Етӗрне районӗнчи Килтӗшри Бариновсен ҫемйи валли укҫа пухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, пушара пула кил-йыш пурӑнмалли кӗтессӗр тата хуралтӑсемсӗр тӑрса юлнӑ. Сакӑр ачаллӑ ҫемьене пӗрисем пурӑнма кӗртнӗ.
Наталья Баринова тӳре-шарана кӳренет, анчах пулӑшма никам та васкамасть иккен. Шар курнӑ ҫемьере тӗрлӗ шайри тӳре-шара пулнӑ иккен. Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Е. Сапаркина тата «Чаваш Ен» фонд президенчӗ М. Федотов Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе А. Ивановапа, Килтӗш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Н. Алексеевпа ҫитни пирки омбудсменӑн сайтӗнче хыпарланӑ. Уполномоченнӑй 100 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Тӳре-шара парнесем те илсе пынӑ. Анчах ҫемьене пурӑнма кӗтес ҫукки пӑшӑрхантарать, ҫавна май Бариновсем ачисене туртса илесрен хӑраҫҫӗ. Тӳре-шарана вара Наталья Баринова хӑйсен ӗҫне кӑтартасшӑн ҫеҫ тесе хаклать. Ҫурт-йӗр ыйтӑвне татма пулӑшма Михаил Игнатьев Элтепер те шантарнӑ имӗш. Вырӑнти тӳре-шара вара ҫын патӗнче пурӑннишӗн тӳлеме пулнӑ та хальлӗхе тӳлемен.
Шупашкарти 202-мӗш ача пахчинче ӗҫлекенсене тата мӗн пур ачана ппр тӑхтаса тӑмасӑр эвакуацилеме тивнӗ. Кун пирки паян, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче иртнӗ канашлура каланӑ.
«Мой город Чебоксары» портал хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ ача пахчинче ют япалана иртнӗ кӗҫнерникун, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, асӑрханӑ. Ҫавна май шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗнчен мӗн пур ӗҫчене тата унта ҫӳрекен 215 ачана урама илсе тухнӑ. Вырӑна ҫитнӗ йӗрке хуралҫисем иккӗленӳ вӑратнӑ япалана тӗрӗсленӗ те пурне те лӑплантарнӑ. Хайхи ҫав япала ача-пӑча вылямалли раци пулнӑ иккен.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, иртнӗ эрнере хула ҫыннисен хӑрушлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ултӑ пӑтӑрмаха шута илнӑ.
2019 ҫулӑн ӗҫлемелли пӗрремӗш кунӗнче Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗнче икӗ ачана хӑйне евӗрлӗ ятпа регистрациленӗ. Администраци сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, пепкесене Турхан тата Радмила ятсем хунӑ.
Ҫак икӗ ача пӗр ҫемьерен мар. Турхан Лукиановсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Арҫын ача вӗсен — пӗрремӗш пепке. Турханӑн ашшӗ ячӗ те чӑваш ячӗллӗ — вӑл Тайӑр ятлӑ, Николай Лукианов паллӑ юристӑн кӗҫӗн ывӑлӗ.
Хӗрача Радмила вара Анатолипе Елена ҫемйинче ҫуралнӑ. Мӑшӑр виҫҫӗмӗш ачана кун ҫути парнеленӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарта Космос Александрович ҫурални пирки нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ.
Роспотребнадзор ачасене килтен апат илсе пыма чарӗ. Анчах ку пур ҫимеҫе те пырса тивмест. Тӗслӗхрен, малашне ачасен улма-ҫырла, типӗтнӗ улма-ҫырла, мӑйӑр килтен илсе килме юрать. Вӗсене тӑхтӑв вӑхӑтӗнче ҫийӗҫ.
Ҫавӑн пекех шкулти тата ача-пӑча уйлӑхӗсенчи менюна витаминсемпе тата микроэлементсемпе, бифидобактерисемпе пуян ҫимӗҫсем кӗртмеллине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне апат пӗҫернӗ чухне йодлӑ тӑварпа кӑна усӑ курӗҫ.
Шкул ачин апатланӑвӗнче ҫак ҫимӗҫсем пулмалла: какай, чӑх какайӗ, сӗт, услам тата ӳсен-тӑран ҫӑвӗ, хура, шурӑ ҫӑкӑр. Пулла, ҫӑмартана, тӑпӑрча тата сӗт юр-варне эрнере 2-3 хутчен кӑна менюна кӗртме сӗнеҫҫӗ. Хушма ҫимелли пек ачасене кислородлӑ коктейль пама пултараҫҫӗ.
Роспортебнадзор шкулти шӑпӑрлансене пирожнӑйпе, тортпа, ливер кӑлпассипе, сельдь пулӑран хатӗрленӗ форшмакпа, по-флотски пӗҫернӗ макаронпа, вакланӑ ҫӑмартапа, вӗретмен сӗтрен хатӗрленӗ тӑпӑрчпа, кӑмпапа, консервланӑ пахча ҫимӗҫпе тата улма-ҫырлапа, паштетпа, тапӑрчӑ е аш хурса ҫавӑрнӑ икерчӗпе, ӑшаланӑ ҫӑмартапа, фритюре ӑшаланӑ ҫимӗҫсене ҫитерме чарать. Ку кваса, кумыса, газировкӑна, чӗлхене чӗпӗтекен соуссене, горчицӑна, кетчупа, майонеза, чӑмлака, карамеле те пырса тивет.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче чӑваш чӗлхипе чӑвашлӑх ыйтӑвне хускатнине час-часах асӑрхама пулать. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра та чӑваш чӗлхи пирки сӑмах пуҫарнӑ.
«Паян ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ пепкисене вырӑсла калаҫса ӳстерет. Мӗн сӑлтавпа-ши? Ахӑртнех, тӗпренчӗкӗсене чӑваш чӗлхи кулленхи пурнӑҫра кирлӗ пулмасть, вырӑсла калаҫни вара пур алӑка та яри уҫать тесе шутланӑран ҫапла хӑтланаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ унта.
«Манӑн тете, Шупашкарта пурӑнать пулин те, икӗ ывӑлне чӑвашла калаҫса ӳстерет. «Ашшӗн чӗлхине пӗлмен ачасем ашшӗне чӑнласах хисеплеме пултараҫҫӗ-и вара?» — тет вӑл пӗр иккӗленмесӗр», — хӑпартланнӑ пост авторӗ пиччӗшӗпе.
Пӗр енчен, чӑваш арӗ-арӑмӗ хӑйӗн ачисемпе хӑть Шупашкарта, хӑть Хусанпа Мускавра, хӑть чикӗ леш енче тӑван чӗлхепе пупленинчен тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук-ха. Анчах пурте апла туманран ирӗксӗрех тӗлӗнме те хӑпартланма тивет курӑнать.
Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти хӗрача амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ ун валли ҫемье шыраҫҫӗ. Кун пирки Ленин районӗн администрацийӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Тӑлӑха юлнӑ хӗре амӑшӗ ӳстернӗ, ашшӗ пирки нимӗн те ҫырман. Йӗркепе килӗшӳллӗн, опека органӗсем ҫемьесӗр тӑрса юлнӑ ачана пӗр уйӑхра ашшӗ-амӑшӗ тупса параҫҫӗ. Специалистсем кукамӑшӗ енчи тӑванӗсем ӑна попечительствӑна илес ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
17 ҫулти хӗрӗн амӑшӗ ҫак эрнере ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче ачасем Сурхури елкинче савӑннӑ. Шӑпӑрлансем культура ҫуртне пухӑнса Христос ҫуралнӑ уява паллӑ тунӑ.
Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем ачасене Христос ҫуралнӑ уявпа ҫыхӑннӑ историе каласа кӑтартнӑ, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарнӑ. Кун хыҫҫӑн шӑпӑрлансем сӑвӑсем вуланӑ, юрланӑ, ташланӑ, елка тавра карталанса тӑнӑ.
Уява Хӗл Мучи те ҫитнӗ. Вӑл ачасене парнесемпе савӑнтарнӑ. Шӑпӑрлансемшӗн ҫак уява усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче черетлӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Хальхинче Ордем Галин «Приметы, подсказки, словно из сказки» ача-пӑча кӗнеки тухнӑ. Автор пӗчӗкскерсене пурнӑҫра тӗл пулакан паллӑсемпе паллаштарать, вӗсене пӗлтерӗшне ӑнлантарать.
Ордем Гали халӑх ӑслӑлӑхӗсене хӑйӗн пурнӑҫӗнчи тӗслӗхсемпе ӑнлантарса парать. Автор хайӗн историйӗсенче тӗп шухӑша пытарнӑ: кирек мӗн патне талпӑнсан та асамлӑха ӗненмелле, ӗмӗтленмелле.
Кӗнеке 1000 экземплярпа кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Иван Алексеев.
Етӗрне тӑрӑхӗнче Алексей Ятрушев ачасене юрӑ-кӗвве юратма вӗрентет. Ун патне тӗрлӗ ялта пурӑнакан шӑпӑрлансем килеҫҫӗ. Вӗсене пурне те кӗвве юратни пӗрлештерет.
Алексей Степанович ҫамрӑк чухне музыка шкулӗнче вӗреннӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех купӑс калать. Хӑй вара пушарнӑйра тӑрӑшнӑ, халӗ – тивӗҫлӗ канура.
Пенсие тухсан та алӑ усса лармасть вӑл – ачасене музыка тӗнчипе тӳлевсӗрех паллаштарать. Хӑйне вӑл нимеҫӗ тет. Алексей Степанович хӑйӗн хыҫҫӑн ырӑ йӗр хӑварасшӑн. Вӑл ачасене тӑваттӑмӗш ҫул вӗрентет. Вӗсем Янӑм шкулӗнче (халӗ унта ачасем вӗренме ҫӳремеҫҫӗ ӗнтӗ, ӑна хупнӑ) пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Алексей Степановичӑн планӗсем пысӑк: вӑл 100 ҫула ҫитиччен пурӑнасшӑн.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта 7 ҫулти арҫын ача ҫухалнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӳрех пӑшӑрханса ӳкнӗ, полицие пӗлтернӗ. Телее, ача чӗрӗ-сывах тупӑннӑ.
Кӑнтӑрла хыҫҫӑн арҫын ача урама тухнӑ, ытти чухне вӑл картишрех выляса ҫӳренӗ, инҫе кайман. Ашшӗ-амӑшӗ вӑл картишре курӑнма пӑрахнине асӑрханӑ, шӑнкӑравлас – ача телефонне илмен.
19 сехетре 1-мӗш полици участокӗн ӗҫченӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Ача ҫухални пирки халӑх тетелӗсенче те хыпар ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сарӑлнӑ. Полицейскисемпе пӗрле нимеҫӗсем, ытти ҫынсем картишре, подъездсенче ачана шыранӑ.
Ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен инспекторсем Елена Янорова тата Ольга Катякова хваттерсем тӑрӑх кайнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне тупнӑ та ачана. Хайхискер уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗн пӗлӗшӗсем патне хӑнана кӗме шутланӑ, хуҫисене ҫывӑх ҫыннисене кун пирки пӗлтернине каланӑ. Арҫын ача хӑнара ҫывӑрса кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |