Вӗренӳ
![]() Математика тата вырӑс чӗлхи предмечӗсемпе ППЭ мӗнле тытни паллӑ. Чӑваш Енре пурӑнакан пур ҫамрӑк та вӗсене ӑнӑҫлах тытайман. Математика предмечӗсемпе яш-хӗре йывӑртарах килнӗ. База шайӗнчине Шупашкарта 1862 ҫамрӑк тытнӑ. Вӗсенчен 51-шӗ аттестат илмешкӗн кирлӗ чухлӗ балл пухайман. Ку экзамена 100 баллӑ шкалапа шутламаҫҫӗ. Вӑтам кӑтарту Чӑваш Республикинче 4,22-пе танлашнӑ. Вырӑс чӗлхипе Шупашкарта 2261 яш-хӗр ППЭ тытнӑ. 10 ҫын чи сахал бала та пухайман. Вӗсене халӗ аттестат параймӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарта кӑҫал 2283 ҫамрӑк Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытнӑ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |