Ӗнер 13 сехет те 50 минутра Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче ҫул-йӗр инспекторӗпе ҫыхӑннӑ инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Софья Савнеш автор унта ҫырнӑ тӑрӑх, «ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине машина ҫапса кайнӑ. Ун ҫине ҫул-йӗр инспекторӗ пырса кӗнӗ».
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ку ҫул-йӗр ҫинчи инкек ҫинчен ҫӗркаҫ 18 сехет те 2 минутра хыпарланӑ. Машина инкеке лекни тӑрӑх тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ. Анчах ҫул-йӗр инспекторӗ ачана пырса ҫапни тӳрре килмен имӗш. Ҫул урлӑ чупса каҫаканскер ҫине пырса кӗрес мар тесе инспектор ҫул айккинелле пӑрӑннӑ. Ачана ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне илсе кайсах тӗрӗсленӗ иккен. Вӑл таса сывах.
Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Тӗмен хулинче ача-пӑчан «Хӗлхем» фольклор фестивалӗ иртӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри хастар йӑхташӑмӑрсем ку мероприятие пуҫласа йӗркеленӗ. Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль ҫинчен виҫӗ ҫул каяллах шухӑшлама пуҫланӑ. Пуҫарӑва яваплисемпе, ачасен ашшӗ-амӑшӗпе чылай сӳтсе явнӑ.
Мероприятие ирттерме Тӗмен облаҫӗнчи культура департаменчӗ, Тӗмен облаҫӗнчи национальноҫсен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ, «Строитель» наци культурисен керменӗ, Тӗмен облаҫ думинчи либерал-демократсен фракцийӗн депутачӗ А.Н. Зайцев пулӑшӗҫ.
Сӑмах май каласан, Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсем те ача-пӑчан фольклор фестивальне ирттереҫҫӗ. Унта вӑл кӑҫал тӑваттӑмӗш хут иртнӗ. «Туслӑх хӗлхемӗ» йӗркеленине Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» ассоциацийӗ ертӳҫи Вероника Тимофеева хыпарланӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр шӑпӑрлан «Лучше всех» (чӑв. Пуринчен те лайӑххи) телешоура ӳкерӗннӗ. Аса илтерер, вӑл телекӑларӑма Пӗрремӗш каналпа вырсарникун каҫсерен кӑтартаҫӗ. Ӑна Алексей Галкин шӳт ӑсти ертсе пырать. Телекӑларӑма 3 ҫултан пуҫласа 12 ҫулчченхи пултаруллӑ, калаҫма пултаракан ачасем хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи кӑларӑмра Шупашкарти 166-мӗш ача пахчинчи «Подснежники» (чӑв. Ҫеҫпӗл) ушкӑна ҫӳрекен Мария Александровӑна курӑпӑр.
Шупашкарти хӗрача сӑвӑ хитре калать иккен. Лайӑх астуса юлать. Телешоуна Мария Александр Пушкинӑн «Зимнее утро» сӑввипе кайнӑ.
2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Канашри Мария Хушкинӑна кӑтартнӑччӗ, ҫав ҫулхи раштав уйӑхӗнче — Шупашкарти пӗчӗк астронома Максим Казынкина, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче — Шупашкарти Лев Гренадёрский географа.
Раштавӑн 9-мӗшӗнче Мускаври полицие хыпар ҫитнӗ: Шупашкарта пурӑнакан хӗрача пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ, ӑна мӑшкӑллама хӑтланнӑ-мӗн. 13-ри хӗрача каланӑ тӑрӑх, ӑна палламан арҫын хӗненӗ, мӑшкӑлласшӑн пулнӑ.
13-рискер Мускава Шупашкартан килнӗ-мӗн, вӑл амӑшӗпе вӑрҫӑннӑ хыҫҫӑн тухса тарнӑ. Мускавра ӑна Турци арҫынни тапӑннӑ.
Шар курнӑ хӗрачана полицие Мускавра пурӑнакан хӗрарӑм илсе пынӑ. Кун хыҫҫӑн ҫакнашкал хыпар та сарӑлнӑ: шалти ӗҫсен органӗсенче вӑй хуракансем хӗрачана сӑмахпа хӑртнӑ, хӑйсене тивӗҫлипе тытман, ҫавӑнпа служба тӗрӗслевӗ ирттерме палӑртнӑ.
Каласа хӑвармалла: хӗрача психоневрологи диспансерӗнче шутра тӑрать.
Паян 13 сехет те 50 минутра Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине машина ҫапса кайнӑ. Ун ҫине ҫул-йӗр инспекторӗ пырса кӗнӗ.
Ача шкултан таврӑннӑ. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта утнӑ. Вӑл ҫул варринче пынӑ чухне ӑна ҫул-йӗр ӗҫченӗсен машини ҫапса кайнӑ.
Руль умӗнчи инспектор, ахӑртнех, ача ҫине пырса кӗрес мар тесе руле пӑрнӑ та кӗрт ҫине тӑрӑннӑ. Водитель салонран тухса арҫын ачана пулӑшма хӑтланнӑ. Телее, шкул ачи аманман.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ» страницӑра Шупашкар район центрӗнчи стадионти каток ҫине укҫалла кӗртнине пӗлтернӗ.
Пӑр ҫинче хӑйсен конькийӗпе пынӑ ачасене кӗнишӗн укҫа тӳлеттереҫҫӗ иккӗн. Стадионти каток тӳрӗ мар, ярӑнма япӑх тесе пӗлтернӗ. Хоккей курупкинчи пӑр ҫинче ярӑнма хуралҫӑ кӗртмест имӗш.
Тата ҫакна та пӗлтернӗ. Вӑхӑтлӑх ярӑнма коньки илсен 2500 тенкӗ тӳлемелле-мӗн, йӗлтӗршӗн — 4000. Е пӗр-пӗр документ ыйтаҫҫӗ иккен. Салук вырӑнне.
Ҫак хыпара сӳтсе явакансем ачасене ашшӗ-амӑшӗ ун чухлӗ укҫа парса ярасси е документ тыттарасси пирки иккӗленсе калаҫнӑ. Стадион хуҫи — «Улӑп» фикультурӑпа сывлӑх комплексӗ — асӑннӑ ушкӑнра ҫынсене нимӗн те хуравламан.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Лев Кадкин ача-пӑча ҫыравҫин черетлӗ кӗнеки пичетленнӗ.
Автора аслисем те, ачасем те юратаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ кӗнеке издательствинче. Литература конкурсӗсенче Лев Кадкин кӗнекисем темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ. 2009 тата 2015 ҫулсенче унӑн «Детство на гору спешит. Ҫунатлӑ ҫунашка» сӑвӑсен пуххи тата «Воробьиный юг. Ҫерҫи кӑнтӑрӗ» юмахӗ «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи вулакан кӗнеке» конкурсра «Кӗҫӗн шкул ачисем валли ҫырнӑ чи лайӑх ача-пӑча кӗнеки» номинацире ҫӗнтернӗ. Авторӑн «Царевич Комаревич. Вӑрӑм тунасен ҫӗршывӗнче», «Ослиный мост. Ашак кӗперӗ» ятлисене те ачасем юратса вулаҫҫӗ-мӗн.
«Заячьи ботинки. Мулкач пушмакӗ» кӗнекене Лев Кадкин вырӑсла тата чӑвашла пичетленӗ. Сӑвӑсене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер чӑвашла куҫарнӑ. Кӑларӑма Людмилы Лунц ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти Университет урамӗнчи пӗр ҫурт лифтӗнче арҫын 11 ҫулти хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫав ҫынна, Красноармейски районӗнче ҫуралса ӳснӗ 42-ри арҫынна, тӳрех тытса чарнӑ, вӑл хӑйӗн айӑпне тунман. Ӑна ун чухнех арестленӗ.
Халӗ ҫак ҫын кунашкал ытти преступление те тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе генотипоскопи экспертизи ирттерӗҫ, кун хыҫҫӑн вӑл 8-11 ҫулсенчи 9 хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланипе пурнӑҫламанни тӑрӑ шыв ҫине тухӗ. Ҫак преступленисем те авӑн уйӑхӗнче пулса иртни евӗр: 2010-2015 ҫулсенче палламан арҫын хӗрачасене лифтра тапӑннӑ.
Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ашшӗн йӑнӑшне пула пӗчӗк ача эмелпе наркӑмӑшланса пульницӑна лекнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах Шупашкарта раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ.
Арҫын виҫҫӗри ачана аслисен сӑмсине ямалли эмеле тумлатнӑ-мӗн. Эмелпе наркӑмӑшланнӑ шӑпӑрлана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пӗчӗкскер сӑмсана тумлатмалли эмелпе наркӑмӑшланнине ҫирӗплетнӗ.
Халӗ ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Шел те, ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кунашкал тӗслӗхсем тӗл пулкалаҫҫӗ. Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ: аслисен эмелне ачан сӑмсине туматмалла мар.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Тӑвай районӗнче 2-ри ача аслисен эмелне ӗҫсен наркӑмӑшланса вилнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемьере чутах пысӑк инкек пулман. Юрать, арҫын васкавлӑ медпулӑшу чӗнсе ӗлкӗрнӗ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле Мир проспектӗнчи 22-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте икӗ хӗрарӑм, пилӗк ҫулти ача тата арҫын сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Хӗрарӑмпа ача тӑнне ҫухатнӑ, арҫын тухтӑрсем патне шӑнкӑравлама ӗлкӗрнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ колонкинче фитиль сӳнсе ларнӑ, ҫавна май хваттере сӗрӗм тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |