«РЖД» (чӑв. Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем) холдинг Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсем валли кӑҫал та хӑйне евӗр парне хатӗрленӗ. Асӑннӑ категорие уяв тӗлӗнчи вунӑ кун хушшинче ҫеҫ мар, ҫу уйӑхӗпех тӳлевсӗр илсе ҫӳреме шантараҫҫӗ. Ытти ҫул, астӑвасса, тӳлевсӗр илсе ҫӳремелли тапхӑр пӗр уйӑхах тӑсӑлмастчӗ.
Ветерансен пур йышши вакуна суйлама ирӗк пур. Ҫав шутра — СВ тата Люкс шутланаканнисенче те. Ҫӑмӑллӑхпа Раҫҫей тӑрӑх хутлакан пуйӑссенче усӑ курма юрать. Инҫе ҫула хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» тата «Ласточка» пуйӑссенче те тӳлеттермӗҫ. Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче вӑрҫӑ ветеранӗсем темиҫе хут та тӳлевсӗр хутлайӗҫ. Вӗсемпе пӗрле пӗр ҫыннӑн ҫула тӳлевсӗр тухма ирӗк пур.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пурӑнакан ҫуртра 30 ҫул юсав ӗҫӗсем ирттермен. Вӑл пиллӗкмӗш хутри хваттерте кун кунлать. Ҫурт тӑрринчен шыв анать, вӑл пӗрремӗш хутах ҫитет, ҫавӑнпа ватӑ кӑна мар, кӳршисем те шар кураҫҫӗ.
Юсав ӗҫне тахҫантанпах курман ҫурт Ҫӗрпӳ хулинчи Куйбышев урамӗнче (1-мӗш ҫурт) вырнаҫнӑ. Унта юлашки хутчен юсав ӗҫне 1990 ҫулта ирттернӗ. Халӗ ав йӗпе-сапара тӑрринчен шыв анать, подъездра ҫумӑр ҫунӑ евӗрех. Хваттерсенче те кунашкал ӳкерчӗк. Ҫапла пурӑнать 90 ҫулти ветеран.
Пурӑнакансем прокуратурӑран та, ҫурт-йӗр инспекцийӗнчен те пулӑшу ыйтнӑ, анчах усси питех ҫук. Ҫурт-йӗр инспекцийӗ управляющи компанийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, анчах лешӗ ҫурт тӑрринчен юр тасатнипех ҫырлахать.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫурт тӑррин майӗ ҫук, пур ҫӗрте те ура путать. Ҫак ҫуртра пурӑнакансемшӗн Сергей Беккер депутат пӑшӑрханать. Управляющи компанийӗн ертӳҫипе калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫынсемпе пуху ирттерме йышӑннӑ. Унта тӑрӑна юсас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан Ипатий Ильин нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Ветерана сумлӑ юбилейпа Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Петров саламланӑ, РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине панӑ.
1941 ҫулта Ипатий Ильин шкул пӗтернӗ, ҫурла уйӑхӗнче ӑна Алма-Ата хулине артиллеристсен курсне янӑ. Вӑл Ленинград фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, взвод командирӗ пулнӑ. Киле вӑл 1954 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ, ҫав ҫулах вӗсем мӑшӑрӗпе Шупашкара пурӑнма куҫнӑ.
Ипатий Ильин Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне, I тата II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсене, «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале, «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медале тивӗҫнӗ.
Республикӑра кӗҫех цифра телекуравӗ ӗҫлесе каяссине, аналог телекуравне пӗтерессине сайтра пӗлтернӗччӗ. Тӳлевсӗр 20 канала курас тесен DVB-T2 цифра приставки, антенна лартмалла. Вӗсене вара укҫалла туянмалла.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене цифра телекуравне куҫмашкӑн компенсаци парӗҫ. Ку проекта ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хатӗрленӗ.
Цифра телекуравӗн сигналне йышӑнма пултаракан ялсенче пурӑнкансен компенсацийӗ 1750 тенкӗрен нумайрах пулмӗ. Чӑваш Енре 83 ялта цифра телекуравӗн сигналӗ ҫук. Ҫавна май унта пурӑнакан ветерансемпе сахал тупӑшлӑ ҫемьесен компенсацийӗ 6500 тенкӗрен ытларах пулмӗ. Ку укҫана спутник телевещанин тата конвертерлӗ спутник антеннин сигналне илме пултаракан хатӗр-хӗтӗр туянма парӗҫ.
Пӗр хутчен тивӗҫекен тӳлеве кӑҫал ҫӗртмен 30-мӗшӗччен парӗҫ. Ҫак тӗллевпе республикӑра 9,6 миллион ытла тенкӗ кирлӗ пулӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче интернационалист ҫар ҫыннисене халалласа вертолет евӗр палӑк лартасшӑн. Халӗ хула администрацийӗнче ӑна ӑҫта вырнаҫтарас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ, эскиз хатӗрлеҫҫӗ.
Тӳре-шара ку ыйтӑва сӳтсе явас ҫӗре халӑха та явӑҫтарасшӑн. Ӑна ӑҫта лартасси пирки ҫынсенчен те ыйтасшӑн, вӗсен шухӑшне шута илесшӗн.
Ку палӑка, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, интернационалист ҫар ҫыннисем, ветерансем ыйтнипе лартасшӑн. Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, ҫар вертолечӗн скульптурипе РФ Хӳтӗлев министерствин ҫарӗсен пӗри тивӗҫтерӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн ывӑлӗ Тӑвай районӗн прокуратуринчен пулӑшу ыйтнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 73 ҫул ҫитнӗ май кӑҫал ветерансене пӗр хутчен тӳлев панӑ. Анчах 90 ҫулти ветерана ку укҫа тивӗҫмен.
Ӑна списока та кӗртмен-мӗн. Пенси фончӗ ветеранӑн пӑснӑ прависене хӳтӗлеме хирӗҫленӗ. Прокуратура вара укҫана шыраса илме пулӑшнӑ. Ҫапла майпа кӑна ватӑскере 10 пин тенкӗ панӑ. Пенси фончӗн Тӑвай районӗнчи уйрӑмӗн пуҫлӑхне вара куншӑн явап тыттарнӑ.
Палӑртса хӑвармалла: ветеран вӑрҫӑра 1945 ҫулхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ҫапӑҫнӑ. Эппин, вӑл ветерансен списокне кӗме тивӗҫ.
Шупашкарта пурӑннӑ Константин Ефремов кӑҫал, 93 ҫулта, ҫӗре кӗнӗ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Константин Григорьев, Шупашкарта тӗпленнӗскер, аслашшӗн вилтӑпри ҫине кайнӑ. Ҫитнӗ те – тӗлӗннӗ. Ветеранӑн вилтӑпри ҫинчи хӗресе вандалсем касса кайнӑ. «Ҫав кунах эпир хамӑр хӗрес ӑсталрӑмӑр та лартрӑмӑр. Тен, ҫӑвасем ҫине видеокамера лартма вӑхӑт ҫитнӗ? Алӑк патӗнче те пулин вырнаҫтармалла, урӑх кунашкалли ан пултӑр», - тенӗ Константин Григорьев «Про Город» хаҫата.
Палӑртмалла: Константин Ефемов ветеран Шупашкарти хула ӗҫтӑвкомӗн председателӗнче ӗҫленӗ, КПСС хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ.
Канаш районӗнчи Катек ялӗнче пурӑнакан ветеран 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Евдоким Егорович Егоров хӑнасене сӗтел хушшине пухнӑ.
Юбиляра тӳре-шара, журналистсем саламланӑ, чечек ҫыххисем парнеленӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин та юбиляр патне саламлӑ ҫыру янӑ. Вырӑнти артистсем вара чӑвашла юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Евдоким Егорович 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 14 ҫултанпа чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ. Кайран ӑна ҫара илнӗ, Хабаровск крайӗнче Амур юханшывӗ ҫинче туннель тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Вӑл 1948 ҫулта киле таврӑннӑ. Евдоки Егорович мӑшӑрӗпе пӗрле 4 ача ҫуратса воспитани панӑ. Вӗсен 6 мӑнук, вӗсен 5 ачи пур.
Тӗлӗнмелле ҫак пулӑм пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн ҫӗнӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗнхи номерӗнче, Влад Димов автор ҫырса кӑтартнӑ. Ун пирки хаҫат редакторӗ Сергей Мясников Фейсбукра пӗлтернӗ.
Журналист «Управление отходами» (чӑв. Каяшсене йӗркелесси) предприятире пулнӑ май унти хӑйне евӗр музейпе паллашнӑ. Кирлӗ мар тесе ҫынсем тухса пенӗ япаласен шутӗнче тем те пур-мӗн: хушпу, купӑс, магнитофон, магнитола, радиоприемник, фотоаппарат тата... хаклӑ хутсем.
Степан Макарович Кудряшов ятлӑ сержанта Севастополе, Ригӑна ирӗке кӑларнӑшӑн, Берлина илнӗшӗн Тав хучӗсем панӑ иккен. Вӗсене те ветеран хӑй ӗнтӗ, те ачисем пӗр ҫӗре ҫӗлесе пынӑ. Вӑхӑт иртсен вӗсем никама кирлӗ мар пулса юлнӑ. «Сталининграда хӳтӗленӗшӗн» медаль удостоверенийӗ те ҫӳп-ҫап контейнерне лексе каяш пухакан предприятие ҫитнӗ.
«Как же у них рука поднялась?» статья авторӗ вӑрҫӑ ветеранӗн япалисене ҫапла тухса перекенсенчен хытах тӗлӗннӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 101 ҫулти ветерана Ксения Редьковӑна ШӖМ ӗҫченӗсем Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ. Ксения Порфирьева пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ пулин те хӑйне чиперех туять, вӑй-халӗ те пур.
Шупашкарти полици пуҫлӑхӗ Сергей Павлов ветерана саламланӑ. Ксения Редькова Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче фельдшерта ӗҫленӗ, салтаксемпе офицерсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл шалти ӗҫсен органӗнче вӑй хунӑ.
Ксения Редькова вӑрҫӑра «чӗлхе» тытма та кайнӑ. Ку савет салтакӗсене кӑна мар, тӑшмансене те тӗлӗнтернӗ. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр Орденӗпе, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «Берлина илнӗшӗн», «Ҫарти паттӑрлӑхшӑн» тата ытти медальпе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |