Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Астрид Линдгренӑн «Леннебергӑри Эмиль мыскарисем» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма тишкерме пухӑннисенчен пӗри, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Валерий Алексеев, хӑй куҫӗпе курнӑ пӗр тӗслӗхе илсе кӑтартнӑ.
Пӗррехинче вӑл Шупашкарти Пичет ҫуртӗнчи экскурсирен тухакан ачасене урамра ӑнсӑртран тӗл пулнӑ. Пичет ҫуртӗнчисем вӗсене кӗнекесем парнеленӗ иккен. Пӗчӗкскерсенчен пӗри ун патне пырса: «~~Кӗнеке кирлӗ мар-и? Атту пӑрахӑп. Мана пӗрех кирлӗ мар~~», — тенӗ. Валерий Алексеев ҫав кӗнекене илсе юлнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, ыттисем хӑйсен аллинчи кӗнекесене сума сумасӑр пӗрин хыҫҫӑн тепри ывӑтса хӑварнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче «Патӑрьел – Канаш – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Ун чухне салонра пулнӑ виҫӗ ҫын – 18 ҫул тултарман ачасем – суранланнӑ. 10-ри ача комӑна кӗрсе ӳкнӗ.
Шел те, ӗнер пульницӑран хурлӑхлӑ хыпар килнӗ: 10 ҫулти арҫын ача тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри тата 17-ри арҫын ачасем халӗ те пульницӑра.
Ҫав кун КамАЗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та микроавтобуспа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна Канаш районӗн чиккинче тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне урӑ пулнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна ШӖМ следователӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Пушкӑртстанра пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑм Чӑваш Енри ҫынсене улталаса укҫаллӑ пулнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче япала сутакан ҫынсене шыраса тупнӑ та вӗсем патне шӑнкӑравланӑ.
Пушкӑртсан хӗрарӑмӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн сутуҫӑсен карточки ҫинче пӗр пус та юлман – йӑлтах сӑптӑрса кайнӑ. Хайхискер вӗсене таваршӑн кӑштах укҫа тӳлесе хума шантарнӑ, унтан укҫа темшӗн куҫманнине каланӑ та банкомат патне пырса хисепсене пусма ыйтнӑ. Ҫапла вӑл мобильлӗ банка кӗнӗ. Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ав унӑн вӑлтине ҫакланнӑ: сусӑрсен кӳмине сутса 4 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ҫак хӗрарӑма тытса чарнӑ. Суд пулнӑ, ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Нумай ачаллӑскер судра ҫапла ӑнлантарнӑ: «Ачасене тӑрантарас тесе, пӗлетӗр-и, эпӗ ним пирки те шутламан».
Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗпе Андрей Александровпа тӗл пулнӑ. Кун пирки Элтепер пресс-служби хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Чӑваш Енре хушма вӗрентӗве аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, клас тулашӗнчи ӗҫсем пирки калаҫнӑ. Андрей Александров аслӑ шкулти коворкинг-центр тата физика пӗлӗвне аталантармалли уйрӑм пирки каласа кӑтартнӑ. Коворкинг-центрта уҫӑ калаҫусем, тӗрлӗ вӗренӳ ушкӑнӗсемпе ӑмӑртусене хатӗрлеме витӗм кӳрекен кружоксем ирттерӗҫ. Физика лабораторине 7-9-мӗш классенче вӗренекенсем тӗрлӗ енлӗ аталанӗҫ. Кунта вара 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем пӗлӳ шайне ӳстерӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, физика уйрӑмне уҫма Раҫҫей Ҫутӗҫ министерстви пулӑшнӑ. Чӑваш Ен хысни тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ укҫа уйӑрнӑ. Объекта тума 11,9 млн тенкӗ кирлӗ пулнӑ.
Ҫавӑн пекрех пулса тухать Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин хуравлани тӑрӑх. Ку пӑтӑрмахлӑ историе Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ.
Муркаш районӗнчи Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлкки ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьери шӑпӑрлансене ача пахчине ҫӳреме йывӑррине вӑл «Сурский рубеж» хаҫатра маларах ҫутатнӑ. Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлккинчи Наталья Орлова тӑватӑ ачине Юнкӑ ялӗнчи ача пахчине кунсерен ӑсатать. Малтан ҫемье М-7 федераци трасси патне 2,5 километр утать, унтан тепӗр 700 метр — «Юнкӑпуҫ» чарӑнӑва.
Ҫав вӑхӑтрах Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлккине шкул автобусӗ ҫӳрет. Анчах вӑл ача пахчине каякансене лартса каймасть.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев ку ыйтупа Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне ыйту ӑсатнӑ. Унтан СанПин пирки ӑнлантарса хуравланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗчӗкскерсене шкул автобусӗпе турттарни вӗсемшӗнех хӑрушлӑх кӑларса тӑратать-мӗн.
Алексей Кряжинов журналиста инструкци хыҫне пӗркенсе ҫырнӑ хурав питех те тӗлӗнтернӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствипе Мускаври «ДЕТИЗДАТ» тулли мар яваплӑ общество «Сыпӑкӑн вулатпӑр» ярӑмри кӗнекесене хатӗрленӗ. Вӑл — шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли. Кашни кӑларӑма пиншер экземпляр тиражпа пичетленӗ. Ҫӗнӗ ярӑм ашшӗ-амӑшӗ, ачасене вулама вӗрентекен педагогсем валли вырӑнлӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Елена Ермолован «Дельфин ҫурипе чарлан» юмахӗ хумпа выляма юратакан пӗчӗк дельфинпа паллаштарать. Пӗррехинче ӑна шурӑ чарлан хӗвел ҫутинче шыва кӗме сӗнет, вара ӗмӗт пурнӑҫланасса пӗлтерет. Ку хайлава Ольга Федорова чӑвашла куҫарнӑ, художникӗсем – А. Глебов тата И. Глебова.
Александр Фёдоров-Давыдовӑн «Ал арманӗ» чухӑн карчӑк-старикпа паллаштарать. Ӑна Ольга Иванова чӑвашла куҫарнӑ.
Редьярд Киплингӑн «Слон ҫурин хобочӗ мӗншӗн вӑрӑм» хайлавне те чӑвашла сыпӑкӑн вулама май пур. Константин Ушинскин «Ачасем вӑрмана кайни» — пӗр тӑван ачасемпе ҫинчен.
Нумаях пулмасть Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте пулнӑ аварире 8 ҫулти ача вилни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ҫул ҫинче «Фольксвагенпа» «Лада Ларгус» ҫапӑннӑ. Иномарка рулӗ умӗнче 32 ҫулти арҫын ларнӑ, салонра унӑн 10-ри ывӑлӗ тата 8 ҫулти виҫӗреш пулнӑ. 8-ти ачана тухтӑрсем тем пек тӑрӑшсан та ҫӑлайман. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа Шупашкара илсе кайма тӑнӑ, анчах ҫул ҫинче реанимаци тума чарӑннӑ. Шел те, ачан чӗри тапма пӑрахнӑ.
Авари 32 ҫулти арҫын айӑпӗпе пулнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: пӗлтӗр ун тӗлӗшпе ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн 26 административлӑ протокол ҫурнӑ. Чылайӑшӗ – пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн.
Шупашкар хула администрацйӗнче иртнӗ планеркӑра хальхинче ҫуртсен тӑрринчи юр, тумла пӑрӗсем пирки калаҫнӑ. Ҫак ыйтӑва ҫӗклемешкӗн сӑлтавӗ те пулнӑ: икӗ ҫын ҫине юр персе аннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Водопровод урамӗнчи 15-мӗш ҫурт тӑрринчен 13 ҫулти ача ҫине юр чӑмакки йӑтӑнса аннӑ. Тӳрех каласа хӑвармалла: ҫак ҫурта «Управдом» управляющи компанийӗ пӑхса тӑрать. Ачан пуҫӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Ленин Комсомолӗн урамӗнче 28 ҫулти хӗр суранланнӑ. Ун ҫине 10/1-мӗш ҫурт тӑрринчен юр ӳкнӗ. Ку ҫурта «Эркер» ТСЖ пӑхса тӑрать.
Хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков район ертӳҫисене асӑрхаттару панӑ, ҫурт тӑррисене юртан тасатма хушнӑ.
Паян 15 сехет те 50 минутра Шупашкарта Улатӑр ҫулӗ ҫинче, «Садовый» микрорайонтан тухнӑ ҫӗрте, авари пулнӑ: «Лада Ларгуспа» «Фольксваген» ҫапӑннӑ.
Иномарка рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын ларнӑ, салонра унӑн виҫӗ ывӑлӗ пулнӑ (пӗри 2009 ҫулта ҫуралнӑ, виҫӗреш – 2011 ҫулта). Шел те, 8-ти арҫын ача вилнӗ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ чухне «симӗс хум» та тунӑ, ҫул-йӗр инспекторӗсен машини пӗрле пынӑ. Ҫул ҫинче реанимаци тума чарӑннӑ, анчах ача сывлама чарӑннӑ.
Иномарка водителӗ тата пӗр ача вӑйлах суранланнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка водителӗ ҫул ҫинче пынӑ чухне ҫанталӑк условийӗсене шута илмен.
Чӑваш Енри тухтӑрсем Чечняри ачасене кӑткӑс операци тунӑ. Ача-пӑча тухтӑрӗ Анатолий Павлов тата Дмитрий Лукоянов анестезиолог-реаниматолог унта пӗр эрне пулнӑ. Кун пирки «Грозный-Информ» информаци агентстви пӗлтерет.
Чӑвашри тухтӑрсем ҫуралнӑ чухнех кӑкӑр шӑмми сусӑр пулнӑ ҫичӗ ачана тӳлевсӗрех операци тунӑ. Ку ӗҫе Чечня Республикинчи ӗҫтешӗсем те хутшӑннӑ. Ҫак тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал кӑткӑс операцисене Раҫҫейри темиҫе пульницӑра кӑна тӑваҫҫӗ.
Палӑртмалла: унччен Америка тухтӑрӗсем Чӑваш Енри ҫынна операци тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |