Шупашкарти шкулсенче ачасене пӗрешкел ҫитерме тытӑнӗҫ. Ку комплекслӑ ирхи тата кӑнтӑрлахи апатсене пырса тивет. Улшӑнӑва пула хаксем ӳсмӗҫ, ҫав шайрах юлӗҫ.
Ку ыйтӑва вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнчех ҫӗкленӗ. Ун чухне вӗренӳ управленийӗн специалисчӗсем комбинат ӗҫченӗсемпе тӗл пулса шкулта пӗрешкел меню тӑвасси пирки калаҫнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта шкулсене ултӑ апатлану комбиначӗ апатпа тивӗҫтерет. Вӗсем ҫулсеренех меню хатӗрлеҫҫӗ, блюдӑсене, порцисен, калорисен виҫисене палӑртаҫҫӗ.
Ашшӗ-амӑшӗн 67 проценчӗ пӗрлехи менюна ырланӑ. Иртӗ эрнекун шкулти менюна ашшӗ-амӑшӗн экспертпа консультаци канашӗ сӳтсе явнӑ.
Аса илтерер: ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗнче хулари шкулсенчи апатлану хакӗ ӳснӗ. Кӗҫӗн класри ачасем ирхи тата кӑнтӑрлахи апатшӑн кунне 75 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, аслӑраххисем – тенкӗ.
Шӑматкун Чӑваш Енре сывлӑхпа спорт кунӗ иртнӗ. Ун чухне ҫынсем спорт учрежденине тӳлевсӗрех кӗме пултарнӑ.
Анчах ку Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫемьешӗн инкекпе вӗҫленнӗ. Ҫак хулари 8-мӗш шкулти бассейнра арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл 9 ҫулта кӑна пулнӑ.
Арҫын ача бассейна ашшӗпе килнӗ. Асли ывӑлне холра кӗтсе тӑнӑ. Арҫын ача бассейнра ишнӗ чухне ытти ҫынсем те пулнӑ, анчах вӑл путнине никам та асӑрхаман. Ӑна бассейн тӗпӗнче выртнине ҫеҫ курнӑ.
Бассейн пӳлӗмӗнче шкул ӗҫченӗ те пулнӑ, анчах вӑл та ача путма пуҫланине асӑрхаман. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ачасене право енчен пулӑшмалли кун иртӗ. Раҫҫей шайӗнчи ҫак мероприятие ҫӗршывӑн мӗнпур субъектӗнче йӗркелӗҫ. Ҫав шутра — пирӗн республикӑра та.
Ачасен правине хӳтӗлес ыйтусемпе консультаци кӳме ҫав кун ятарлӑ пунктсем уҫӑлӗҫ. Вӗсем тӳлевсӗр ӗҫлӗҫ. Опекӑпа попечительствӑпа, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн хутшӑнӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ вун-вун ыйтӑва уҫӑмлатма май килӗ.
Тӳлевсӗр пулӑшакан пунктсене районсемпе хуласенчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрсенче, социаллӑ реабилитаци центрӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсенче ытти мероприяти те самай пулмалла. Ашшӗ-амӑшӗпе ачасем валли ҫав кун, сӑмахран, Уҫӑ алӑксен кунӗ, «Мой телефон доверия» (чӑв. Манӑн шанчӑк телефонӗ) акци иртӗ.
«Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Чӑваш Енре ачасем валли чӑвашла телекурав пулӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ. Ҫапла тума ӑна Тутарстанра «Шаян ТВ» телеканал йӗркелени хистенӗ курӑнать. Тутар ачисем валли тӑван чӗлхепе талӑкӗпе ӗҫлекен телеканала чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уҫнӑ.
«Idel.Реалии» МИХа Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствинчен хуравланӑ. Михаил Анисимов министр алӑ пуснӑ хуравра Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн эфирӗнче ачасемпе ҫамрӑксем валли тухакан кӑларӑмсем мӗнпур калӑпӑшӑн чӗрӗк пайне йышӑнаҫҫӗтесе пӗлтернӗ. Вӗсен йышӗнче чӑвашла тухаканнисем те пур тенӗ. Кӑҫал мультфильмсемпе ача-пӑча киноне чӑвашла куҫарман иккен. Ачасем валли хатӗрлекен кӑларӑмсен шутне ҫитес ҫулсенче ӳстерес шухӑшлине пӗлтернӗ.
Красноармейски район сучӗ ачасене шкула автобуспа турттарма хистекен йышӑну кӑларнӑ. Унта сӑмах Ураскилт шкулӗнче 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем пирки пырать. Прокуратура тата суд шухӑшланӑ тӑрӑх, Элӗк район администрацийӗн ҫавсене вӗренӳ учрежденине тата киле автобуспа турттармаллах.
Ураскилт ял тӑрӑхне кӗрекен Мӑн Тукташ, Кӗҫӗн Тукташ, Шӗнтреш, Тури Вылӑ ялӗсенче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене Ураскилте автобуспа турттармаҫҫӗ тесе район прокуратурине евитленӗ.
Ушкӑнпа шӑрҫаланӑ ҫырӑва Элӗк район прокуратури тишкернӗ те аслисем тӗрӗсех пӑшӑрханнине палӑртнӑ. Ачасен правине хӳтӗлесе надзор органӗ суда ҫитнӗ. Элӗксен ӗҫне Красноармейски район сучӗ (унтисенне ҫавӑнта тишкереҫҫӗ) ачасене майлӑ йышӑну кӑларнӑ.
1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗ… Ҫак кун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче пысак инкек пулнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти вӑхӑтӗнче шкул ҫунма тытӑннӑ. Шалта – вӗрентекенсем, вӗренекенсем, пӗчӗк ачасем… Пурте уяв концертне курма пынӑ.
Ҫулӑм тӑрук акт залне вирхӗнсе кӗрсен хӗвӗшӳ пуҫланнӑ. Пурте чӳречесем енне талпӑннӑ. Шел, пушарта нумаййӑн ҫунса вилнӗ: 110 ҫын. Вӗсенчен 106-шӗ – 3-15 ҫулсенчи ачасем. Чылайашӗ аманнӑ. Нумайӑшӗ партӑсене чӳрече патнӗ лартнӑран урама тухайман. Аслӑраххисем пӗчӗккисене таптаса хӑйсем ҫӑлӑнассишӗн тӑрӑшнӑ. Вилнисене тепӗр кунхинех тӑванла масарта пытарнӑ. Ялти кашни ҫемьене тенӗ пекех хурлӑх ҫитнӗ. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ 3-4 ачине ҫухатнӑ. Пушартан ҫӑлӑннисем ӳт пиҫсе кайнипе аптӑранӑ.
Унтанпа 57 ҫул иртнӗ. Хуракассисем ҫав хура куна нихӑҫан та манмӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗ вӗсемшӗн хурлӑхлӑ кун. Кӑҫал та халӑх пушарта ҫунса вилнисене халалласа лартнӑ палӑк умне пухӑннӑ, 110 ҫурта ҫутнӑ, пӗр минут шӑп тӑрса вилнисене асӑннӑ. Каласа хӑвармалла: Совет Союзӗнче ку инкек пирки никам та ҫӑвар уҫман, официаллӑ ҫӑлкуҫсенче ун пирки сӑмах та пулман.
Митинг хыҫҫӑн шкулта пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе мероприяти иртнӗ.
Чӑваш Енре класс ертӳҫисемпе кураторсене ачасен халӑх тетелӗнчи страницисене тӗрӗслесе тӑма ыйтнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне ку ӗҫе «Ашшӗсен канашӗ» тата кибердружинниксем тӑвӗҫ.
Ку ыйту пирки Правительствӑра иртнӗ терроризмпа кӗрешекен комиссин ларӑвӗнче ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова каласа кӑтартнӑ. Халӑх тетелӗсенчи страницӑсене ачасем террорист ан пулччӑр тесе тӗрӗслӗҫ.
Сӑмах май, халӗ кибердружинниксен ретне 17 шкулта вӗренекен 113 ача кӗнӗ. Ҫичӗ шкулта вӗренкен кибердружинниксем тӗнче тетелӗнче усӑ курма юраман информацие тупса палӑртас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем ҫакнашкал тӑватӑ сайта тупнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Жанна хусканупа тӗрев енчен сусӑр. Кашни утӑм уншӑн – чӗр нуша. Хӗрача кавир ҫинче гимнастика этючӗ туса ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать, вӑл конкурссен лауреачӗ те пулса тӑнӑ. Жанна ҫак этюда Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ Алсу юрлакан «Право на мечту» юрӑпа тӑвать. Ҫакӑ ӑна хавхалантарать те. Хӗрача Алсу чӗрӗлле юрланӑ чухне ҫакна тума ӗмӗтленнӗ.
Жаннӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. «Пирӗштие – парне» ыркӑмӑллӑх фончӗ Алсупа ҫыхӑннӑ. Юрӑҫ хӗрачан ӗмӗчӗ пирки пӗлсен ӑна хӑйӗн патне хӑнана чӗннӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Жаннӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ.
Юлашкинчен юрӑҫ мечӗк ҫине ҫапла ҫырнӑ: «Ӗмӗтӳсем пурнӑҫланччӑр». Жаннӑна юрӑ ӑшӑтать, хавхалантарать. Юрӑҫпа тӗл пулни ӑна малалла талпӑнма вӑй парасса шанать Алсу.
Кирилл Степанов мӗн ҫуралнӑранпах курмасть. Унӑн – мрамор чирӗ. Ӑна шӑмӑ сӑссине куҫарса лартнӑ, химиотерапи тунӑ.
Нумаях пулмасть унӑн пысӑк ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. Ҫичӗ ҫулти арҫын ача тахҫанах пуйӑс машинисчӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫак кунсенче вӑл нимеҫӗсем пулӑшнипе пуйӑса ларса пускӑчсене пуснӑ, транспорта ҫӳреттернӗ. Паллах, Кирилпа юнашар машинист Александр Бологов пулнӑ.
Палӑртмалла: нумаях пулмасть Раҫҫейре йывӑр чирлӗ ачасен тата ватӑсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама пулӑшакан проект хута кайнӑ. Вӑл «Манпа пӗрле ӗмӗтлен» ятлӑ. Пӗрремӗш ӗмӗт Шупашкарта пурнӑҫланнӑ. Телейлисен йышне шӑпах Кирилл кӗнӗ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче арҫын хӗрачана лифтра тапӑнни пирки хыпар сарӑлнӑччӗ. Хӑш-пӗри ҫакна ӗненмерӗ, сас-хура кӑна тесе йышӑнчӗ.
Анчах ку чӑнах та пулнӑ иккен. Ҫав арҫынна тытса чарнӑ, арестленӗ. Вӑл – Красноармейски районӗнчен, ҫав кун Шупашкарта пулнӑ. Хайхискер киревсӗр ӗҫ тунине тунман.
Авӑн уйӑхӗнче ҫакскер нумай хваттерлӗ ҫуртӑн лифтне кӗнӗ, унта вӑл пӗчӗк хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ, унтан тарса ҫухалнӑ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, вунӑ ытла суд экспертизи ирттернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |