Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ Николай Якимова виҫӗм кун, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ку должноҫрен кӑларасси пирки хушу пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Николай Петрович ял хуҫалӑх отраслӗнче пысӑк опытлӑ пулнине унӑн ӗҫтешӗсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ӗнертенпе Николай Якимова «Нива» вӗренӳ центрне ертсе пыма шаннӑ. Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ май республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ун пирки ырӑ сӑмахсем самай каланӑ, Николай Якимовӑн агропромышленность комплексӗнчи ӗҫ опытне палӑртса хӑварнӑ.
«Нива» вӗренӳ центрне чылай ҫул ертсе пынӑ Владимир Яковлев нумаях пулмасть «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» предприяти пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пыма тытӑннӑ.
Шупашкарти 3-мӗш лицей тата 5-мӗш гимнази «Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкул» танлаштарӑма кӗнӗ. Ӑна RAEX (Эксперт РА) агентство хатӗрленӗ.
Танлаштарӑм ҫӗршыври чи лайӑх шкулсене палӑртма, хӑшӗсем аслӑ шкул валли студент ытларах хатӗрленине тишкерме пулӑшать. Ӑна студентсем аслӑ шкула вӗренме кӗнине шута илсе хатӗрленӗ те ӗнтӗ.
Талаштарӑма тунӑ чухне вӑл е ку шкулти ҫамрӑксем Раҫҫейри 17 аслӑ шкула ӑс пухма кӗнине шута илнӗ. Шупашкарти 3-мӗш лицей 55-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. 5-мӗш гимнази вара танлаштарӑмӑн 121-мӗш йӗркине йышӑннӑ. Палӑртмалла: асӑнна пӗлӳ учрежденийӗсем пӗлтӗр те чи лайӑх 200 шкулсен йышне кӗме пултарнӑ. Ун чухне 3-мӗш лицей – 51-мӗш, 5-мӗш гимнази 145-мӗш пулнӑ.
Акан 7-мӗшӗнче Шупашкар район тӗп вулавӑшӗнче чӑваш наци культурин "Туслӑх хӗлхемӗ-2016" фестивалӗ иртнӗ. Унта 17 шкул ачи хӑйӗн тавракурӑмне, юрра-ташша ӑста пулнине кӑтартма пуҫтарӑннӑ, хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче.
Фестивале Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенесен методика пӗрлешӗвӗн ертуҫисем Е.А. Майковпа А.В. Ишова уҫнӑ.
Фестиваль йӗркипе килӗшӳллӗн ачасен ӳкерес ӑсталӑхне аталантарас тӗллевпе "Шевле" конкурс та ҫак фестиваль программинех кӗрет. 15 ытла ӗҫ тӑратнӑ, тематика пӗрре - чӑваш литературинчи хайлавсем тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗксем, вӗсем пурте "Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне" халалланисем. Пӗрремӗш вырӑна Ҫӗньял-Покровскинчи вӑтам шкулти Иван Кириллов В. Элпин "Аппапа пӗрле" калавӗ тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗкпе йышӑннӑ.
Вӗренӳ управленийӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа халӑхран сӗнӳсем йышӑннӑ. Халӗ 10 ятран пӗрне суйлаҫҫӗ, ун ятне ҫитес вӑхӑтра шкула парӗҫ.
Пирӗн республикӑра паллӑ ҫын нумай. Вӗсене ҫамрӑксен, ӳсекен ӑрун пӗлмелле. Шкула камӑн ятне памаллине ҫынсене суйлаттараҫҫӗ. Сасӑлав пырать халӗ.
Василий Чапаев, Алексей Крылов, Михаил Афанасьев тата ыттисем – Шупашкарти шкулсем ҫаксен ячӗсене тивӗҫме пултараҫҫӗ.
Унччен хулари 38-мӗш шкул Леонид Константинов летчикӑн ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Чечня вӑрҫинче пуҫ хунӑ. К.Иванов урамӗнчи кадет шкулӗ Александр Кочетов ячӗпе хисепленет. 10-мӗш шкула вара Андриян Григорьев ятне панӑ.
Шкул ачисене финанс енӗпе вӗрентме пуҫласшӑн. Ҫӗнӗ пая обществознани программине кӗртме пултарӗҫ.
Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Чулхулара регионсен хушшинче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ӑна ҫитес виҫӗ ҫулта финанс пасарне аталантармалли енсем пирки калаҫнӑ чухне ҫӗкленӗ.
Раҫҫей Банкӗн председателӗн ҫумӗ Владимир Чистюхин каланӑ тӑрӑх, кунашкал уроксене 1917 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗрентме тытӑнмалла.
Аслисене те ку енӗпе аталантарасшӑн, мӗншӗн тесен халӑх ку енӗпе сахал пӗлет.
«Вести. Приволжье» пӗлтернӗ тӑрӑх, регионсенче общество йышӑнӑвӗсем йӗркелӗҫ. Унта кашниех килсе ҫӑхавлама пултарать. Кунашкал организаци Мускавра ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ.
Шупашкарти 40-мӗш шкулта вӗренекен ачасем Калинин районӗн сучӗн залӗнче пулнӑ. Унта вӗсем валли экскурси ирттернӗ.
Шкул ачисем суд приговорне те итленӗ. Вӑл Шупашкарти пӗр кафере Ҫӗнӗ ҫул умӗн пӗлӗшӗн укҫипе докуменчӗсене вӑрланӑ.
Анчах суд залне пур ача та лекеймен. Унта юрист пулма ӗмӗтленекенсем ҫеҫ кӗнӗ. Ачасем кашни сӑмаха тимлӗн итленӗ.
Саша Майорова вара малтан кам пулассине пӗлмен. Кунашкал урокра пулса курнӑ хыҫҫӑн вӑл юриста вӗренме палӑртнӑ.
Сӑмах май, судра уҫӑ уроксем тӑваттӑмӗш ҫул иртеҫҫӗ ӗнтӗ. Унта лекессишӗн шкулсем черет те тӑраҫҫӗ. Кунашкал экскурсисем ачасене йӑнӑш утӑм тӑвасран та, тӳрӗ ҫултан пӑрӑнасран та сыхланма пулӑшаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Питӗрте иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри канашлура РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Чӑваш Ен шкулсем тӑвас енӗпе чи малта пыракан 5 регион йышне кӗнине палӑртнӑ.
Малтисен йышне кӗнӗ регионсем, дотациллӗ пулсан та, ятарлӑ проект пурнӑҫа кӗричченех шкулсем хута янӑ.
Сӑмах май, юлашки 5 ҫулта Чӑваш Республикинче 8 шкул ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем Йӗпреҫ, Патӑрьел, Тӑвай, Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче хута кайнӑ. Пӗтӗмпе 1645 вырӑн ачасем валли хатӗрленӗ.
2015 ҫулта Комсомольски районӗнче шкул хута яма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗччен ӑна туса пӗтермелле.
Проектпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре 32 шкул хута яма, ҫӗнетме палӑртнӑ. Тепӗр 64 шкула юсама та плана кӗртнӗ.
Чӑвашран тухса тӗнчипе ят-сум илнӗ Никита Бичурин ӑсчах-академик, Раҫҫейре китаейпӗлӗвне пуҫарса янӑ Никита Бичуринӑн пӗртен-пӗр музейӗнче, Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» ятлӑскерте, вӗҫӗмех шыравра.
Никита Бичурин, сӑмах май, Шупашкар район ҫынни. Вӑл унти Типнерте ҫуралнӑ. Паллӑ ентешне халалланӑ музея уҫнӑранпа ертсе пыракан Ирина Удалова аваллӑх управҫинче нумаях пулмасть китай чӗлхипе маҫтӑр-классем ирттерме тытӑннине пӗлтерет.
Малтан ачасем «Научный подвиг Н.Я. Бичурина» (чӑв. Н.Я. Бичуринӑн ӑслӑлӑхри паттӑрлӑхӗ) залри экспонатсемпе паллашаҫҫӗ. Кайран вӗсене музей экскурсовочӗ А.В. Данилова иероглифсемпе, китай чӗлхинче сасӑсене епле каланипе паллаштарать. Шкул ачисене вӑл ансат сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе китайла сывлӑх сунма, тав тума, сывпуллашма вӗрентет. Пӗчӗк кӑна диалогсем те ирттерет вӑл вӗсемпе тата темиҫе иероглиф ҫырма хӑнӑхтарать.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа музейри маҫтӑр-класра Шупашкарти тӑватӑ вӗренӳ учрежденийӗнчи — 2-мӗш гимназири, 14-мӗш кадет шкулӗнчи тата 3-мӗшпе 57-мӗш вӑтам шкулсенчи — ачасем пулнӑ.
Муркаш районӗнче ҫӗнӗ йышши котельнӑйсем хута ярса укҫа перекетлесшӗн. Энергие перекетлессипе те вӗсем, хӑйсем ӗнентернӗ тӑрӑх, республикӑра малта пыраҫҫӗ.
Кӑҫал муркашсем Ҫатракассинчи вӑтам шкулта ҫӗнӗ котельнӑй туса лартасшӑн. Ку ыйтупа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев вӑл шкулта райадминистрацин вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗпе Зоя Дипломатовӑпа пулса ҫывӑх вӑхӑтра туса ирттермелли плансене сӳтсе явнӑ. Чи кирли — ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланиччен котельнӑя туса пӗтерсе ӗҫлеттерсе ярасси. Котельнӑй валли район бюджетӗнчен 2,2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки 4 ҫулта муниципалитетра 6 блокпа модульлӗ котельнӑй хута янӑ. Халӗ те вӗсем Ҫатракассинчипех ҫырлахасшӑн мар — тата тепӗр пилӗк шкулпа икӗ ача пахчинче хута ярасшӑн. Ҫӗнӗ йышши котельнӑйсем энергие 30–40 процент перекетлеме пулӑшать тесе калаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Даун синдромӗллисен пӗтӗм тӗнчери кунӗ тесе йышӑннине, ҫавна май Ачасен реабилитаци центрӗнче ятарлӑ мероприяти иртнине, унта Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗсенчен пӗри чирлӗ ҫав ачасем валли парнепе пынине эпир пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫав чирлисене халалласа паян ҫавра сӗтел те ирттернӗ. Унта ку амаклӑ шӑпӑрлансене шкул ҫулне ҫитичченхи пӗлӗве епле кӳрессине сӳтсе явнӑ.
«Берегиня» (Тухӑҫ енчи славян халӑхӗн халапӗсенчи Турӑ) ятлӑ ача пахчине пухӑннисем Даун чирӗпе аптӑракан ачасен ыйтӑвне сӳтсе явма психологсемпе педагогсем, тухтӑрсем, яваплӑ ытти специалист хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтеле хутшӑннисем хушшинче ашшӗ-амӑшӗ те пулнӑ. Пултаруллӑ та чӑтӑмлӑ педагогсем пулсан амака пӑхмасӑрах ку ачасене пулӑшмалли майсем пуррине сӳтсе явнӑ вӗсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шевле Антип Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |