Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Пермь тӑрӑхӗнчи библиотекарьсем пирӗннисенчен вӗренесшӗн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 22.10.2014 12:32 | 1484 хут пӑхнӑ
Культура Республикӑн ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ
Республикӑн ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ

Пермьри А.М. Горький ячӗллӗ патшалӑхӑн универсаллӑ вулавӑшӗн ӗҫченӗсем Чӑваш Ене опыт пухма килнӗ. Профессилле тур ят панӑ ҫулҫӳреве тухнисем Чӑваш Енри вулавӑшсемпе паллашас тӗллев лартнӑ. Республикӑн Культура, наци тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ютран килнисене пирӗн патри ҫӗнӗлле ӗҫлени илӗртет.

Пермьри вулавӑш ӗҫченӗсем «Регионӑн культура анлӑшӗнче вулавӑшӑн хальхи вӑхӑтри аталанӑвӗн стратегийӗ» пултарулӑх лабораторийӗпе паллашнӑ, республикӑн ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшне ҫитнӗ, Муркаш районӗнчи Кашмашри вулавӑшра «Вырӑнти ҫынсен пурнӑҫӗнче вулавӑш вырӑн йышӑнни» мероприятие хутшӑннӑ.

Ӗҫ опычӗпе паллашнипе пӗрлех хӑнасем Шупашкар тӑрӑх курса ҫӳренӗ. Каҫхине вара Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Нарспи» спектакле кайса курнӑ.

#Пермь, #вулавӑшсем, #хӑнасем, #Шупашкар, #вӗренӳ, #Муркаш районӗ, #Кашмаш, #оперӑпа балет театрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем