
Нумаях пулмасть «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫессишӗн тӑватӑ ҫын кӗрешрӗҫ. Пӗтӗмлетӳ шухӑша ячӗ. Кандидатсен йышӗнче «Эйм-инвест» АУО директорӗ Анатолий Леонтьев, тӗнче, Европа чемпионки Майя Костина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Алексей Яковлев, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев пулчӗҫ. Хисеплӗ ята икӗ ҫынна панӑ: Анатолий Леонтьева тата Николай Григорьева.
Малтанах сасӑлав тӗнче тетелӗнче иртнӗ. Унта сасӑлав мӗнле иртнине ӑнлантарма кирлӗ мар. Кадидатсем мала тухас тесе ҫынсем патне ссылкӑсем яраҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмансемпе ҫапӑҫнӑ ветеран тӗнче тетелӗ пирки мӗн пӗлтӗр-ха? Майя Костина та ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Вӗсем компьютер тытса курнӑ-ши? Паллӑ ӗнтӗ: тӗнче тетелӗнче вӗсем хӑйсемшӗн сасӑ сахал пухаҫҫӗ.
«Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннине» палӑртнӑ хыҫҫӑн «Ҫыхӑнура» канашлура ҫакна сӳтсе явнӑ. «Тус патшалӑх органӗнче ӗҫлет. Ун патне тӗнче тетелӗнче ҫакнашкал хыпар килнӗ: «Сасӑлава хутшӑнма ыйтатпӑр. Юлашкинчен калани: хуравламалли шпаргалка: Леонтьев Анатолий Афанасьевич».

«Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫессишӗн тӑваттӑн кӗрешнине унччен ҫырнӑччӗ. Кандидатсемшӗн тӗнче тетелӗнче сасӑлама май пулнӑ. Ҫурлан 11-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ҫак хисеплӗ ята кама парассине сӳтсе явнӑ.
Аса илтерер: кандидатсен йышӗнче «Эйм-инвест» АУО директорӗ Анатолий Леонтьев, тӗнче, Европа чемпионки Майя Костина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Алексей Яковлев, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев пулнӑ.
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн хисеплӗ ята икӗ ҫынна пама йышӑннӑ. Ӑна Анатолий Леонтьев тата Николай Григорьев тивӗҫнӗ.
Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава 19 пин ҫын хутшӑннӑ. Николай Григорьев — 37%, Анатолий Леонтьев — 36%, Майя Костина 15%, Алексей Яковлев 12% сасӑ пухнӑ. «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнисене ҫурлан 18-мӗшӗнче чыслӗҫ.

Шупашкарта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, халӗ пӗччен пурӑнакан ветерансен хваттерне юсанӑ. Ку тӗлӗшпе пӗтӗмпе ҫур миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Тӗп хулари Ленин районӗнче пӗччен пурӑнакан 11 ветеранӑн хваттерне тата ҫуртне ҫӗнетнӗ. Кашни адреспа юсав тата строительство ӗҫӗсен списокне хатӗрленӗ. Кашни хваттер валли 45 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Ӗҫсене ветерансен кӑмӑлне кура пурнӑҫланӑ. Пӗрисем ҫурт тӑррине улӑштарттарнӑ, теприсем сӑрлаттарнӑ. Хӑш-пӗр хваттерте пластик чӳрече лартнӑ, теприсем линолеум улӑштарма ыйтнӑ. Виҫҫӗмӗшӗсем обой ҫыпӑҫтарттарнӑ, мачча сӑрлаттарнӑ, пӳлӗм алӑкӗсене ларттарнӑ, радиаторсене е ваннӑна улӑштарттарнӑ.

Патӑрьелти «Добрый» (чӑв. Ырӑ) лавкка вӑрҫӑ ветеранӗсене ырӑ тунӑ. Юрий Трофимов уйрӑм усламҫӑн лавкки ӗнер Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе районти мӗнпур ветерана 500-шер тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ. Патӑрьелте пурӑнакан виҫе ветерана лавкка 1000-шер тенкӗлӗхех сертификат тыттарнӑ.
«Паттӑрлӑхӑршӑн эпир сирӗн умӑрта пуҫа таятпӑр. Раҫҫей ҫарӗ паян та ҫар йӑли-йӗркине тытать, ҫӗршыва шанчӑклӑн хӳтӗлет», — тесе хитре сӑмахсем каланӑ май лавкка хуҫисем шур сухалсене ырӑ суннӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене — вӗсем паян Патӑрьел районӗнче 38-ӑн юлнӑ — «Рэмис» тулли мар яваплӑ пӗрлӗх (пуҫлӑхӗ — Минхайдер Юсупов) савӑнтарнӑ, вӑл кашни валлиех парне хатӗрленӗ.

Патӑрьелти «Добрый» (чӑв. Ырӑ) лавкка вӑрҫӑ ветеранӗсене ырӑ тунӑ. Юрий Трофимов уйрӑм усламҫӑн лавкки ӗнер Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе районти мӗнпур ветерана 500-шер тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ. Патӑрьелте пурӑнакан виҫе ветерана лавкка 1000-шер тенкӗлӗхех сертификат тыттарнӑ.
«Паттӑрлӑхӑршӑн эпир сирӗн умӑрта пуҫа таятпӑр. Раҫҫей ҫарӗ паян та ҫар йӑли-йӗркине тытать, ҫӗршыва шанчӑклӑн хӳтӗлет», — тесе хитре сӑмахсем каланӑ май лавкка хуҫисем шур сухалсене ырӑ суннӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене — вӗсем паян Патӑрьел районӗнче 38-ӑн юлнӑ — «Рэмис» тулли мар яваплӑ пӗрлӗх (пуҫлӑхӗ — Минхайдер Юсупов) савӑнтарнӑ, вӑл кашни валлиех парне хатӗрленӗ.
Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнче Туслӑх аллейине уҫнӑ. Ку мероприятие Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем хутшӑннӑ.
Тӗрӗссипе, Туслӑх аллейине йӗркелес шухӑш пӗлтӗрех ҫуралнӑ. Хӑш йывӑҫсене лартасси пирки ун чухнех калаҫнӑ. Ҫӑка, юман, хурӑн е сирень лартма сӗнекенсем пулнӑ.
Кӑҫал аллейӑна уҫнӑ. Ун валли йывӑҫ суйланӑ — ҫӑка. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов вӑл хула сӑнӗ пулнине пӗлтернӗ. Ҫӑка аллейи Шупашкарта чылай. Туслӑх аллейинче вара 27 хунав лартнӑ. Мероприятие Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Тутар Республикинчи ентешлӗхсем те килнӗ.
Йывӑҫ лартнӑ ҫӗре Иван Торин ветеран хутшӑннӑ. Вӑл ку ҫӑкасем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнисем пирки аса илтернине палӑртнӑ. Йӗркелӳҫӗсем кунашкал акцисем малашне те иртессине шантарнӑ.
Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ветерансене савӑнтарасшӑн. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен республикӑра пурӑнакан 190 ветерана ҫурт-йӗр илмешкӗн сертификат парӗҫ.
Хальлӗхе ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн Чӑваш Енре 200 ытла ветеран черетре тӑрать. ЧР ӗҫлев тата социаллӑ политика министрӗ Сергей Димитриев ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен пурте сертификата тивӗҫессине пӗлтернӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗччен черетре тӑракан ветерансен 95 процентне ҫӗнӗ ҫуртпа тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫапла майпа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен 190 ветеран ҫӗнӗ хваттерлӗ пулӗ.
Сӑмах май, Ҫӗнтерӳ кунӗнче республикӑра 2500 мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ умӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫынсене тата ветеранпа танлаштарнисене парнесемпе савӑнтарӗҫ. Пӗлтӗр вӗсене кӑштах укҫан хавхалантарнӑ. Кӑҫал та ырӑ ҫак йӑлана пӑхӑнӗҫ-ши?
Шупашкар хула администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнтерӳ умӗн хула хыснинчен ветерансем валли укҫа уйӑрӗҫ. Ҫу уйӑхӗнче республикӑра пурӑнакан ветерансене тата ҫак статуса панӑ ҫынсене 500 тенкӗпе хавхалантарӗҫ.
Шупашкарта кунашкал хавхаланӑва 4669 ҫын тивӗҫме пултарать. Укҫана почта уйрӑмӗ урлӑ илме май пур. Пенсие киле илсе килеҫҫӗ пулсан 500 тенке те ҫитерӗҫ.
Ку акцие кашни ҫулах ирттереҫҫӗ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ҫывхарнӑ май ветерансене инҫе ҫӳрекен пуйӑспа тӳлевсӗрех илсе ҫӳрӗҫ.
Кунашкал акцие Раҫҫейӗпех ирттереҫҫӗ. Билетсене купе вакунӗсем е «Сапсан» пысӑк хӑвӑртлахлӑ пуйӑсӑн эконом-класӗ валли илме май пур.
Документсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех йӗркелеме тытӑннӑ. Тӳлевсӗр билет илмешкӗн ҫак документсем кирлӗ: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ е сусӑрӗ пулнине ӗнентерекен удостоверени, е «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» удостоверени.
Ветеранпа пӗрле каякан ҫыннӑн та кассӑна хӑйӗн ячӗ-шывне ӗнентерекен документсем илсе килмелле. Акци ҫу уйӑхӗн 3-10-мӗшӗсенче иртӗ.
Шел те, ҫулсем иртнӗ май республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тутине курнӑ ҫынсен йышӗ чаксах пырать. Патшалӑх вӗсене тӗрлӗ енлӗн пулӑшма тӑрӑшать.
Кӗҫех Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 71 ҫул ҫитет. Ун тӗлне Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан 10 ветеранӑн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем ирттересшӗн. Ӑна тӳлевсӗрех пурнӑҫлӗҫ.
Ҫак тӗллев валли укҫа-тенке хула хыснинчен уйӑрӗҫ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть ветерансем чӑннипех те пурӑнакан хваттерсене тӗрӗсленӗ.
Суйланӑ 10 хваттерте мӗнле юсав ӗҫӗсем ирттермелли пирки калаҫаҫҫӗ халӗ.
