Шупашкарти 182-мӗш ача пахчинчи воспитатель Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Шӑпӑрлансемпе ӗҫлекен пултаруллӑ специалистсене ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Севастополе пухса чысланӑ.
Конкурса Пӗтӗм Раҫҫейри «Родители за здоровое поколение» (чӑв. Ашшӗ-амӑшӗ сывӑ ӑрушӑн) общество организацийӗ, Стратегилле пуҫарусене пулӑшакан агентство, Раҫҫейӗн Экономика министерстви, Раҫҫей Правительствин Эксперт канашӗ, «Партия родителей будущего» (чӑв. Пулас ӑрӑвӑн ашшӗ-амӑш партийӗ) общество организацийӗ, шкул ҫулне ҫитменнисен хӑй тӗллӗн йӗркелекен организацийӗ йӗркеленӗ. «ТОП-100 лучших воспитателей России: качество дошкольного воспитания – стратегический ресурс будущего» (чӑв. Раҫҫӗйӗн чи лайӑх воспитателӗсен ТОП-100-ӗ: шкул ҫулне ҫитменнисен воспитанийӗн пахалӑхӗ — пуласлӑхӑн стратегилле ресурсӗ) ят панӑскере ҫӗршыври 3500 педагог хутшӑннӑ. Чи лайӑх 100 воспитатель йышне Шупашкарти 182-мӗш ача пахчинчи музыка ертӳҫи Вероника Ермолаева лекнӗ. Ӑна «Раҫҫейӗн чи лайӑх музыка ертӳҫи» номинацире чысланӑ.
Чӑваш Енри шкулсене тума кӑҫал пирӗн республикӑна 583,6 миллион тенкӗ ытла укҫа килӗ. Кун пирки ҫӗршыв шайӗнчи хушӑва Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Мускавран килекен «кӗмӗле» вӗрентӳ учрежденийӗсенче ачасем валли хушма вырӑнсем тума ӑсатӗҫ.
Кӑҫал, акӑ, сӑмах май каласан, Шупашкарти Гладков урамӗнче 1100 вырӑнлӑх шкул туса лартмалла. Унта пуҫламӑш класра вӗренекенсен, вӑтам тата аслӑ классен уйрӑм блоксем пуласса шантараҫҫӗ. Спорт залне иккех тӑвасшӑн, бассейн та пулӗ. Кӑҫалах Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат ҫурчӗ пулнӑ шкула тӗпрен юсамалла. Шупашкарти Граждан урамӗнчи 54-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскер 500 ача вӗренмелӗх ҫитмелле.
Космонавтика кунне халалласа Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулта сахал мар мероприяти иртнӗ. 5-мӗш класра чӑваш чӗлхи урокне те Светлана Никитина вӗрентекен ытти чухнехинчен урӑхларах йӗркеленӗ. «Ҫӗнӗ сӑмахсем (неологизмсем)» темӑна урокра космоспа та ҫыхӑнтарнӑ.
Ю.А.Гагарина аса илсе ачасем илемлӗ предложенисем йӗркеленӗ, чи ӑнӑҫлисене суйласа тетрадь ҫине куҫарнӑ. Екатерина Матвеева вара вӗсене пӗр йӑнӑшсӑр доска умӗнче ҫырса пынӑ. Чӑваш ҫӗрӗ ҫитӗнтернӗ А. Николаев, М. Манаров, Н. Бударин ячӗсемпе мӑнаҫланнӑ пиллӗкмӗшсем, космос паттӑрӗсене халалланӑ кӗнекесемпе паллашнӑ, презентаци те пӑхнӑ, вӗрентекен ыйтӑвӗсене хуравланине пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче.
«А.Г. Николаев та, Ю.А. Гагарин та пирӗн пекех ял ачи пулни савӑнтарчӗ. Тен, пиртен хӑшӗ те пулсан космонавт пулӗ, хальлӗхе лайӑх вӗренмелле, сывлӑха ҫирӗплетмелле…», - пӗтӗмлетнӗ ачасем.
Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ Николай Якимова виҫӗм кун, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ку должноҫрен кӑларасси пирки хушу пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Николай Петрович ял хуҫалӑх отраслӗнче пысӑк опытлӑ пулнине унӑн ӗҫтешӗсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ӗнертенпе Николай Якимова «Нива» вӗренӳ центрне ертсе пыма шаннӑ. Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ май республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ун пирки ырӑ сӑмахсем самай каланӑ, Николай Якимовӑн агропромышленность комплексӗнчи ӗҫ опытне палӑртса хӑварнӑ.
«Нива» вӗренӳ центрне чылай ҫул ертсе пынӑ Владимир Яковлев нумаях пулмасть «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» предприяти пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пыма тытӑннӑ.
Шупашкарти 3-мӗш лицей тата 5-мӗш гимнази «Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкул» танлаштарӑма кӗнӗ. Ӑна RAEX (Эксперт РА) агентство хатӗрленӗ.
Танлаштарӑм ҫӗршыври чи лайӑх шкулсене палӑртма, хӑшӗсем аслӑ шкул валли студент ытларах хатӗрленине тишкерме пулӑшать. Ӑна студентсем аслӑ шкула вӗренме кӗнине шута илсе хатӗрленӗ те ӗнтӗ.
Талаштарӑма тунӑ чухне вӑл е ку шкулти ҫамрӑксем Раҫҫейри 17 аслӑ шкула ӑс пухма кӗнине шута илнӗ. Шупашкарти 3-мӗш лицей 55-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. 5-мӗш гимнази вара танлаштарӑмӑн 121-мӗш йӗркине йышӑннӑ. Палӑртмалла: асӑнна пӗлӳ учрежденийӗсем пӗлтӗр те чи лайӑх 200 шкулсен йышне кӗме пултарнӑ. Ун чухне 3-мӗш лицей – 51-мӗш, 5-мӗш гимнази 145-мӗш пулнӑ.
Акан 7-мӗшӗнче Шупашкар район тӗп вулавӑшӗнче чӑваш наци культурин "Туслӑх хӗлхемӗ-2016" фестивалӗ иртнӗ. Унта 17 шкул ачи хӑйӗн тавракурӑмне, юрра-ташша ӑста пулнине кӑтартма пуҫтарӑннӑ, хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче.
Фестивале Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенесен методика пӗрлешӗвӗн ертуҫисем Е.А. Майковпа А.В. Ишова уҫнӑ.
Фестиваль йӗркипе килӗшӳллӗн ачасен ӳкерес ӑсталӑхне аталантарас тӗллевпе "Шевле" конкурс та ҫак фестиваль программинех кӗрет. 15 ытла ӗҫ тӑратнӑ, тематика пӗрре - чӑваш литературинчи хайлавсем тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗксем, вӗсем пурте "Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне" халалланисем. Пӗрремӗш вырӑна Ҫӗньял-Покровскинчи вӑтам шкулти Иван Кириллов В. Элпин "Аппапа пӗрле" калавӗ тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗкпе йышӑннӑ.
Вӗренӳ управленийӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа халӑхран сӗнӳсем йышӑннӑ. Халӗ 10 ятран пӗрне суйлаҫҫӗ, ун ятне ҫитес вӑхӑтра шкула парӗҫ.
Пирӗн республикӑра паллӑ ҫын нумай. Вӗсене ҫамрӑксен, ӳсекен ӑрун пӗлмелле. Шкула камӑн ятне памаллине ҫынсене суйлаттараҫҫӗ. Сасӑлав пырать халӗ.
Василий Чапаев, Алексей Крылов, Михаил Афанасьев тата ыттисем – Шупашкарти шкулсем ҫаксен ячӗсене тивӗҫме пултараҫҫӗ.
Унччен хулари 38-мӗш шкул Леонид Константинов летчикӑн ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Чечня вӑрҫинче пуҫ хунӑ. К.Иванов урамӗнчи кадет шкулӗ Александр Кочетов ячӗпе хисепленет. 10-мӗш шкула вара Андриян Григорьев ятне панӑ.
Шкул ачисене финанс енӗпе вӗрентме пуҫласшӑн. Ҫӗнӗ пая обществознани программине кӗртме пултарӗҫ.
Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Чулхулара регионсен хушшинче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ӑна ҫитес виҫӗ ҫулта финанс пасарне аталантармалли енсем пирки калаҫнӑ чухне ҫӗкленӗ.
Раҫҫей Банкӗн председателӗн ҫумӗ Владимир Чистюхин каланӑ тӑрӑх, кунашкал уроксене 1917 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗрентме тытӑнмалла.
Аслисене те ку енӗпе аталантарасшӑн, мӗншӗн тесен халӑх ку енӗпе сахал пӗлет.
«Вести. Приволжье» пӗлтернӗ тӑрӑх, регионсенче общество йышӑнӑвӗсем йӗркелӗҫ. Унта кашниех килсе ҫӑхавлама пултарать. Кунашкал организаци Мускавра ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ.
Шупашкарти 40-мӗш шкулта вӗренекен ачасем Калинин районӗн сучӗн залӗнче пулнӑ. Унта вӗсем валли экскурси ирттернӗ.
Шкул ачисем суд приговорне те итленӗ. Вӑл Шупашкарти пӗр кафере Ҫӗнӗ ҫул умӗн пӗлӗшӗн укҫипе докуменчӗсене вӑрланӑ.
Анчах суд залне пур ача та лекеймен. Унта юрист пулма ӗмӗтленекенсем ҫеҫ кӗнӗ. Ачасем кашни сӑмаха тимлӗн итленӗ.
Саша Майорова вара малтан кам пулассине пӗлмен. Кунашкал урокра пулса курнӑ хыҫҫӑн вӑл юриста вӗренме палӑртнӑ.
Сӑмах май, судра уҫӑ уроксем тӑваттӑмӗш ҫул иртеҫҫӗ ӗнтӗ. Унта лекессишӗн шкулсем черет те тӑраҫҫӗ. Кунашкал экскурсисем ачасене йӑнӑш утӑм тӑвасран та, тӳрӗ ҫултан пӑрӑнасран та сыхланма пулӑшаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Питӗрте иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри канашлура РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Чӑваш Ен шкулсем тӑвас енӗпе чи малта пыракан 5 регион йышне кӗнине палӑртнӑ.
Малтисен йышне кӗнӗ регионсем, дотациллӗ пулсан та, ятарлӑ проект пурнӑҫа кӗричченех шкулсем хута янӑ.
Сӑмах май, юлашки 5 ҫулта Чӑваш Республикинче 8 шкул ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем Йӗпреҫ, Патӑрьел, Тӑвай, Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче хута кайнӑ. Пӗтӗмпе 1645 вырӑн ачасем валли хатӗрленӗ.
2015 ҫулта Комсомольски районӗнче шкул хута яма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗччен ӑна туса пӗтермелле.
Проектпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре 32 шкул хута яма, ҫӗнетме палӑртнӑ. Тепӗр 64 шкула юсама та плана кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |