«Снежная королева» юмаха ача чухне чылайӑшӗ вуланӑ, телевизорпа та курнӑ. Унти тӗп сӑнар, хӗрача, Герда ятлӑ. Халӗ унашкал ятлӑ хӗрача Шупашкарта та пур.
Нумаях пулмасть тӗп хулара ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ пепкине Герда тесе ҫыртарнӑ. Хула администрацийӗн ЗАГС пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкал ят тахҫантанпах пулман.
Палӑртмалла: ку ят пирӗн пата Скандинави ҫӗршывӗсенчен килнӗ. Куҫарсан вӑл «хӑватлӑ копье» тенине пӗлтерет.
Agabazar // 6490.3.6320
2019.12.07 12:42 | |
Скандинавирен пулсан, мĕншен юмахĕ "Снежная королева" ятлă? Мĕншĕн Snedronningen мар? |