Ҫитес ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса Раҫҫейри аслӑ шкулсенче студентсене салтаксене тата саппасри сержантсене хатӗрлемелли программӑпа вӗрентме тытнӗҫ. Ку ҫар кафедри ҫук аслӑ шкулсенче вӗренӗве пӑрахмасӑр служба тухма май парать.
Программӑпа килӗшӳллӗн теори курсӗ 450 сехет пулӗ, вӗсене виҫӗ уйӑхлӑха пухӗҫ. Аслӑ шкул ҫумӗнчи, ҫар чаҫӗнче е ҫар-вӗренӳ центрӗнче кунашкал курссене пӗтернӗ студентсене салтакӑн е саппасри сержантӑн ҫар билетне парӗҫ. РФ хӳтӗлев министрӗн ҫумӗ Николай Панков каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе Раҫҫейре ҫар кафедри 72 аслӑ шкулта пур. ЧР Ҫар комиссариачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра хальлӗхе ҫар курсӗсене кӗртмен. Тен, малашне вӗсене уҫӗҫ те.
Тӗнче тетелне тухни, кашни ача аллинче карас телефонӗпе хальхи вӑхӑтри ытти хатӗрсемпе усӑ курни вӗренӳре кансӗрлет тетпӗр-ха та, анчах хӑш чухне вӑл та кирлӗ. Сусӑр ачасене карас интернечӗ вӗренӳре пулӑшмалла та. Кун пирки республикӑн Информаци политикин министерстви пӗлтерет.
Ачасене килте ларса пӗлӳ тӗнчине кӗме карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен пӗри май туса панӑ. Вӗрентӗвӗн ҫӗнӗ тытӑмӗ хальлӗхе Чӑваш Енри 55 ял-хулара вӑя кӗнӗ. 3G модемсем тата роутерсем пулӑшнипе ачасем онлайн меслечӗпе видеоуроксенче лараҫҫӗ, учительсемпе ҫыхӑнаҫҫӗ, экзамен та ҫаплах тытӗҫ. Ҫыхӑнупа тивӗҫтерекен оператор сигнал вӑйлӑрах пултӑр тесе ачасене ятарлӑ антеннӑсем тӳлевсӗр валеҫсе панӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче сывӑ пурнӑҫ йӗркине халалласа акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗсем районти 5-6-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче интеллектуаллӑ марафон ирттерчӗҫ. Марафона Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулӗн виҫӗ ушкӑнӗ, Питӗркасси тата Атнар вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсем, Шулю, Тури Ҫӗрпӳкасси тата Штанаш тулли мар вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсем хутшӑнчӗҫ.
Программӑна Наталия Артемьева ертсе пычӗ. Командӑсем пухӑннисене хӑйсемпе акӑлчан чӗлхипе паллаштарчӗҫ. Унтан кашни команда спорт тата сывӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ вӑйӑсенче тупӑшрӗ: Олимпиада символӗн пилӗк ункине парӑнтарма сӑвӑ калама, физкультура тума та тӗрлӗ конкурссем витӗр тухма тиврӗ ачасен.
Хӗрлӗ Чутайри 5-мӗш класра вӗренекенсем «Тухтӑр сӗнӗвӗсем» сценка лартса пачӗҫ, витаминсемпе паллаштарчӗҫ. 11-мӗшӗнчи Анжела Патьянова, Любовь Катюкова тата Юлия Инжебейкина хаваслӑ кӗвӗпе пухӑннисене ташлаттарчӗҫ. Командӑсенчи вӗренекенсем марафонта хӑйсем акӑлчан чӗлхине лайӑх пӗлнине кӑтартса пачӗҫ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ хӑрушсӑрлӑх правилисене шӑпӑрлансене кӑҫалтан пуҫласа ҫӳллӗ пукане пулӑшнипе ӑнлантарма тытӑнӗ.
Шупашкарти «Чӗкеҫ» ача ҫуртне ҫитнӗ те ҫав тем пысӑкӑш пукане. Константин ятлӑскер Чӑваш Енӗн Пушар хуралӗн музейӗн методисчӗпе Ксения Михайловӑпа пӗрле вӑл ачасемпе пушартан епле асӑрханмалли пирки «тренировка» ирттернӗ.
Пӗчӗкскерсене хӑрушсӑрлӑх правилине вӑйӑ урлӑ хӑнӑхтарать хайхи Константин. Акӑ, пуканесен кӗтесӗнче тахӑшӗ утюг кӑлармасӑр хӑвранӑ. Тӗтӗме асӑрханӑ хыҫҫӑн ачасем ҫӑлавҫӑсен службине шӑнкӑравланӑ. «Инкеке лекнисене» пулӑшма Константин — «01» — персе ҫитнӗ. Пушарпа кӗрешкен икӗ метр ҫӳллӗш ҫын ачасене утюга розеткӑна тирс ехӑварма юраманни пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах тата шӑнкӑравлакансем тупӑннӑ — вӗсене те «пулӑшу» кирлӗ. Пӗчӗкскерсене Константин питӗ килӗшнӗ. Вӗсем ӑна «Сывӑ пул, Константин — «01» тесе темччен ӑсатнӑ.
Республикӑн Вӗренӳ министерстви Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн логотипне палӑртма конкурс ирттерессине пӗлтерет. Унта камсем хутшӑнма юрассипе асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма пулать. Кӗскен каласан, унта хутшӑнма никама та чармаҫҫӗ. Кӑмӑл тата илеме туйма тата кӑтартма пӗлни, шухӑша уҫса пама пӗлни кӑна кирлӗ тесен те юрать.
Ҫӗнтерӳҫӗ-логотипа кайран интернет-сайтсене илемлетме, тӗрлӗ информаци, реклама тата парнелӗх япаласем хатӗрленӗ чух усӑ курӗҫ.
Конкурс ҫитес уйӑхӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 28-мӗшӗччен пырӗ. Ӗҫсене obrazov3@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех пӗлес тесен (8352) 64-21-77 номерпе шӑнкӑравлама юрать.
Синоптиксем ҫак канмалли кунсене ҫанталӑк ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ-ха. Ӑшӑтни тумлам юхма пуҫлассине пӗлтермест те, анчах шартлама сивӗ чакмалла теҫҫӗ. Хальлӗхе вара ҫанталӑк сиввине кура ачасен шкула каймасан та юрани пирки аса илтерер.
Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсем 1–4-мӗш классенче вӗренекенсене 25 градусран сивӗрех пулсан шкула пыма сӗнмеҫҫӗ. 5–9-мӗш классене 30 градусран сивӗрех чух шкула каймасан юрать. Аслӑраххисене, 9–11-мӗш класра вӗренекенсене, 35 градусран иртсен килте ларма хушаҫҫӗ. Шартламана пӑхмасӑрах вӗренме талпӑнакансене каялал хӑваласа ямӗҫ — уйрӑм е ушкӑнпа заняти ирттерессине пӗлтереҫҫӗ.
Сӑмах май, сивӗ ачасене кӑна мар, аслисене те шеллемест. Шартлама вӑхӑтӗнче республикӑра 5 ҫын шӑнса вилнӗ те ӗнтӗ. Ҫавсен шутӗнче — килсӗр-ҫуртсӑр икӗ ҫын, 28 ҫулти Шупашкар арҫынни, Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнчи тата Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑхри 32 ҫулти тата 80-ри хӗрарӑмсем.
Нумаях пулмасть Тутарстанри Аксу, Ҫарӑмсан, Нурлат, Чистай тата Элкел районӗсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем семинара пухӑннӑ. Мероприяти Аксу районӗнчи Аслӑ Сӗнчел вӑтам шкулӗнче иртнӗ.
Унта «Вӗрентӳ пахалӑхне ӳстерессинче чӑваш этнокультурин компоненчӗсемпе усӑ курасси» темӑпа калаҫнӑ.
Семинара йӗркелесе ирттерес тесе Аксу районӗнчи Информаципе методика центрӗ тата Аслӑ Сӗнчел вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗсем хытӑ тӑрӑшни пирки хыпарлать Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» обществӑпа политика хаҫачӗ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче, «Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине паха шайра тата тухӑҫлӑ вӗрентесси» семинар иртнӗ.
Семинарта чӑваш чӗлхине хальхи вӑхӑтра аталантармалли майсем пирки калаҫнӑ, ҫавӑн пекех «Г.Н. Волков академикӑн чун-чӗм еткерлӗхне шкулсенче вӗрентесси», «Ачасен пуплевӗн лексика пуянлӑхне ӳстересси», «Класс тулашӗнчи ӗҫсем чӑваш чӗлхине вӗренес туртӑма витӗм кӳни» тата ытти доклада итленӗ.
«2014 ҫул — Культура ҫулталӑкӗ. Ҫавна май пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Вӗсем тӑван культурӑпа, историпе мухтанма-мӑнаҫланма тытӑнсан, йӑла-йӗркене тытса пырсан халӑхӑмӑр та, чӗлхе те сыхланса юлатех. Ку енӗпе пирӗн пурин те ҫине тӑрса ӗҫлемелле», — семинара хутшӑннисем ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Паянтан Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри предмет олимпиадисен Чӑваш Енри тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӗренӳре уйрӑмах талпӑнуллисенчен пӗрисем 21 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслӗҫ. Олимпиада ҫитес уйӑхӑн 8-мӗшӗччен пырӗ. Паянпа ыран, сӑмахран, ачасем акӑлчан чӗлхипе олимпиадӑна хутшӑнаҫҫӗ. Унта 9–11-мӗш классенче вӗренекен 83 ача тупӑшӗ. Ҫавсенчен ытларахӑшӗ, 46-шӗ, Шупашкар ачисем, 6-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкартан, 31-шӗ — районсемпе ытти хула ачисем.
Регионти олимпиадӑна хутшӑнма тӗп хулари 4-мӗш лицейре вӗренекен 20 ача тивӗҫнӗ.
Муниципалитет шайӗнче иртнӗ олимпиадӑна 7–11-мӗш классенче вӗренекен 35 пин ытла хутшӑннӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ, 2 730-шӗ, пӗлӗве математикӑпа тӗрӗсленӗ. Биологие кӑмӑллакансем те йышлӑ: 2 703 ача район е хула шайӗнче иртнӗ олимпиадӑна хутшӑннӑ. Олимпиадӑна хутшӑннисен хисепӗ тӑрӑх хакласан, ҫавӑн пекех ачасенчен самайӑшӗ вырӑс чӗлхипе историе юратса вӗренеҫҫӗ тесе шухӑшламалла.
Культура отраслӗ валли специалистсем хатӗрлекен Чӑваш патшалӑх культура институтне Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви тухӑҫсӑр ӗҫлекеннисен шутне кӗртнӗччӗ. Спецификӑллӑ ун пек аслӑ шкула «кӗмӗл» туса илме ҫӑмӑл маррине ӑнланма пулать ӗнтӗ. Культура отраслӗнчи специалистсем хатӗрлекен института укҫа парсах вӗренме кӗрес текенсем ҫукрах-тӑр. Анчах тепӗр мониторинг тӗлне ӑна тухӑҫлисен шутне кӗртесшӗн. Кун пирки ӗнерхи пресс-конференцире республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ.
Лару-тӑру халех лайӑхланма пуҫланӑ иккен. Аслӑ шкула вӗренсе пӗтернисенчен специальноҫпа ӗҫе вырнаҫнисен шучӗ унччен 96 процентпа танлашнӑ тӑк, халӗ ку цифра та пысӑкланнӑ-мӗн. Шучӗпе вӑл 98 процентпа танлашмалла иккен. Хальхи вӑхӑтра культурӑпа ӳнер институчӗпе культура училищине пӗрлештерес ӗҫ пырать. Ҫакӑ та аслӑ шкул тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |