2018 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗнче 1919-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ, юлашки ҫулсенче Шупашкарта пурӑннӑ виҫӗ вӑрҫӑ ветеранӗ, педагог, чылай орден-медаль кавалерӗ Яковлев Алексей Алексеевич ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Алексей Яковлев ӗмӗр тӑршшӗпех ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва юратма, ҫӗршывшӑн кар тӑма чӗнсе каланӑ. Штанашри 7 класлӑ шкул хыҫҫӑн 1932 ҫулта Етӗрнери педтехникума вӗренме кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн 2 ҫул хушши Етӗрне районӗнче шкулта ӗҫленӗ. 1938 ҫултан пуҫласа 1946 ҫулччен ҫарта пулнӑ. Танкист вӑрҫӑра 4 хутчен аманнӑ, 2 хутчен ун контузи тӳсме тивнӗ, танкра чутах ҫунса кайман. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗри шкулта истори учителӗ пулса ӗҫленӗ (1946–1969), ҫав хушӑрах Шупашкарти пединститутран кӗретсӗр мелпе вӗренсе тухнӑ (1948–1953). 1969–1979-мӗш ҫулсенче вӑл Шупашкарти 33-мӗш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Пенсие тухсан та килте ларман ветеран, Етӗрне районӗнчи Засурскинчи лаша савутӗнче тӑрӑшнӑ (1979–1990).
Вӑрҫӑ ветеранӗ хӑйӗн тӑван Кӗрлев ялне те манса кайман, ял уявне 2 хутчен килме пултарнӑ.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» холдинг Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене ҫу уйӑхӗнче тӳлевсӗр илсе ҫӳрӗ. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма мӗнпур класлӑ пуйӑсра, ҫав шутра — пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ «Сапсансенче» те, усӑ курма май килӗ.
Кӑҫалхи акци ҫу уйӑхӗпех тӑсӑлӗ. Ҫав вӑхӑтра Раҫҫей тӑрӑх унталла та кунталла пӗр ҫынах тем чухлӗ хутлама ирӗк парӗҫ.
Тӳлевсӗр билет туянас тесен вӑрҫӑ ветеранӗсен паспорт, вӑрҫӑ ветеранӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин сусӑрӗ пулнине е «Ленинграда хӳтӗленишӗн» медальпе чысланине ҫирӗплетекен удостоверени кӑтартмалла. Ватӑпа пӗрле ҫула тухнӑ ҫынна та ҫӑмӑллӑх парӗҫ: унран вырӑн таврашӗшӗн, апатшӑн укҫа илмӗҫ.
Пӗлтӗр те вӑрҫӑ ветеранӗсен ҫӑмӑллӑх пулнӑччӗ. Анчах ун чухне вӗсене ҫу уйӑхӗн 3-12-мӗшӗсенче ҫеҫ тӳлевсӗр ҫӳретнӗччӗ.
Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников нумаях пулмасть физкультурӑпа спорт комплексӗнче тӗлпулу ирттернӗ. Унта сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансем, Раҫҫей пенсионерӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем, физкультурӑпа спорт комплексӗнче ӗҫлекенсем хутшӑннӑ.
Район администрацийӗн пресс-служби хыпарланине ӗненсен, ветерансем нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене юсанишӗн тав тунӑ. Физкультурӑпа спорт комплексне пенсионерсене йӳнӗ хакпа кӗртнишӗн те ватӑсем савӑнаҫҫӗ, пуҫлӑхсене тав сӑмахӗ калаҫҫӗ иккен.
Ҫав вӑхӑтрах ыйтса пӗлме ӑнтӑлакансем те йышлӑ пулнӑ. Сӑмахран, управляющи компанисем кӑрлач уйӑхӗнчен тарифсене ӳстернишӗн пӑшӑрханнӑ ватӑсем.
Хастар пенсионерсем культура учрежденийӗсенче, хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче ачасемпе тӗл пулас, вӗсене ӑс-тӑн парса калаҫас кӑмӑллине палӑртнӑ. Теприсем тата ачасене ишме вӗрентес шутлине пӗлтернӗ.
Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 14 ветеранӑн хваттерне хула хыснинчи укҫапа юсанӑ.
92 ҫулти Леонид Петров хваттерне ҫӗнетнӗшӗн питӗ савӑнать. Обой ҫыпӑҫтарнӑ, линулеум сарнӑ, маччана сӑрланӑ кӑна мар, тӗпелте те юсанӑ. Ветеран ку ӗҫрен хӑй те айккинче юлман – лавккара стройматериал суйланӑ.
Леонид Захарович вӑрҫа кайнӑ чухне 17-ре ҫеҫ пулнӑ. Вӑл Китайӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайне ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Максим Андреев каланӑ тӑрӑх, юлашки 3 ҫулта 42 ветеранӑн хваттерне юсанӑ, пӗтӗмпе миллион та 612 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку ӗҫе 2010 ҫултанпах пурнӑҫлаҫҫӗ. Районта халӗ вӑрҫа хутшӑннӑ 91 ветеран пурӑнать.
.
Ултавҫӑсем ветерансене те шӑнман пӑр ҫине лартса яма именмеҫҫӗ. Нумаях пулмасть 98 ҫулти ветерана улталанӑ.
Авӑнӑн 19-мӗшӗнче унӑн хваттерне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе газ службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ӑна хваттере кӗртнӗ. Хайхискер 8800 тенкӗ тӑракан прибор лартасси пирки каланӑ. Хӗрарӑм ветеран пулнӑ май ӑна йӳнӗрехпе тума шантарнӑ. Ҫапла ветеран 5300 тенкӗ кӑларса тыттарнӑ.
Газ тухсанах прибор ӗҫлесе каять, кун пирки тӳрех Горгаза пӗлтерӳ ҫитет имӗш. Арҫын ҫапла ӑнлантарнӑ. Специалистсем хӑйсемех килсе юсаса парӗҫ-мӗн.
Анчах кунашкал прибор 600 тенке яхӑн ҫеҫ тӑрать. Ҫапла майпа ветерана улталаса хӑварнӑ, укҫине сӑптӑрнӑ. Вӑл 9 хут ытларах тӳленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 15–17-мӗшӗсенче Белгород хулинче ветерансен «Поединки хоров» (чӑв. Хорсен тупӑшӑвӗ) Раҫҫейри II конкурсӗ иртмелле. Унта пирӗн республикӑран кам каяссине ыран палӑртӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 10 сехетре, «Ҫирӗп пирӗн ҫунатсем!» республикӑри фестиваль-конкурсӗ пулать. Унта хутшӑнакансен икӗ хайлав шӑрантармалла. Вӗсенчен пӗри чӑвашла пулмалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Конкурса хутшӑнакансене «Вокал», «Фольклор пултарулӑхӗ», «Театр жанрӗ», «Инструмент музыки», «Хореографи», «Илемлӗ сӑмах» номинацисемпе хаклӗҫ.
Белгорода кайма тивӗҫ ветерансен хорне палӑртмалли республикӑри фестиваль Шупашкарта, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче, иртӗ.
Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ умӗн «Советская Чувашия» хаҫат ветерансемпе тӗлпулу ирттернӗ. Калем ӑстисем хаҫатра ӗҫленӗ ҫулсене, ӗҫтешӗсене аса илнӗ, унчченхи сӑнӳкерчӗксене пӑхнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал хаҫат 100 тултарчӗ. Ӑна вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ҫутӑ та илемлӗ залне ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫтарӑнса сумлӑн уявланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Хаҫатӑн паянхи ӗҫне ӗнер редакцире тӑрӑшнисемпе тишкернӗ чухне: «Хаҫата халӗ мӗн ҫитмест?» — тесе те кӑсӑкланнӑ. «Вырӑс чӗлхине юратӑр. Халӗ «озвучить» сӑмаха «пӗлтернӗ, каласа кӑтартнӑ» пӗлтерӗшпе усӑ курма юратаҫҫӗ. Эпӗ ку сӑмахӑн 20 синонимне тупрӑм. Сӑмахсем вырӑнлӑ пулмалла», — кӗскен сӗннӗ Николай Пейков ветеран.
«Тавах паттӑрлӑхшӑн» акципе килӗшӳллӗн, Шупашкарта пурӑнакан 98 ҫулти ветерана Хусана илсе кайса килнӗ. Алексей Яковлев унта 40 ҫул пулсаман, хула мӗнле улшӑннине кур тӗлӗннӗ.
Ҫулҫӳреве «АсАвто» автомобилистсен ассоциацийӗн президенчӗ Максим Забалуев йӗркеленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ветеранпа экскурси ирттернӗ, паллӑ вырӑнсене кайса курнӑ.
Шел те, ытти ветеран сывлӑх хавшанине пула Хусана ҫитсе курайман. Алексей Яковлев вара Хусанта пулнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Вӑл ветерансене ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна мар, ахаль чухне те аса илнӗшӗн хӗпӗртенӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкара Хусанта пурӑнакан ветерансем хӑнана килнӗ. Кун хыҫҫӑн пирӗн ветерансене Хусана илсе кайма палӑртнӑччӗ.
Ыран Иван Мефодьевич Храмов 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл Волгоград облаҫӗнче ҫуралнӑ, 20 ҫул каялла ачисемпе пӗрле Чӑваш Ене куҫса килнӗ.
Ытти ача пекех вӑл та пионер, комсомолец пулнӑ. Шкул хыҫҫӑн Сарӑтури ҫар вӗҫев училищине вӗренме кӗнӗнӗ. Унтан ҫара кайнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑрҫӑ пуҫланнӑ.
Вӑл вӑрҫӑра авиамеханик пулнӑ. Фашистсем парӑнсан Иван Храмов тӑван килне таврӑннӑ, инженер-энергетикра ӗҫленӗ. Халӗ вӑл политикӑпа кӑсӑкланать, хаҫат, литература вулать. Пушӑ вӑхӑтра ҫутҫанталӑкпа киленет, сӑвӑ ҫырать, юрлать. 100 ҫул парӑнас тесен мӗн тумалла-ха? Иван Храмов акӑ мӗн сӗнет: сиенлӗ йӑлапа туслӑ пулмалла мар, ытлашши нумай ҫиме юрамасть, ырра ӗненмелле, пурне те юратмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Хусан вара хӑйӗн праҫникне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлать.
Ҫавна май ветерансем валли пӗчӗк ҫулҫӳрев йӗркелӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин виҫӗ ветеранӗ, Хусанта пурӑнаканскерсем, Шупашкара килӗҫ. Кунта вӗсем икӗ кун пулӗҫ. Пирӗн хулапа вӑрҫӑ участникӗ Касим Салимгареев, тыл ӗҫченӗ Камиль Тукаев, Ленинградри блокадӑра пурӑннӑ Альберт Комяков паллашӗҫ.
Шупашкарти ветерансем вара Хусанта ҫурлан 24-25-мӗшӗсенче пулӗҫ. Унта кам кайӗ? Ветерансен тӑванӗсем заявка пама пултараҫҫӗ. Ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас тесен «Контактра» халӑх тетелӗнче Максим Забалуевпа ҫыхӑнмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |