Кӳкеҫре пурӑнакан, Шупашкарти 19-мӗш шкулта тӑрӑшакан Роза Мазикова хулари шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине ҫӗнӗлле меслетсемпе вӗрентмелли ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Инновационные подходы в изучении чувашского языка и литературы в школах с русским языком обучения» (чӑв. Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессинчи ҫӗнӗлӗхсем) семинара ӗнер республикӑн тӗп хулинчи шкулсенчи директорсен наципе регион компоненчӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсем валли йӗркеленӗ. Мероприяти маларах асӑннӑ 19-мӗш шкулта иртнӗ.
Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентме усӑ куракан мелсем ҫинчен Роза Анатольевна «Системно-деятельностный подход в обучении чувашскому языку и литературе» (чӑв. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессине системӑлла тата пуҫаруллӑ йӗркелесси) ятпа хӑтлав та хатӗрленӗ. Унта вӑл хӑй тӗпе хуракан Диамант тата Венна диаграммин меслечӗсемпе паллаштарнӑ. Уҫӑ урокра вара Роза Мазикова чӑваш литературин урокӗсенче колуз-тестсемпе усӑ курнине кӑтартса панӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче РФ Журналистсен союзӗн пайташӗн Олег Кульевӑн «Чӑваш ҫӗршывне пӗлетӗр-и?» кӗнеки (редакторӗ — Ольга Иванова, ӳнерҫи — Наталия Васильева) пичетленсе тухнӑ. Ӑна автор вӗренӳ ӗҫӗн отличникне, нумай ҫул хушши шкулта ӗҫленӗ амӑшне Елена Семеновнӑна халалланӑ.
Чӑваш кӗнеке издтаельствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «материал тӗлӗшӗнчен пуян та интереслӗ кӑларӑма кроссвордсемпе ребуссем, криптограммӑсемпе шарадӑсем, тестсемпе викторинӑсем тата ытти вӑйӑсем кӗнӗ. Пуҫ ватмӑшсене содержанине кура тӑватӑ ушкӑна уйӑрнӑ».
«Чӑваш Республикин картти умӗнче» пайрисем географипе ҫыхӑннӑ. «Чӑваш ҫӗршывне пӗлетӗр-и?» тест тупсӑмне, ребус хуравне шырама, географи диктанчӗ ҫырма, метаграммӑсемпе логогрифсем вуласа тавҫӑрулӑха тӗрӗслеме пултарӗҫ. Ытти пайран «Ҫутҫанталӑк вӑрттӑнлӑхӗсем», «Ӳнер тӗнчи», «Ҫӗр пин сӑмах ҫӗршывӗнче» ятлисене асӑнмалла. Кӑларӑм чӑваш чӗлхипе литература, тӑван ен культури е географи урокӗсем валли доклад, реферат хатӗрленӗ чух та, килти ӗҫе пурнӑҫланӑ чух та вырӑнлӑ пулмалла.
Кӗнекене «СУМ» лавккара та туянма пулать.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти 4-мӗш гимназире хулари 5-6 классенче вӗренкенсем хушшинче «Маттур ачасем» ятлӑ чӑвашла квест-вӑйӑ иртнӗ. Ку вӑййа Шупашкарти чӑваш чӗлхипе литература вӗренекенӗсен ассоциаци пӗрлешӗвӗн «Вӗренӳри ҫӗнӗлӗхшӗн» ушкӑнӗ тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 4-мӗш гимназире ӗҫлекен чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем йӗркеленӗ.
Тӗрлӗ шкулсенче вӗренекенсем пӗр-пӗринпе тупӑшса ҫӑмӑл мар, кӑсӑклӑ ӗҫсем пурнӑҫланӑ. Квест-вӑйӑ «Килти ӗҫ» пайран пуҫланнӑ. Кунта шкулсем хӑйсен ушкӑнӗсемпе паллаштарнӑ: команда ятне, девизне каланӑ, кашни ача хӑй мӗн ятлине, мӗнпе кӑсӑкланнине, мӗн юратнине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех командӑсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Пӗрисем ташласа, теприсем юрласа, виҫҫӗмӗшӗсем сӑвӑ каласа панӑ. Вӑйӑра хутшӑнакан ушкӑнсем «Ваттисен сӑмахӗсен, тупмалли юмахсен тӗнчи» станцире пулнӑ, «Пултаруллӑ ачасем» станцире чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрӑсен йӗркисене аса илнӗ. «Чӑваш ҫӑлтӑрӗсем» станцире Чӑваш Республикин паллӑ ҫыннисене, «Вӑрманта ҫырлара...» станцире чӑваш вӑрманӗсенчи йывӑҫ-курӑксене, кайӑксене, чӗр-чунсене аса илнӗ, «Пулӑра» станцире «пулӑ тытса» тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫланӑ, «Ман тӑван хулам» станцире юратнӑ хула ҫинчен панӑ ыйтусем ҫине хуравланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Университет для детей» (чӑв. Ачасем валли университет) вӗренӳпӳ ҫутӗҫ проекчӗ ӗҫлеттерсе янӑ. Икӗ енлӗ килӗшӗве 2015 ҫулта Алексей Ладыков мэрпа Андрей Андреев ректор алӑ пуснӑ.
Проекта малалла тӑсса виҫӗмкун Шупашкарти 38-мӗш вӑтам шкула Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем пынӑ. Ют чӗлхесене вӗрентекен кафедра преподавателӗсем О.Л. Таранова тата А.Г. Фарафонова «Funny English» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш акӑлчан чӗлхи) викторина ирттернӗ. Ушкӑнсене пайланнӑ ачасем акӑлчан сӑмахӗсем валли рифмӑсем шыранӑ, ҫӗршыва, грамматикӑна тата акӑлчан чӗлхин лексикине пӗлнине кӑтартнӑ. Аслӑ шкултисем кӗҫӗн тусӗсем патне парнесемпе пынӑ.
Чӳкӗн 19-мӗшӗнче Красноармейскинчи Трак шкулӗнче агрокласс уҫӑлнӑ. Вӑл ӑслӑлӑх, инженери енӗпе ӗҫлӗ. Ҫакӑ – ЧР Ял хуҫалӑх тата Вӗренӳ министерствисен пуҫарӑвӗ.
Пӗрремӗш агрокласра 9-мӗш класра вӗренекен 79 ача вӗренӗ. Вӗсем – Упи, Алманч, Мӑн Шетмӗ, Красноармейски тата Трак шкулӗсенчен. Лекцисене Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑк академийӗн вӗрентекенӗсем вулӗҫ. Практика вара ял хуҫалӑх предприятийӗсенче, фермер хуҫалӑхӗсенче иртӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсене сертификат парӗҫ. Унпа вара ял хуҫалӑх академине кӗме ҫӑмӑлрах пулӗ.
Малашне кунашкал классене республикӑри ытти шкулта та уҫасшӑн.
Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин Саплӑк чӑваш ялӗнчи шкулта районти семинар иртнӗ. Унта вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсен воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсем, класс ертӳҫисен тата педагог-йӗркелӳҫӗсен шкулти методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫисем пуҫтарӑннӑ.
Педагогсем шкулти этнографи музейӗнче те, вӑл сакӑр уйрӑмран тӑрать, пулнӑ. Музей ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Петр Максимов истори учителӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Ку вӑл 1987 ҫулта пулнӑ. Унтанпа музей самай пуянланнӑ. Петр Васильевича сума суса музейра паян ятарлӑ стенд та ӗҫлет.
Семинара пухӑннисене ачасен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Уйрӑмах килӗшнисен шутӗнче — «Волшебная бусинка» (чӑв. Асамлӑ шӑрҫа) тата «Веста» кружоксем. Вӗсем иккӗшӗ те ачасен ӑсталӑхне туптама пулӑшаҫҫӗ.
Тутарстан Республикинчи Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьелӗнчи вӑтам шкул ҫур ӗмӗрхине паллӑ тунӑ. Унта, кирек епле шкул юбилейӗнчи евӗрех, тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухса кайнисем пуҫтарӑннӑ. Шкул ҫунатти айӗнчен тухса кайнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ инҫӗше парӑнтарнисем пур. Вӗсем хушшинче — строительсемпе инженерсем, шалти ӗҫсен тата инкеклӗ ӗҫсен министерствисенче тӑрӑшакансем, культура тата ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, усламҫӑсемпе вӗрентекенсем, тӳре-шарапа министрсем.
Чӑваш шкулне юбилейпа районтан килнӗ пуҫлӑхсем те саламланӑ. Хӑшӗсене ҫав кун тӗрлӗ награда лекнӗ. Район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе педагогика ветеранне Лидия Горбунована, шкул ертӳҫине Алексей Буинские, информатика учительне Алексей Маклакова чысланӑ. Ытти шайри Хисеп хучӗсем те уявра самай пулнӑ.
Ставропольте «Раҫҫей студенчӗсем» канашлу тата «Ҫулталӑкри студент» Раҫҫейри наци премийӗн куҫӑн майпа иртнӗ тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн студенчӗ Станислав Никифоров «Професси пӗлӗвӗ паракан организацисенчи ҫулталӑкри студенчӗ» номинацире гран-при ҫӗнсе илнӗ.
Станиславсӑр пуҫне Чӑваш Ен чысне тепӗр виҫӗ студент хӳтӗленӗ: Шупашкарти коопераци институчӗн студенчӗ Юлия Янышева, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗнчи Анастасия Хламина, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Ольга Семенова.
Кӑҫал конкурса 200-е яхӑн яш-хӗр хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш Станислав РФ Вӗренӳ министерствин 100 пин тенкӗлӗх грантне ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ку укҫапа кирек хӑш университетра та вӗренейӗ. Ҫавӑн пекех ӑна ноутбук парнеленӗ.
Станислав повар-кондитера вӗренет. Вӑл — Студентсен канашӗн председателӗ те.
Елчӗк районӗн прокуратури вӗренӳ учрежденийӗсене тӗрӗсленӗ. Хӑш-пӗр вӗрентекен грипран прививка туманни ҫиеле тухнӑ. Прокуратура ку ҫитменлӗхе ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, вӗренӳ учрежденийӗнче ӗҫлекен ҫынсен грипран вакцинаци тумалла. Анчах Елчӗк районӗнчи хӑш-пӗр вӗрентекен ҫакна пурнӑҫламан, хирӗҫленӗ.
Ку йӗркене районти 15 шкулта пӑснӑ. Шкулсен ертӳҫисене йӗркене пӑснине ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ. Кун хыҫҫӑн 60 ҫынна явап тыттарнӑ. 2 ҫын вара прививка тума килӗшмен, ҫавӑнпа ӗҫрен хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче Мускавра шкул ачисемпе студентсен хушшинче патшалӑх чӗлхисемпе иртнӗ олимпиадӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ пулнӑ. Регионти тапхӑр Раҫҫейри регионсенче юпан 1–15-мӗшӗсенче иртнӗ. Ун чухне ҫамрӑксем наци чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине кӑтартнӑ, текстпа ӗҫленӗ, чӗлхе саккунӗсене тишкернӗ. Унта 6,5 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Мускавра иртнӗ тапхӑра 138 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Вӗсем — 17 регион ҫӗнтерӳҫисем. Пирӗн республика чысне Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи Екатерина Павлова, Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫри Анастасия Белкина, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем Мария Самделова, Константин Григорьев, Татьяна Мартышкина, Ирина Сурская хӳтӗлӗнӗ.
Олимпиадӑна А.С.Пушкин ячӗллӗ Патшалӑх музейӗнче официаллӑ лару-тӑрура хупнӑ. Унтах ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне 10 ҫамрӑк кӗнӗ. 50-шӗ — призерсем.
Анастасия Белкина ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Ӑна дипломпа, медальпе тата статуэткӑпа чысланӑ. Мария Самделова тата Ирина Сурская призерсен йышне кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |