуллисенчен пӗрисем 21 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслӗҫ. Олимпиада ҫитес уйӑхӑн 8-мӗшӗччен пырӗ. Паянпа ыран, сӑмахран, ачасем акӑлчан чӗлхипе олимпиадӑна хутшӑнаҫҫӗ. Унта 9–11-мӗш классенче вӗренекен 83 ача тупӑшӗ. Ҫавсенчен ытларахӑшӗ, 46-шӗ, Шупашкар ачисем, 6-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкартан, 31-шӗ — районсемпе ытти хула ачисем.

Регионти олимпиадӑна хутшӑнма тӗп хулари 4-мӗш лицейре вӗренекен 20 ача тивӗҫнӗ.

Муниципалитет шайӗнче иртнӗ олимпиадӑна 7–11-мӗш классенче вӗренекен 35 пин ытла хутшӑннӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ, 2 730-шӗ, пӗлӗве математикӑпа тӗрӗсленӗ. Биологие кӑмӑллакансем те йышлӑ: 2 703 ача район е хула шайӗнче иртнӗ олимпиадӑна хутшӑннӑ. Олимпиадӑна хутшӑннисен хисепӗ тӑрӑх хакласан, ҫавӑн пекех ачасенчен самайӑшӗ вырӑс чӗлхипе историе юратса вӗренеҫҫӗ тесе шухӑшламалла.

 

Вӗренӳ

Культура отраслӗ валли специалистсем хатӗрлекен Чӑваш патшалӑх культура институтне Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви тухӑҫсӑр ӗҫлекеннисен шутне кӗртнӗччӗ. Спецификӑллӑ ун пек аслӑ шкула «кӗмӗл» туса илме ҫӑмӑл маррине ӑнланма пулать ӗнтӗ. Культура отраслӗнчи специалистсем хатӗрлекен института укҫа парсах вӗренме кӗрес текенсем ҫукрах-тӑр. Анчах тепӗр мониторинг тӗлне ӑна тухӑҫлисен шутне кӗртесшӗн. Кун пирки ӗнерхи пресс-конференцире республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ.

Лару-тӑру халех лайӑхланма пуҫланӑ иккен. Аслӑ шкула вӗренсе пӗтернисенчен специальноҫпа ӗҫе вырнаҫнисен шучӗ унччен 96 процентпа танлашнӑ тӑк, халӗ ку цифра та пысӑкланнӑ-мӗн. Шучӗпе вӑл 98 процентпа танлашмалла иккен. Хальхи вӑхӑтра культурӑпа ӳнер институчӗпе культура училищине пӗрлештерес ӗҫ пырать. Ҫакӑ та аслӑ шкул тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ.

 

РАШ
01

«Чӗвӗлти чӗкеҫ» — 10 ҫулта!
 Евгений Майков | 01.12.2013 23:13 |

Вӗренӳ

Ачаш та ҫепӗҫ-ҫке чӗлхи!

Инҫе ҫӗрте ӑна илтеттӗм:

Кӗсле янратнӑ хӗлӗх-и,

Чӗкеҫ чӗвӗлтетет-и? – теттӗм.

Ачаш та ҫепӗҫ-ҫке чӗлхи!

П.Хусанкай

2013 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗпе раштавӑн 1-мӗшӗнче «Волжанка» санаторинче Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ — чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ конкурс 10 ҫулта. Опыт. Татса памалли ыйтусем. Малашлӑх.» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ иртрӗ. Конференцие ирттерекенӗ — «Хӗрарӑмсем ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑлла организацин чӑваш регионӗнчи уйрӑмӗ (ЧРО МОО «ЖНО»).

Икӗ куна тӑсӑлнӑ ӗҫлӗ канашлура Чӑваш ен, Тутарстан, Пушкӑртстан тата Самар тӑрӑхӗнчен килнӗ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗсем опытпа паллашрӗҫ, вӑйӑ конкурса йӗркелекенсемпе тӗл пулчӗҫ. Конференцие уҫнӑ май педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Н.И.Мерлина профессор ҫапла каларӗ: «Эпир Чӑваш Республикинче тӗрлӗ вӑйӑсем ирттеретпӗр: естествознанипе «Гелиантус», математикӑпа «Кенгуру», вырӑс чӗлхипе «Русский медвежонок», акӑлчан чӗлхипе «Британский бульдог», информатикӑпа «Кит» тата ытти те.

Малалла...

 

Хулара

Вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ ҫав. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ вут-кӑвартан асӑрханмалли куҫкӗрет. Куҫкӗрет кӑна та мар, инкек сиксе тухас-тӑвас пулсан хатӗр пулмалли пирки те шухӑшламалла теҫӗ пушарпа кӗрешекенсем. Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӗсем Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче пушар кӑларнӑ. Ҫук ӗнтӗ, ятарласа тивертмен. Сӑмахпа кӑна ҫапла пӗлтернӗ. Ҫулӑм акт залӗнче хыпса илнӗ пек тунӑ. «Пушара сӳнтерме» сехете яхӑн кирлӗ пулнӑ.

«Темле айкашакан та пур-тӑр», — тесе тӗлӗнме ан васкӑр-ха тархасшӑн. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем аташман-айкашман. Ҫулӑм та хыпса илмен. Вӗренӳ кӑна ирттернӗ.

 

Вӗренӳ

Шупашкарта нацисен тата конфессисен хушшинчи хутшӑну пирки черетлӗ канашлу иртнӗ. Унта Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ варнава, Альбир-хазрат Крганов муфти тата муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ.

Варнава шкулсенче «Православи культурин никӗсӗ» предмета вӗрентнӗ чух «ыйтуллӑ самантсемпе» тӗл пулни пирки чарӑнса тӑнӑ-мӗн. Ҫакӑн ҫинчен «Ирӗклӗ сӑмах» сайт «Чӑваш Ен» ГТРК пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Асӑннӑ предмета пӗлтӗр шкул ачисенчен ҫурри вӗренес кӑмӑл тунӑ пулсан кӑҫал 20 проценчӗ кӑна ӑна шӗкӗлчеме килӗшнӗ. Чиркӳ ҫыннин шучӗпе чӑваш шкулӗсем «ырах мар тӗллевлӗ» ҫынсене пула асапланаҫҫӗ. «Шута илнӗ тӗнсем пулсан юрӗччӗ-ха, — пӑшӑрханнӑ мӗн Варнава. — Халӗ регистрациленменнисем регистрациленисенчен ытларах. Вӗсем кашниех тӗн шутласа кӑлараҫҫӗ те шкула каяҫҫӗ. Вӗрентекен пулса вырнаҫаҫҫӗ. Хӑйсем вара патшалӑха аркатас тесе хирӗҫле ӗҫсем вӑрттӑн тӑваҫҫӗ». Кун пек фактсем пирки ӗненекенсем систернине те палӑртнӑ Варнава.

Ҫапах православи чиркӗвӗн ытлашши пӑшӑрханма сӑлтав ҫук тесен те эпир ытлашши йӑнӑшас ҫук-тӑр. 2014–2015-мӗш ҫулсенче Вырӑс православи чиркӗвне федераци хыснинчен 1,758 миллиард тенкӗ уйӑрса пама пӑхса хӑварнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1490.html
 

Республикӑра Культурӑпа искусство институчӗ
Культурӑпа искусство институчӗ

Чӑваш Енри виҫӗ аслӑ шкул, вӗсенчен иккӗшӗ патшалӑхӑн шутланаҫҫӗ, Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви ирттерекен рейтингра тухӑҫсӑртарах ӗҫлекеннисен списокне лекни пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Тухӑҫсӑртараххисен шутне лекни вӗсене хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме чарассине пӗлтермест иккен. Кун пирки республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ҫав рейтинга лекнисен шӑпине Мускавра сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ.

Владимир Иванов министр ытти аслӑ шкулпа танлаштарсан педагогика университечӗ ҫапах та малтисен шутӗнче пулнине палӑртса хӑварнӑ. Рейтинга ытла та пысӑк критерисем тӑрӑх хатӗрлеҫҫӗ-мӗн. Унтан та ытларах — педагогика аслӑ шкулӗсем тухӑҫлах ӗҫлейменни педагогсене хатӗрлессин ыйтӑвӗсене пӑхса тухма вӑхӑт ҫитине пӗлтерет.

Культурӑпа искусство институчӗ пирки каласан, наци культури валли кадрсем хатӗрлеме аслӑ шкул кирлине вара Раҫҫей шайӗнче ӗнентерме-ӳкӗте кӗртме май килнӗ иккен. Кун пирки те республикӑн вӗренӳ министрӗ ӗнентернӗ. Унтан та ытларах — ку ӗҫе федералсем хутшӑнсан та ытлашши пулас ҫук тесе шухӑшлать Иванов министр.

 

Страницӑсем: 1 ... 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, 154, [155], 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, 163, 164, 165
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пулӑм хыҫҫӑн пулӑм ҫаврӑнӗ кӑна. К у- тунтикунччен. Унччен пурнӑҫламан ӗҫсемпе тивӗҫсене халӗ тытма тивӗ. Ӗҫтешсенчен е пӗлӗшсенчен пулӑшу ыйтӑр. Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ пуллашу е пулӑм кӗтет.

Ҫӗртме, 01

1990
35
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та