Хырхӗрри тӗп шкулӗнче ҫак кунсенче пиллӗкӗмӗш-улттӑмӗш класс вӗренекенӗсем валли кӗрхи уяв пулса иртнӗ. Кӑҫалхи уява пиллӗкӗмӗшсем хатӗрленӗ. Сӑмах май, вӗсем ҫак вӗренӱ ҫулӗнче ҫеҫ пӗрле вӗренме тытӑннӑ: маларах класри вунвиҫӗ ачаран ҫиччӗшӗ шкулӑн Вӑрманхӗрри Чурачӑк уйрӑменче ӑс пухнӑ.
Уява Женя Хлебникова тата Наташа Лепешкина ертсе пынӑ. Маттур хӗрачасем тӗрлӗрен тупӑшусем ирттернӗ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шыраттарнӑ. «Пӗчӗк пике» ячӗшӗн ятарласа хӗрачасем валли хатӗрленӗ тупӑшу ирттернӗ. Пике ята харӑсах икӗ хӗрача — Вика Коновалова (6-мӗш класс) тата Катя Михеева (5-мӗш класс) — тивӗҫнӗ. Куракансем те ахаль ларман: тӗрлӗрен ыйтусен тупсӑмӗсене шыранӑ, ҫӗнтерӱҫӗсене алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Уяв хавас кӑмӑл-туйӑмпа иртнӗ, вӑхӑт иртни те сисӗнмен. Ҫапла ҫав вӑл: пӗр-пӗрне итлеме пӗлсен, ӑнланса пырсан, юлташсен ҫитӗнӗвӗшӗн савӑнма пӗлсен, туслӑх туйӑмӗсене мала хурсан – пурнӑҫ урапи те малалла ҫӑмӑлрах ӑнтӑлать (чупать).