Шупашкарта ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ питӗ сайра хутра тӗл пулакан ят панӑ. Кун пирки Ленин районӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ашшӗ-амӑшӗ хӗрӗ валли Вевея ят суйланӑ. Грек чӗлхинчен куҫарсан вӑл «шанчӑклӑ» тенине пӗлтерет, латин чӗлхинчен куҫарсан «пурӑнӗ» тенине кӑтартать. Ҫӳлерех асӑннӑ ведомствӑн ЗАГС пайӗнче ӗҫлекен Марина Богданова ку таранччен кунашкал ят регистрацилесе курман-мӗн. Кун пек тӗслӗх унӑн пурнӑҫӗнче – пӗрремӗш хут.
Сӑмах май, Чӑваш Енре аслисем ачисене «Игра престолов» (чӑв. «Престолсен вӑййи») фильмри сӑнарсен ячӗсене паракансем те пур.