Нумаях пулмасть халӑхра воспитательсен шалӑвӗ пӗчӗкленни пирки сас-хура тухнӑччӗ. Воспитательсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, ҫавна май влаҫа ку лару-тӑрӑва ӑлантарма ыйтнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви ҫак ӗҫре тӑрӑшакансен шалӑвӗн мониторингне тунӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулти кӑтарту 21213 тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Вӗрентекенсен вара вӑтамран 22083 тенкӗ илнӗ.
Малашне воспитательсене мӗн кӗтӗ-ха? РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, воспитательсен ӗҫ укҫине вӗрентекенсен шалӑвӗ чухлӗ ҫитермелле. Вӗсен вара ӗҫ укҫи регионти вӑтам шалупа танлашмалла.
Чӑваш Енре вӑтам ӗҫ укҫи 21450 тенкӗпе танлашнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчинче ӗҫлекенсен те шалӑвӗ ҫакнашкал пулӗ.
Раҫҫейри топ-500 шкул йышне Чӑваш Енри 6 шкул кӗнӗ. Вӗсем 2013–2014 вӗренӳ ҫулӗсенче палӑрнӑ: ППЭ-ре тата олимпиадӑсенче.
Шупашкарти 3-мӗш лицей 485-мӗш вырӑн йышӑннӑ, 5-мӗш гимнази — 486-мӗш. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази 487-мӗш вырӑна тухнӑ, 4-мӗш лицей — 488-мӗш. 4-мӗш гимнази 489-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ, Шупашкарти 1-мӗш гимнази — списокра 490-мӗш.
Шупашкарти 3-мӗш лицей Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкулсен йышӗнче 22-мӗш вырӑна тухнӑ. Кунта Шупашкарти 6-мӗш гимнази тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази лекнӗ. Ку танлашӑма (рейтинга) предмет оимпиадин кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн тунӑ.
Ҫак списока ялти шкулсем те кӗнӗ: Элӗкри И.Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Патӑрьелти 1-мӗш шкул, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкул тата Вӑрнарти 2-мӗш шкул.
Вӑрнар районне Мускаври М. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн студенчӗсем музыкӑпа этнографи практикине килнӗ.
Анна Ковязина, Герман Устьянов, Мария Стрелова студентсемпе вӗсен преподавателӗ Г.А. никитина вӑл тӑрӑхри чӑваш фольклорне тӗпчӗҫ. Ҫамрӑксем пурте истори факультечӗн этнологи кафедринче ӑс пухаҫҫӗ. Чӑваш фольклорне тӗпчес тӗллевллӗскерсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе Владимир Михайловпа тӗл пулассишӗн ятарласа Вӑрнар тӑрӑхне пырса ҫитнӗ иккен. Ку ӑста 100 ытла юрӑ ҫырнӑ, чӑваш музыка инструменчӗсене тӑвать. Вӗсене халӗ чӑваш ансамблӗсемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем шӑрантараҫҫӗ.
Галина Никитина преподаватель палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрнара килме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. «Музыка культурин инструмент пайне вӗреннӗ чухне пире яланах Владимир Михайлов патне кайма сӗнетчӗҫ, — тенӗ вӑл. — Пӗрре килниех ҫителӗксӗр. Кунта тата килме ӗмӗтленӗпӗр. Эпир ӑна хамӑр пата Мускава чӗнӗпӗр. Владимир Михайлов пӗлекен математикӑна, физикӑна, акустикӑна эпир пӗтӗмпех ӑша хываймӑпӑр, анчах ун патне ҫывхарма тӑрӑшӑпӑр», – тенӗ вӑл.
Вӑрнар раойнӗнче Мускав хӑнисем асӑннӑ районти Пӑва ялӗнчи Анна Пескова патӗнче пулнӑ.
Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта пулса иртнӗ ҫак пӑтӑрмах пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ачасемпе кӑра тытнӑ вӗрентекеншӗн аванмарланнипе республикӑн Вӗренӳ министерстви педагогран шар курнӑ ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтнине те каланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, пуҫламӑш классене вӗрентнӗ ҫамрӑк вӗрентекен урокра шавласа ларакан пӗр ача тутине скотчпа ҫыпӑҫтарса хунӑ. Урок ыйтсан пӗлмесен ҫамка ҫине «2» лартса панӑ, пӗррехинче вӑл пӗтӗм класса урок тӑршшӗпех ура ҫинче тӑратнӑ.
Ӗнерхи хыпарта хаяр педагог ӗҫленӗ шкул ертӳҫине тата унӑн пуҫламӑш класс енӗпе ӗҫлекен ҫумне явап тыттарма пултарассине хыпарланӑччӗ. Паян, ав, республикӑн прокуратури вӗсене ӗҫрен хӑтарнине, шкул ертӳҫин воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумне дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнине пӗлтерчӗ. Кӑра вӗрентекен пирки ӗҫе прокуратура тӗпчевҫӗсене пуҫиле ӗҫе пуҫарас ыйтӑва татса пама ярса панӑ.
Кӑҫалхи кӗркуннерен водитель правине илме йывӑртарах пулӗ. Йывӑртарах кӑна мар — хаклӑрах та. Парта хушшинче 190 сехет ларма тивӗ.
Водитель правине илес тесен теорие 104 сехет вӗренме тивӗ. 56 сехет — автомобильпе ҫӳреме, 36 сехет — практика валли. Практикӑра пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама, ҫул ҫинчи тӗрлӗ ыйтӑва уҫӑмлатма вӗрентӗҫ.
Правана вӗренекенсен мӗнле коробкӑллӑ автомобильпе ҫӳрессине тӳрех палӑртмалла пулӗ. Ҫӗнӗ правилӑпа килӗшӳллӗн, ҫакна водитель удостоверенийӗ ҫине палӑртӗҫ. Автоматикӑна вӗреннӗ пулсан механикӑллӑ трансмиссиллӗ автомобиле ларма ирӗк пулмӗ. Ун валли руль умӗнче 16 сехет ларса вӗренме тивӗ. Автошкулсенчи вӗренӳ хакӗ 12-15 процент ӳсӗ.
Ҫӗнӗлӗхе ҫул ҫинчи аварисен шутне чакарас тӗллевпе пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.
Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Шупашкарта историн пӗрлӗхлӗ кӗнекине йышӑнма хистесе митинг иртнӗ. Мероприятие 20 яхан ҫын хутшӑннӑ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре пулнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫей акцине «Партия Великое отечество» йӗркеленӗ. Унӑн хастарӗсем РФ вӗренӳ министрне Дмитрий Ливанова Владимир Путин президентӑн Хушӑвне пурнӑҫлама, шкул ачисем валли историн пӗрлӗхлӗ кӗнекине кӑларма ыйтса митинга тухнӑ.
Митигн аслисене кӑна мар, Шупашкарти шкулсенче вӗренекенсене те кӑсӑклантарнӑ. 2-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Алексей Свеклов пӗрлӗхлӗ кӗнеке кирлине палӑртнӑ. Вӑл хальхи учебниксем тӗнчере, ҫӗршывра пулса иртнӗ пулӑмсене туллин ҫутатманнине каланӑ. Истори вӗрентекенӗ те ку е вӑл пулӑма туллин ҫырса кӑтартманнине палӑртать-мӗн.
Ҫакӑн йышши хыпара вуласан чылай ҫын хӑйӗн студент ҫулӗсене аса илет-тӗр. Теприсем вара: «Вӗреннӗ вӑхӑтра сӗтев пачах тыттарманни пулнӑ-ши вара?» — тесе те шухӑшласа илӗҫ. «Шкулта та, ача пахчинче те тӑкакланмасӑр пулмасть», — кӑмӑлсӑрланӗҫ хӑшӗсем. Юрӗ, ку вӑл умсӑмах вырӑнне пултӑр тейӗпӗр.
Явап тытни — Мускаври автомобильпе ҫул-йӗр университечӗн Атӑлҫи филиалӗн доценчӗ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи акаччен ҫав ҫын 42 студентран 147 пин ытла тенкӗ ытлалӑх сӗтев илнӗ иккен. Студентсем укҫа тӳлесен лешӗ зачетсемпе экзаменсене нимле тӗрӗслевсӗр лартнӑ. Отметикне кура экзамен хакӗ тӗрлӗрен пулнӑ. 2,5 пин тенкӗрен тытнӑса 3,9 пин тенкӗ таран иккен. Унсӑр пуҫне студентпа преподаватель епле хутшӑнура пулни те витӗм кӳнӗ пулать. Тата вӑл студентсем занятие епле шута илнине те тӗпе хунӑ имӗш.
Сӗтевле экзамен тыттаракана 230 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, 1,5 ҫуллӑха унӑн хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗ пирки манма тивӗ — суд ҫав вӑхӑтлӑха ӑна преподавательте ӗҫлемме чарнӑ.
Сӑмахӗ кунта 16 ҫул тултарнӑ, патшалӑхӑн пӗтӗмӗшле аттестацине 9-мӗш класс тытакан ачасем пирки пырать.
Ашшӗ-амӑшӗн хыҫӗнче пурӑнакан ача-пӑчана штрафлани тӗрӗссипе тӗрӗсех маррине пӗлес тесе пӗчӗкрех инстанциллӗ суд ҫӗршывӑн Аслӑ судне ыйтупа тухнӑ иккен. Лере ҫак ӗҫе тишкернӗ те 16 ҫул тултарнӑ ачана штрафлама юранине палӑртнӑ. Сӑмах май каласан, 9-мӗш класс хыҫҫӑнхи аттестаци вӑхӑтӗнче йӗрке пӑснӑшӑн кун пек категорие РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодекс 3–5 пин тенкӗ штрафлама ирӗк парать. 3 е 5 пин е урӑхларах виҫепе штрафлассине вара тӳре палӑртать. Виҫине палӑртнӑ чух ҫав ҫын ачан пурлӑх лару-тӑрӑвне, вӑл епле ҫын иккенне шута илме тивӗҫ.
Шупашкарти стоматологи поликлиникичне ӗҫлекенсем пӗрремӗш тата вӑтам классенче вӗренекен ачасемпе сывлӑх урокӗ ирттернӗ.
Пысӑк квалификациллӗ тухтӑрсем кӑтартмалли пособисем, муляжсем йӑтса республикӑн тӗп хулинчи виҫӗ районта вырнаҫнӑ 21 шкула саланнӑ.
Хӑйсен калаҫӑвне шур халатлисем ачасене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе саламланинче тытӑннӑ. Унтан Хулари стоматологи поликлиники, унӑн тытӑмӗпе тӗллевӗ ҫинчен тата шкулти стоматологи пӳлӗмӗсем пирки ӑнлантарӑ.
Сывлӑх урокӗнче тухтӑрсем шӑл епле тасатмаллине, сиенлӗ йӑла мӗншӗн сиенлине, шӑла мӗн сӑтӑр кӳнине, мӗн усӑ тунине каласа кӑтартнӑ. Шлӑ мӗншӗн пӗтнине муляж ҫине тӗллесех ӑнлантарнӑ. Унтан вӗсем ачасене шӑл тасатмалли щетка, календарь тата шӑл тасатмалли правилӑсене ҫырса кӑтартнӑ брошюра парнеленӗ.
Сӑнсем (12)
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкар администрацийӗн Г.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци интернат лицейӗн ҫуртне юсамалла. Анчах лицее Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищипе пӗрлештерес ӗҫ пырать-мӗн. Училищӗне ҫӗнетмелли проект документацине йышӗнни пирки хыпар сарӑлнӑ.
Документпа килӗшӳллӗн, училищӗне ҫӗнетнӗ май пристрой тума палӑртнӑ. Вӑл Г.Лебедев ячӗллӗ Чаваш наци интернат лицӗйӗн пултаруллӑ ачисем валли пулӗ-мӗн.
Асилтерер: ЧР Аслӑ сучӗ пркуратура майлӑ пулса ҫурта 2015 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗччен юсамалла тесе йышӑннӑччӗ. Прокуратурӑри суд искӗнче каланӑ тӑрӑх, лицей мӗнле пулнӑ — ҫапла кирлине палӑртнӑ.
Шел те, хула администрацийӗ лицее суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫав вырӑнтах ҫӗнетсе хута ярасшӑн марри куҫкӗрет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |