«Хавал» чӑвашсен халӑх пӗрлешӗвӗ юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех чӑваш чӗлхине калаҫура вӗренмелли лагерь йӗркелет. Хастарсем кӑҫал та ӑна пухӗҫ. Хальхи, шучӗпе ҫиччӗмӗш, утӑ уйӑхӗн 3-10-мӗшӗнче «Сурские зори» (чӑв. Сӑр шурӑмпуҫӗ) кану базинче пуҫтарӑнӗ.
Лагере пухнин тӗллевне «Хавал» ҫулленхи тӗлпулусене йӑлана кӗртессипе ҫыхӑнтарать. Тӗлпулу тӗллевӗ вара, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса тата хӑвӑрт ӑша хывасси. Тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе, историйӗпе, йӑла-йӗркипе паллаштарассине те тӗллев шутне кӗртеҫҫӗ.
Программа епле пулассине те халех палӑртнӑ. Чӑваш чӗлхи урокӗсене виҫӗ шайпа йӗркелесшӗн. Ачасемпе яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ валли вӗренӳ вӑйӑ курсӗ евӗр те пулӗ. Чӗлхене преподавательсем хальхи вӑхӑтри меслетсемпе усӑ курса ӑша хывма пулӑшӗҫ. Наци тӗррипе, халӑх юррисемпе тата ташшисемпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вӗреннипе пӗрлех вӑхӑта спорт мероприятийӗсенче кӑсӑклӑ ирттерме май туса парӗҫ. Экскурсисем йӗркелеме те шантараҫҫӗ.
Лагере хутшӑнакансен йӗркелӳ тата чӗлхе взносӗ, пурӑннишӗн тата апат ҫинишӗн тӳлеме тивӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра каллех уҫӑ алӑксен кунне ирттерме палӑртнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ, 12 сехетре пуҫланӗ.
Ҫамрӑксемпе факультетсен деканӗсем калаҫӗҫ, ертӳлӗх тӗлпулу ирттерӗ. Ҫавӑн пекех вӗсене университетпа паллаштарӗҫ, музея кӗртӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Ҫак кун килнӗ яш-хӗре китай чӗлхипе культурин центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Ун чухнех тӗнче тетелӗнче иртнӗ «Чӑваш чӗлхине пӗлекенсем» олимпиада ҫӗнтерӳҫисене те чыслӗҫ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ пурне те хапӑл тусах кӗтет.
Либерал-демократсен партине ертсе пыракан Владимир Жириновский наци территорийӗсенчи шкулсенче вырӑссене вырӑнти чӗлхене вӗрентмелле мар тесе каланӑ.
Хӑйӗн шухӑшне вӑл вырӑс халӑхне «привилеги» кӳрессипе ӑнлантармасть-мӗн. Владимир Жириновский «вырӑссене хӳтӗлемелле», — тесе шухӑшлать. РЛДП ертӳҫи: «Раҫҫей ҫыннисене хӑйсен территорийӗнче пӗр чӗлхе кӑна вӗренмелли правӑна хӳтӗлемелле», «Пирӗн ҫынна наци территорийӗн — Мӑкшӑ Республикин, Чӑваш Енӗн (ун пеккисем пирӗн 33 регион) чӗлхине вӗренме хистемелле мар», — тенӗ.
Политик шучӗпе, 10 ҫулхи ачана тӑватӑ чӗлхе — вырӑслине, вырӑнтине тата икӗ ют чӗлхене — вӗренме ытла та йывӑр. Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне вӑл хай «лингвист, филолог, тюрколог, литературовед» пулнӑран пырса тухнӑ-мӗн.
Владимир Жириновский Конституцине «вырӑс халӑхӗ» ӑнлав кӗртес шухӑшлӑ. Ҫӗршывӑн тӗп саккунӗн преамбули ҫапла майпа «эпир — вырӑс тата ытти халӑхсем» тенинчен пуҫланмалла имӗш.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ют ҫӗршывран килнӗ чылай студент пӗлӳ илет. Унччен вӗсем малтан вырӑс чӗлхине вӗреннӗ. Малашне вара занятисене акӑлчан чӗлхипе ертсе пырӗҫ.
Ку программа 2015–2016 вӗренӳ ҫулӗнче пурнӑҫланать. Проект медицина факультетӗнчи «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫра старт илнӗ. Иракран, Сирирен, Индирен килнӗ студентсен ушкӑнӗнчи занятисене акӑлчанла ертсе пыраҫҫӗ.
Малашне Тӑван ҫӗршыв историйӗн, экономика, латин чӗлхин, физика предмечӗсене лекцийӗсене акӑлчанла итленӗ ӗнтӗ вӗсем. Иккӗмӗш вӗренӳ ҫулӗнче студентсем ҫын анатомийӗн, биохими, биологи предмечӗсене ҫапла итлеме тивӗ.
Хӑш-пӗр ялти шкулсене хупасси пирки сас-хура тухсан ЧР Вӗренӳ министерстви ӑна уҫӑмлатнӑ. Ведомство умӗнче пачах урӑх тӗллев тӑрать-мӗн: ачасене пахалӑхлӑ пӗлӳпе тивӗҫтересси.
Республикӑра 30-50 ача вӗренекен шкулсем пур. Вӗрентекенсем темиҫе предмета ертсе пыраҫҫӗ. Хӑш-пӗр пӳлӗмре икӗ класс ларать. Министерство шухӑшӗпе, ача кун пек лайӑх пӗлӳ илеймест. Мониторинг кӑтартнӑ тӑрӑх, кунашкал шкулсенчи ачасем ППЭ япӑхрах тытаҫҫӗ.
Ҫапах ведомство хӑш-пӗр шкула хупассине пӗлтернӗ. Тӗрлӗ вариант пӑхса тухаҫҫӗ-ха. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе тӗп тӗллев тесе палӑртмасть.
Ӗнер Шупашкарта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн Ҫамрӑк Гвардийӗ» проектне, журналистикӑн хӑвӑртлатнӑ курсне, хӑтланӑ. Унта республикӑн Информаци политикин министрӗ Александр Иванов та хутшӑннӑ, курса пухӑннӑ 80-а яхӑн хӗрпе каччӑ умӗнче тухса калаҫнӑ.
Курс тӗллевӗ пултаруллӑ тата ӳлӗмрен пиар специалисчӗ е блогер пулас шухӑшлӑ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, вӗсене вӗрентесси тесе ӗнентереҫҫӗ маларах каланӑ партин регионти уйрӑмӗнче.
Ҫамрӑк журналистсен курсне пынисем — шкул ачисем, професси пӗлӗвӗ паракан вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ туптакансем.
Курса йӗркелекенсем ҫамрӑксемпе калаҫнӑ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ информацие массӑллӑ информаци хатӗрӗсен социаллӑ сечӗсенчи страницисенче вуланине пӗлнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарсене шӗкӗлчемеҫҫӗ вӗсем.
Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗ кӑҫалхи Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа ӗҫ династийӗсем ҫинчен пухнӑ электрон сборника ҫӗнӗрен кун ҫути кӑтартнӑ.
Вӗрентӳре, сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекенсем унта уйрӑмах пысӑк вырӑн йышӑннине пӗлтереҫҫӗ ӑна хатӗрлекенсем.
Пӗр ӗҫре темиҫӗ ӑру таран ырми-канми тӑрӑшакансемпе паллаштаракансене вулавӑш ӗҫченӗсем малашне те пухассине пӗлтереҫҫӗ. Анчах кун валли ҫынсен пулӑшӑвӗ те кирлӗ. Электрон сборника кӗрейменнисем вӗсем хӑйсене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Паянхи куна уйрӑмах паллӑ та вӑрӑм династисенчен Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Ермановсене (ял хуҫалӑхӗнче вӗсем 190 ҫул тӑрӑшнӑ), Апаш тӑрӑхӗнчи 210 ҫуллӑ Смородиновсене, Кӳкеҫ ял тарӑхӗнчи Григорьевсен тухтӑр династине асӑнма пулать.
Ӗҫ ҫынна илем кӳрет тенӗ мӗн ӗлӗкрен ваттисем. Ҫавна курах пӗчӗкренех ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне ӗҫе хӑнӑхтарма тӑрӑшнӑ. Тӑваттӑмӗш класс пӗтерсен колхоза кӗрепле тата катмак йӑтса тухнине халӗ хӗрӗхсене ҫывхаракан тата унтан аслӑраххисем астӑваҫҫех ӗнтӗ. Хуларан асламӑшӗ-кукамӑшӗ патне ҫуллахи каникула килнисем те ялти тантӑшӗсенчен юлсах каймастчӗҫ. Кайран самани, тӗрӗсрех, саккунӗ, улшӑнчӗ те, ача-пӑчана пули-пулми ӗҫлеттереймӗн. Ӗҫ кодексне пӑсни пулать тесе ним мар явап тыттарӗҫ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви ачасене класс ҫутарни, апатланнӑ хыҫҫӑн шкулти столовӑйӗнчи сӗтеле черетпе шӑлтарттарни, ҫуллахи ӗҫ практики пирки ашшӗ-амӑшӗ мӗн шухӑшлани пирки ыйтӑм ирттерет. Хӑйсен шухӑшне ҫынсем министерство «Наш опрос» (чӑв. Пирӗн ыйтӑм) баннерта вырнаҫтарнӑ ыйтӑмра хуравлама пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енри ялсем валли федераци хыснинчен кӑҫал 110,25 миллион тенкӗ килӗ. Ял территорисене ҫирӗппӗн аталантарма текен ятарлӑ программӑпа пӗтӗмпе ҫӗршыв хыснинчен 7,2 миллиард тенкӗ уйӑрмалла. Асӑннӑ хисепрен пӗр пайӗ пирӗн тӑрӑха та лекессине палӑртрӑмӑр ӗнтӗ.
Мускавран регионсене каякан «кӗмӗле» ӑҫта мӗн чухлӗ ӑсатассине те палӑртса хунӑ. 3,7 миллиарчӗ ялта пурӑнакансен, ҫав шутра ҫамрӑк специалистсемпе ҫамрӑк ҫемьесене, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма кайӗ. Чӑваш Енре ҫак тӗллевпе 76,07 миллион уйӑрӗҫ.
Федераци хыснинчен килекен тупра Каҫал тӑрӑхӗнчи Чӑваш Элпуҫ ялӗнче тума пуҫланӑ вӑтам шкула хӑпартма та чухах пулӗ — ун валли 12,04 миллион тенкӗ лекӗ.
Фельдшерпа акушер пункчӗсене малашне те тумалла. Кӑҫал ун валли 3,04 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра «Халӑхсен туслӑхӗ» парка тума валли 0,68 миллион тенкӗ ӑсатмалла.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра математика предмечӗпе «Чӑваш Ен электроникин шанчӑкӗсем» олимпиада пӗрремӗш хут иртет. Ӑна ЧПУ, Шупашкарти электромеханика колледжӗ, Шупашкарти электроаппарат савучӗ ирттерет.
Нумаях пулмасть олимпиадӑна ларура сӳтсе явнӑ. Унта ытларах техника енӗпе вӗренме кӗрекен шкулсен директорӗсене чӗннӗ. Олимпиада 11-мӗш класра тата колледжри курса пӗтернӗ ҫамрӑксен хушшинче иртӗ.
Ҫапла майпа студентсем ЧПУра малалла вӗренессе шанаҫҫӗ. Вӑл пулӑшнипе кадрсем хатӗрлӗҫ, унтан предприятире ӗҫлеме май пулӗ.
Йӗркелӳҫӗсем техника вӗренӗвне пропагандӑласшӑн. Олимпиадӑра ҫӗнтернисем ЧПУна кӗрсен ҫулталӑкӗпех стипенди илӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи ҫамрӑксем промышленноҫ предприятийӗсене ӗҫлеме каясшӑнах мар. Хальлӗхе олимпиадӑна хутшӑнмашкӑн 100 яхӑн ҫын заявка панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шевле Антип Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |