Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Патӑрьелти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 28.10.2014 14:32 | 1261 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Республикӑри шкулсенчен пӗринчи чӑваш чӗлхи урокӗ
Республикӑри шкулсенчен пӗринчи чӑваш чӗлхи урокӗ

Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем пӗп-пӗрин опычӗпе паллашма пуҫтарӑннӑ. Щак кунсенче вӗсем пултарулӑх ушкӑнӗн ларӑвне ирттернӗ.

Тӗлпулура чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Галина Хлебникова тухса калаҫнӑ. 17 ҫул шкулта ӗҫлекенскер вӗҫӗмех ҫӳллӗ шайра иккен. Галина Фирсовна пирки ӗҫтешӗсем сӑмахпа каламаллине тата ҫыру ӗҫшне лайӑх йӗркеленӗ теҫҫӗ. Чӗлхепе кӑсӑклантарма пултараканскер вӗрентӳ тата воспитани тивӗҫне харӑсах пурнӑҫлама ӑс ҫитерет иккен.

Класс тулашӗнчи ӗҫсене те вӑл ирттерме ӗлкӗретӗ Пуян дидактика лабораторийӗ пухнӑ. Шкулти музея та ертсе пырать хастар вӗрентекен. Галина Фирсовна ертсе пынипе вӗрентекенсем ял топонимикине ӑша хываҫҫӗ, фольклор пухаҫҫӗ, тӗпчев проекчӗсемпе аппаланаҫҫӗ.

Ӗҫтешӗсене Галина Хлебникова «Патӑрьел тӑрӑхӗнчи халӑх юрри-сӑвви» кӗнекипе паллаштарнӑ. Ӑна вӑл кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче кӑларнӑ. Унта шкул ачисем тӗрлӗ ҫулта пухнӑ фольклор кӗнӗ.

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем чӑваш чӗлхи урокне епле ирттернине те итленӗ. Унта тӑххӑрмӗш классем Валентин Урташ сӑвӑҫӑн «Калаймарӑм» сӑввине тишкернӗ.

Тӑван чӗлхене вӗрентекенсен семинарне район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн методисчӗ Елена Перепелкина пӗтӗмлетнӗ.

#Патӑрьел районӗ, #вӗренӳ, #чӑваш чӗлхи, #ларусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем