Хӗрлӗ Чутай районӗнче вунпӗрмӗш класс пӗтерекенсенчен кӑҫал пуҫласа 100 балл пухакан тупӑннӑ. Ҫак хыпара паян асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пысӑк сцена ҫинчен пӗлтернӗ.
Чутай тӑрӑхӗнчисем паян муниципалитетӑн ҫур ҫулхи аталанӑвне тишкернӗ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара пырса ҫитнӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫулхи лару-тӑрӑва тишкерсе доклад тунӑ май район администрацийӗн ертӳҫи вӗренӳ учрежденийӗсене 600 миллион тенкӗ ытла укҫа-тенкӗ хывнине, ҫакӑ тата ытти самант ачасен шкулта лайӑх вӗренессине витӗм кӳнине палӑртнӑ. Кӑҫал шкул пӗтернисенчен пӗр хӗр патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 100 баллӑх тытнине асӑнса хӑварнӑ. Анчах мӗнле предметпа пике ҫапла маттур пулнине влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарта асӑнман.