Хулара
![]() Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсем патшалӑх деятельне Семен Ислюкова халалласа палӑк лартма сӗннӗ. Ку сӗнӳпе вӗсем Шупашкар хула администрацине тухнӑ. Палӑртмалла: Семен Ислюков республикӑна 1955-1985 ҫулсенче – 30 ҫул – ертсе пынӑ, Чӑваш АССРӗн Аслӑ канашӗн президиумӗн председателӗ, РСФСР Аслӑ канашӗн президиумӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Ӑна Ленин, Октябрь Революцийӗн тата ытти орденпа чысланӑ. Вӑл – Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни. Халӗ «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав пырать. Ӑна халалланӑ палӑк кирлӗ-и е ҫук-и – эсир те шухӑша пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |